Ют арçын ăшши

16 Утă, 2016

Арăмĕпе уйрăлнă хыççăн Витали пĕччен нумай пурăнмарĕ. Хуларан тивĕçлĕ канури хĕрарăма тупса килчĕ. Малтанах ĕне те, хур-кăвакал та тытрĕç иккĕшĕ. Пахчара кăна мар, хирте те йăран турĕç. Пахчаçимĕç, выльăх-чĕрлĕх сутса тупăш илчĕç. Виталин пурнăçĕ майлашăннăнах туйăннăччĕ.

Пĕррехинче пĕр çăвартан пурăнакан мăшăра юнашар яла хăнана чĕнчĕç. Витали ураран ÿкичченех эрех ĕçекен марччĕ. Ку хутĕнче тем пулчĕ ăна — вырăн çине кайса выртнине те ас тумасть. Ир енне вăрансан Лидăна шырама пуçларĕ хайхискер, анчах хĕрарăм сас памарĕ. «Киле кайнă ĕнтĕ вăл», — хăйпе хăй калаçрĕ арçын. Тул çутăличчен лăпкăнах çывăрчĕ.

Сĕтел хушшине лартмасăр Виталие кăларса ямарĕç кил хуçисем. Арăмĕсĕр хăйне ирĕклĕрех тытрĕ вăл. Хĕрарăмсене ыталарĕ те, чуптурĕ те. Ташласа та, юрласа та пăхрĕ.

Кăнтăрла енне тин киле çитрĕ арçын. Ак тамаша, арăмĕ килмен, выльăх-чĕрлĕхĕ витере макăрса тăрать. Тарăхрĕ Витали, çапах килти ĕçсене вĕçлемесĕр урама тухмарĕ. Арăмĕ халь-халь хапха уçса кĕрессĕн туйăнчĕ ăна, анчах Лида темшĕн таврăнма васкамарĕ.

Ăш-чикĕ çунса тухасла ыратма пуçларĕ унăн. Малтанхи арăмĕ ют арçынпа явăçсан та хальхи пекех япăхчĕ ăна. Нумай та вăхăт иртмерĕ — чипер Урине Виталие пăрахса кайрĕ. Эх, кĕвĕçÿ мĕнешкел чĕрмелерĕ унăн чунне.

Лидăна хусахăн килĕнче шыраса тупрĕ Витали. Мĕн тума кĕнĕ вăл унта? Упăшкине курсанах хĕрарăм пахча хыçĕпе тухса тарчĕ. Арçын та ун хыççăн кайрĕ, çапах темле чупсан та хăваласа çитеймерĕ.

Витали арăмĕпе вăрçăнса мар, лăпкă калаçса пăхма палăртрĕ. Анчах Лида итлесшĕн те пулмарĕ ăна. «Арçын ăшшипе киленес килет. Санран çамрăкраххисем вырăн çинче те хĕрÿрех», — çапла калама чĕлхи мĕнле çаврăнчĕ-ши Лидăн? Нумай шухăшласа тăмарĕ хула майри — япалисемпех хайхи çав хусах патне куçрĕ. Çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ уншăн.

Арăмне каçарма та хатĕрччĕ Витали. Лида вара упăшки çинчен аса та илмерĕ. Ялти хусахсемпе пĕр вĕçĕм ĕçме пуçларĕ. Паян — пĕри, ыран тепри килĕшрĕ ăна. Лидăна та нихăшĕ те тиркемерĕ.

Ял-йыш ясар хĕрарăма сÿтсе яврĕ, ăса вĕрентме хăтланчĕ. «Хăть те мĕн калаçчăр — мана пурпĕрех», — аллине сулчĕ хула майри.

Амăшĕ хытах чирлесен хулана куçма лекрĕ Лидăн. Сарлака хул-çурăмлă пĕр хусаха хăйĕнчен хăвармарĕ вăл. Пенси укçипе ăна лайăх пăхать хĕрарăм. Лешĕн ĕçе вырнаçас шухăш та çук пулмалла. Апат çиет те диван сыхлать вăй питти арçын. Лида кăшт пушансанах йăпăр-япăр ун çумне кĕрсе выртать.

Екатерина ЦВЕТКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.