Юсав талăкĕпех пырать

21 Юпа, 2014

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче те ăна никам та кĕтмен. Çав кун пирĕн республикăн çурçĕр районĕсене юрлă-йĕпе юрлă хутăшпа тата витĕр кастаракан сивĕ çилпе килсе самантрах çул-йĕре, йывăçсене, электролиние пăрлантарса лартрĕ. Йывăрăша чăтаймасăр йывăçсем хуçăла-хуçăла анчĕç, çутă юписем тÿнчĕç, пăралуксем татăлчĕç. Чылай районта çын пурнăçĕшĕн хăрушă авариллĕ лару-тăру пулса тăчĕ. Синкере кĕтмен пулин те республика тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи влаç тытăмĕсенче, ГКЧСра, «Чăвашэнерго», ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕр министерствинче оперативлă штабсем йĕркеленĕ. Малтанхи сехетренех юсавăн 51 бригади /300 яхăн çын тата 68 техника/ ĕçе тытăннă. Республика тулашĕнчи çăлавçăсен ушкăнĕсем те кĕçех инкек пулнă вырăнсене çитнĕ, çийĕнчех унăн синкерне сирме тытăннă. Аварие пĕтерме малтанхи кунах 79 бригада /385 çын/ тата 98 техника хутшăннă.

Элĕк, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче лару-тăру уйрăмах йывăр. Пур районта та оперативлă штабсем çийĕнчех ĕçе тытăннă. Çĕрпÿ тăрăхĕнче, сăмахран, юпан 18-мĕшĕнче 67 ялпа поселокри 9 пин ытла çын çутăсăр юлнă. Икĕ сехетрен энергетиксен 7 бригади ĕçе тытăннă.

Оперативлă штабран пĕлтернĕ тăрăх - çут çанталăк инкекĕ Элĕк, Муркаш, Шупашкар районĕсене ытларах тустарнă. Элĕк енре чрезвычайлă лару-тăрăвăн режимне йышăнма тивнĕ. Оперативлă ытти службăсем çивĕчленнĕ ыйтусене çийĕнчех татса параççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликовпа ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Кузьмин инкеклĕ вырăнсенче пулнă, унти лару-тăрупа паллашнă. Малтанхи кунах электролинисен сиенленнĕ вырăнĕсене 6 бригада тÿрлетме тытăннă. Вĕсене Ульяновск, Саратов, Оренбург облаçĕсенчен килсе çитнĕ ĕçтешĕсем пулăшаççĕ. Юсавçăсене Элĕк райповĕ тÿлевсĕр вĕри апат çитерет.

Муркаш тăрăхĕнче те юсав ĕçĕсем талăкĕпех пыраççĕ. Малтанхи кун энергетиксен 13 бригади ĕçленĕ, тепĕр кунне ял тăрăхĕсенче хăйсен 12 ушкăнĕ ĕçе тытăннă. Кунта та, ытти çĕрти пекех, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пурнăç чарăнса ларман. Районти 16 ял тăрăхĕнчи 25 шкултан малтанхи талăкра 7 вĕренÿ учрежденийĕнче çутă пулнă, 14 ача садĕнчен 3-шĕ йĕркеллĕ ĕçленĕ тĕк ыттисенче ăшă тата çутă паракан генераторсем хута кайнă. Çутă çук шкулсенчи ачасене вăхăтлăха каникула яма йышăннă. Инкеке сирме районта 13 юсав бригади йĕркеленĕ, вĕсене ял тăрăхĕсенчи тепĕр 12 бригада пулăшать. Бригадăсем татăлнă электролиние сыпаççĕ, тÿннĕ-хуçăлнă йывăçсене касса турттараççĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче малтанах 51 ял çутăсăр юлнă. Электриксем çине тăнипе тепĕр кунхи ир тĕлне 9-шне электричество çитернĕ. Юсав халĕ малалла пырать. Вырăнти юсавçăсене Саратов, Ульяновск облаçĕсемпе Пермь крайĕнчи бригадăсем пулăшу кÿреççĕ. Аякран килнисене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ, пурне те вĕри апат çитереççĕ.

Республикăри оперативлă штабран пĕлтернĕ тăрăх - инкек вăхăчĕсенче çын вилнĕ е сусăрланнă тĕслĕх пулман. Пур çĕрте те юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Хăш-пĕр çĕрте кăна тÿннĕ тата хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçсене касса тирпейлесе пĕтермен. Ĕçе хăвăртрах вĕçлеме ял тăрăхĕсенче ятарлă ушкăнсем йĕркеленĕ. Шкулсем, ача сачĕсем, социаллă ытти объектсем хăйсен йĕркипе ĕçлеме тытăннă.

Юрий СТЕПНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.