Ют çĕре хапсăнсан

14 Авăн, 2015

Шупашкарта пурăнакан 34 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Ăна пысăк виçепе улталама тăнăшăн айăплаççĕ.

Пысăк пулмасăр! Сăмах Шупашкар районĕнчи /тĕп хула таврашĕнчи çĕр хаклине паян ача та пĕлет/ çĕр лаптăкĕ пирки пырать вĕт. Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи кĕркунне çакскер Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ /халь вăл ку должноçра ĕçлемест ĕнтĕ/ сĕннипе нихăçан та хăйĕн пулман çĕр лаптăкне саккуна пăсса харпăрлăха илме тăнă. Паллах, кунашкал ĕçе пĕччен пурнăçлаймăн. Муниципалитетăн асăннă чиновникĕ суя документсем хатĕрленĕ. Вĕсене ĕненес-тĕк - айăпланаканăн çак ял тăрăхне кĕрекен Ваçликасси ялĕнче 0,1 гектар çĕр пур иккен, ăна 2000 çулта килти хушма хуçалăха тытса пыма уйăрса панă имĕш.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ çапла майпа хăйĕн хайхи арçын умĕнчи 100 пин тенкĕлĕх парăмне татма тĕв тунă. Анчах шухăшланине вĕçне çитерме май килмен, мĕншĕн тесен çĕр докуменчĕсем суя пулнине харпăрлăх правине регистрацилекен организаци ĕçченĕсем тăрă шыв çине кăларнă.

Уголовлă ĕç материалĕсенчен çакă паллă: вĕсем куç хывнă çĕр лаптăкĕн рынок хакĕ 432 пин тенкĕпе танлашать. Следстви уголовлă ĕçе Шупашкар районĕн судне тишкерме панă та ĕнтĕ.

Палăртса хăварни вырăнлă: ял администрацийĕн экс-за­местителĕ хăй кăшт маларах суд умне тăнăччĕ. Ăна должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн, взятка илнĕшĕн, взятка пама тăнăшăн тата службăри ултавшăн /çав шутра - çÿлерех асăннă тĕслĕх/ айăпласа 5 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, 4,1 млн тенкĕлĕх штрафланă.

К.СТЕПАНОВ

Рубрика: 
Автор: