Юрий ЖУКОВ: Юрă ĕçлĕ, хĕвĕшÿллĕ самантра çуралмасть
Юрий Нестерович ЖУКОВ — композитор, баянист, педагог. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 1950 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Янăм ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнче музыкăпа педагогика факультетĕнче /халĕ педуниверситет/ пĕлÿ илнĕ. Етĕрне хулинчи шкулсенче музыкăпа пени вĕрентекенĕнче вăй хунă. 1973 çултанпа Муркашри ачасен музыка шкулĕнче, 1976 çултанпа Муркашри вăтам шкулта музыкăпа пени учителĕнче вăй хурать. Вăл ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕсем республикăри фестивальсенче, смотрсенче яланах призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Юрий Нестерович юрăсем хайлассипе палăрма пуçлать. Унăн паллăрах юррисем — «Юратнă кăмăллă аннем», «Хĕрарăм куççулĕ», «Тавах сире, атте-анне», «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç», «Чунăма ан хускат», «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет», «Мана çеç парнеле», «Вăй выляççĕ шевлесем», «Пурнăç çулĕ такăр мар» тата ыттисем те. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă «Юратсан юрлас килет» спектакле Ю.Жуковăн юррисемпе илемлетнĕ.
— Юрий Жуковăн чун-чĕрине музыка хăçан çавăрса илнĕ?
— Манăн аттепе анне те Нестер Тихоновичпа Ульяна Ивановна музыкăна юратакан çынсем пулнă. Атте çамрăклах балалайка каланă. Унран куçнă пулĕ музыкăна юратасси. Эпĕ 3-мĕш класа кайнă чухнех хуткупăс калама хам тĕллĕнех вĕрентĕм. Пичче те ăста хут-купăсçăччĕ. Çĕпĕрте пурăнатчĕ вăл, курма килсен мана хуткупăс парнелесе хăварнăччĕ. Каярах баяна алла илтĕм. 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен 4 çухрăмри Чиричкассинчи вăтам шкула çÿреме пуçларăм. Унта директорта Вячеслав Кузьмин ĕçлетчĕ. Вăл истори учителĕччĕ, баян калатчĕ. Вячеслав Иванович шкул музыка енĕпе аталанса пытăр тесе питĕ тăрăшатчĕ. Çав ĕçе мана та явăçтаратчĕ. Шкулти пĕр концерт та эпĕ хутшăнмасăр иртмен. Етĕрнере иртекен пултарулăх смотрĕсене яланах кайнă. Малти вырăнсене тухнă. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухнехи пĕр пулăм асăмра юлнă. Етĕрнере пирĕн пултарулăх ушкăнне лайăх енне палăртнăччĕ, вара пире Шупашкара пĕтĕмлетÿ концертне чĕнсе илчĕç. Пионерсен çуртĕнче иртнĕччĕ вăл. Жюрире — Виктор Ходяшев композиторччĕ, Чăваш патшалăх педуниверситечĕн музыка факультечĕн деканĕ Юрий Потеряхинччĕ. Смотр хыççăн мана жюри членĕсем чĕнсе илчĕç. «Миçемĕш класра вĕренетĕн? Пирĕн патăмăрта пĕлÿ илме пымалла санăн», — терĕç мана хăйсем патне чĕнсе илсе. Вăт вара аслă шкул алăкĕн хăлăпне хăюллăнах пырса тытрăм.
— Ача чухне кам пулма ĕмĕтленеттĕрччĕ?
— Манран çакăн пек ыйтсан яланах: «Музыкант», — теттĕмччĕ. Ачапча чухне ÿкерме питĕ юрататтăмччĕ. Ĕçĕмсенче Юрий Гагарин, Андриян Николаев тата ыттисем космоса вĕçсе кайнине сăнаса тăраттăмччĕ. Вĕсене акварельпе пысăк хутсем çинех ÿкереттĕмччĕ. «Хăш енĕпе вĕренме каясшăн вара эсĕ, ывăлăм?» — тесе ыйтрĕ пĕррехинче атте. Эпĕ музыка енĕпех каятăп терĕм. Пĕтĕм пурнăçăма музыкăпа çыхăнтартăм. Аслă шкулта пире Виктор Ходяшев, Федор Васильев, Тимофей Фандеев композиторсем музыкăн илемлĕ те пуян тĕнчине ертсе кĕртрĕç. Питĕ хавхаланса вĕренеттĕмччĕ. Эпĕ ачаранах юрă-кĕвĕ итлеме юратнă. Чăваш юррисем çунат хушатчĕç тейĕн. Музыка инструментне алла тытманни пĕр кун та пулман пулĕ? Ача чухне те, студент тапхăрĕсенче те çуллахи вăхăтра аттепе аннене яланах пулăшнă. Колхоза ĕçлеме те çÿренĕ. Ĕç хыççăн киле çитсен тÿрех хуткупăс, баян тытаттăмччĕ.
Диплом илсенех мана Етĕрне хулине ячĕç. Çур çултан çара илчĕç. Хĕсметре механикчĕ эпĕ. Унта музыкант çукчĕ, çавăнпа та унти пултарулăх ушкăнне ертсе пыма тÿр килчĕ. Офицер ачисене музыкăна, пианино, баян калама вĕрентеттĕмччĕ. Юнашар яла музыкăна вĕрентме те яратчĕç мана. Вăхăт питĕ хăвăрт чупать. 1973 çултанпа Муркашра ĕçлесе пурăнатăп. 44 çул — илемлĕх ертÿçи.
— Пĕрремĕш юррăра çырнине астăватăр-и?
— Ача чухнех чун юрлатчĕ. Тĕрлĕ кĕвĕ пуçра янăратчĕ. Хитре сăвăсем тыткăна илетчĕç. Ытларах — пурнăç, юрату, тăван кил-йыш, атте-анне çинчен çырнисем. Яш чухне чи малтан «Вишенка» ятлă юрă çырнăччĕ. Сăввине пичче тупса панăччĕ. 9-мĕш класс пĕтерсен çырнăччĕ ăна. Сăмах май, ăна шкулта тăтăшах шăрантаратчĕç. Каярах чылай юрă çырсан та халăх патне çитерме васкаман. Именнĕ те пулĕ. Малтанхисем: «Салтакри тусăма», «Юратнă, кăмăллă аннем», «Тавах сире, атте-анне» тата ытти нумай-нумай юрă.
— Халĕ сирĕн 300 яхăн юрă-и?
— Ун чухлех мар, пĕр 200 патнелле. Юррăмсене ытларах Виталий Шемекеевăн, Василий Давыдов-Анатрин, Юрий Сементерĕн, Лидия Туктинан сăввисемпе хайланă. Маларах юрăсем çырсан та кăтартма именнĕ. Пĕррехинче Кÿкеçе Володя Федоров юлташ патне кайнăччĕ. Калаçса ларатпăр хайхи институтра пĕрле вĕреннĕскерпе. «Пирĕн патра юрăпа ташă ансамблĕ пулчĕ, санăн юрруна юрларĕç», — шалтах тĕлĕнтерчĕ тусăм мана. «Ара, эпĕ унта нимĕнле юрă та паманччĕ-çке», — тетĕп. «Юратнă кăмăллă аннем» юрра Галина Смирнова шăрантарчĕ», — терĕ. Вара манăн хăюлăх кĕрсе кайрĕ. Кайрăм филармоние, Раççей халăх артистне Юрий Васильева эпĕ унччен телевизорпа кăна курнăччĕ. Эпĕ пынă чухне репетици пырать. Кĕçех тăхтава тухрĕç. Юрий Васильев пычĕ те тахçантанпах палланă çын пек калаçма пуçларĕ. «Сирĕн юрăсене эпир тахçанах кăмăллама пуçланăччĕ», — терĕ. Республикăри Пултарулăх çуртне кайса илнĕ-мĕн вĕсем ман юрăсене. Çавăн хыççăн манăн кăмăл тата лайăхланчĕ. Юрă хыççăн юрă илсе кайма пуçларăм.
— Юрă çырма сире мĕн хавхалантарать?
— Чи малтанах сăвă. Поэтсем нумай-нумай сăвă ярса паратчĕç. Паллах, сăвă та тĕрлĕрен пулать. Вăл тыткăна илмест пулсан юрă та çырас килмест. Эпĕ пĕлетĕп: сăвă малтанах тыткăна илмесен лайăх юрă пулма пултараймасть. Юррăн хăйĕн тарăн шухăшĕпе тыткăнламалла. Хăшпĕр юрра çырнă чухне куççуль шăпăртатса юхать. Çын курас тăк — лайăх та мар пулĕ. Вăт çавăн пек çуралаççĕ юрăсем. Савăнăçлă сăвăсем çунатлантараççĕ.
— Калăр-ха, хальхи вăхăтра сăвăсем суйламалăх пур-и?
— Сăвăсем халĕ çав тери нумай...
— Эсир, ялта пурăнакан композиторсем, пĕр-пĕринпе çыхăну тытатăр-и?
— Эпир, чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕсем, пĕр-пĕринпе канашлатпăр, пĕр-пĕрне сĕнÿсем паратпăр. Республика пурнăçĕнчен аякра мар эпир. Ялтисем хамăра уйрăм патшалăхри пек туймастпăр.
— Хăвăра вара паллă çын пек туятăр-и?
— Паллă çын пуласчĕ тесе нихăçан та шухăшламан. Музыкăна юратнипе юрăсем çырас килнĕ, халĕ те хайлас килет. Муркаш районне килсенех агитбригадăпа тухса çÿреттĕмĕр. Кĕркунне организацисене çитсе хорта юрлама кăмăл тăвакансене пуçтартăм. 15 хĕр, 8 каччă килме кăмăл турĕç. Чÿк уйăхĕнче концерт кăтартрăмăр. Шупашкарти смотрсенче хутшăнтăмăр. Çулталăк та иртмерĕ пулĕ — пире халăх ятне пачĕç. Эпĕ Муркаш шкулĕнче нумай çул хушши музыка преподавателĕнче ĕçлерĕм. Федор Васильев композитор Музыка училищинчен ман патăма çамрăксене практикăна нумай яратчĕ. 45-50 студент ман патăмра ăсталăха ÿстернĕ. Виталий Адюков та ман патăмра практикăра пулнă. Эпĕ илемлĕх ертÿçи пулнă май районти пултарулăх çыннисемпе çыхăну тытаттăмччĕ.
— Килтисем сире пултарулăх ĕçĕнче хавхалантараççĕ-и?
— Мăшăрăм Василиса юрлама çÿретчĕ. 16 çул каялла çĕре кĕчĕ. Ачасем — Алексей, Елена — çитĕннĕ, мăшăрлă. 4 мăнук манăн. Вĕсем урăх çул суйланă. Музыкăна юратаççĕ, манăн çитĕнÿсемшĕн савăнаççĕ.
— Йывăрлăх мĕнре?
— Чăваш Республикинче талантлă çын нумай. Республикăри халăх пултарулăх çурчĕ те, хамăр район администрацийĕ те, культура çурчĕсенче ĕçлекенсем те культурăна аталантарас тесе пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Республикăра халăх ятне илнĕ пултарулăх ушкăнĕ нумай. Концертсене тухса çÿреме транспорт çукки пăшăрхантарать. Пирĕн хăть япăхах мар, автобус пур. Юлашки вăхăтра юрă кĕнекисем сахалрах тухаççĕ. Ĕлĕк музыка обществинчен юрăсем нумай ярса паратчĕç. Репертуара вара тăтăшах улăштармалла. Ăсталăха çĕнетсех тăмалла. Юрăсем питĕ-питĕ кирлĕ. Манран та нумай ыйтаççĕ. Хамăн юрăсене ыйтаççĕ тĕк — ахалех паратăп. Вĕсене нихăçан та укçалла сутман. Мана тав сăмахĕ калани те çитет. Вăл — чуна ăшăтать.
— Мĕн ĕмĕтпе пурăнатăр?
— Илемлĕ пултарулăх ĕçне татах хăпартас килет. Çĕнĕ юрăсем татах çырасчĕ-ха тетĕп. Çĕршыва мухтаса юрлас, халăха савăнтарас килет. Чăваш Републикине çав тери юрататăп. Ахальтен мар «Чечеклен юратнă Чăваш Ен» юрă çырнă эпĕ. Ăна тĕрлĕ ялсем хăйсен гимнĕ пек юрлаççĕ.
— Эсир саккаслă юрăсем çыратăр-и?
— Саккаспа çырасси начар япала вăл. Ун пек çырма пулать паллах. Анчах вăл мана та, сире те килĕшмест. Çавăнпа та юрăсене чун ыйтнипе кăна хайламалла. Гимн тенĕрен... Раççей гимнĕ... Мĕн тери мăнаçлă вăл! Манăн шухăшăмпа, çĕршывра пĕр гимн пулсан та çитет. Халĕ атту мĕнле кăна гимн çук? Чăваш Ен, район, аслă шкул, шкул гимнĕсем... Мана çакă килĕшсех каймасть.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас