Юрий Борзаковский Ардалион Игнатьевран тĕслĕх илнĕ

Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен VI чемпионатĕнче сумлă хăнасем нумай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри - 800 метра чупассипе Олимп вăййисен чемпионĕ, кăçалтанпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский. Пултаруллă спортсмена "Хыпар" хаçат редакцийĕн тĕпелне чĕнтĕмĕр.

- Юрий Михайлович, эсир илемлĕ те хăвăрт чупнине 2001 çултах куртăм. Шăп вунтăватă çул каялла эсир, 20 çулти каччă, Шупашкарти тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе юниорсен хушшинче иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 400 метр дистанцире иккĕмĕш вырăн йышăнтăр, çĕршыври çамрăксен рекордне çĕнетрĕр. Тепĕр темиçе уйăхран вара Европăри юниорсен чемпионатĕнче 800 метр дистанцире финиша чи малтан çитсе ылтăн медале тивĕçрĕр. Аса илĕр-ха хăвăр яшлăха. Яштака та çÿллĕ каччă çăмăл атлетикăпа хăçан туслашнă?

- Эпĕ Мускав облаçĕнчи Раменски районĕнчи Кратово салинче çуралса ÿснĕ. Пирĕн ялта вăтам шкул пулманран тăваттăмĕш класран пуçласа Раменскинчи шкула çÿренĕ. Çулла - велосипедпа, хĕлле - йĕлтĕрпе. Вăл вăхăтра хальхи пек шкул автобусĕпе ярăнса çÿресси çинчен никам та ĕмĕтленмен. Районта ирттернĕ шкул ачисен спартакиадинче эпĕ волейболла тата футболла вылянă, саккăрмĕш класра хамăртан 2-3 çул аслăрах арçын ачасене çĕнтерсе 200 тата 400 метр дистанцисенче Раменски поселокĕн чемпионĕ ятне çĕнсе илтĕм. Çавăн хыççăн Мускав облаçĕнчи паллă тренер Вячеслав Евстратов мана Жуковский хулинчи Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕме сĕнчĕ. Кунта эпĕ хамăн малашнехи пурнăçа çăмăл атлетикăпа çыхăнтартăм.

Пысăк ăмăртусенче, уйрăмах Универсиадăпа Олимпиадăра, çăмăл атлетсем 40-48 енпе ăмăртаççĕ. Ыттисемпе танлаштарсан медальсен чи пысăк комплекчĕ - çăмăл атлетсен. Яш чухне эпĕ мĕнле дистанцире палăрма пултарассине питех чухламан. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Жуковский хулин, çавăн пекех Мускав облаçĕн чысне 200, 400, 800, 1500 метр дистанцисенче хÿтĕленĕ. 1999 çулта яшсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕнче 200 метра 22,56 çеккунтра чупса тухрăм. Тепĕр çул Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тренерĕсем хистенипе Европăри юниорсен хĕллехи чемпионатĕнче 800 метр дистанцире старт илтĕм, çĕршывăн çуллахи чемпионатĕнче çитĕннĕ атлетсемпе пĕрле 400 метра чупрăм. Икĕ ăмăртăвĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăнса тăван поселока ылтăн медальпе таврăнтăм. Çавăн хыççăн çитес эрнеренех мана Раççейĕн пĕрлештернĕ командине илчĕç. Çав вăхăтра эпĕ Мускав патшалăх физкультура академине вĕренме кĕме экзамен тытаттăм.

- Эсир виçĕ хутчен Олимп вăййисене хутшăннă...

- Хамăн юратнă тренер Вячеслав Евстратов ертсе пынипе 2000 çулхи сентябрьте Австралири Сидней хулинче пуçланакан XXVII Олимп вăййисенче 800 метра чупассипе ăмăртма тĕллев лартрăмăр. Пĕр çулталăк çирĕп йĕркене пăхăнса кулленех темелле тренировкăна тухнă. Австралие каяс умĕн çĕршыври çăмăл атлетсен командинче эпĕ чи çамрăк олимпиец пулнине пĕлтĕм. Апла пулин те çухалса каймарăм. Чĕрĕк финалта - иккĕмĕш, тепĕр кунне виççĕмĕш вырăн йышăнса финала тухрăм. Ун чухне манпа пĕрле тĕнче рекордсменĕсем Дэвид Рудиш кениецпа Данири Уилсон Кипкетер, Африка чемпионĕсем Мбулаени Мулаудзипе Джабир Саид-Гуэрни тата американсем ăмăртатчĕç. Вĕсене выляса ярса финалта эпĕ çиччĕмĕш кăтартупа палăртăм. 2004 çулта Афинăра иртнĕ Олимп вăййисенче вĕсене пурне те çĕнтерсе хамăн юратнă дистанцире ылтăн медале тивĕçрĕм. Сăмах май, çĕнĕ ĕмĕрте иртнĕ Олимп вăййисенче Раççейри тĕрлĕ дистанцие чупакан арçынсенчен никам та ылтăн çĕнсе илеймерĕ-ха. Шел те, 2008 çулта Пекинра иртнĕ Олимпиадăран тăван çĕршыва медальсĕр таврăнтăм.

- Мана эсир чăваш спортсменĕсене лайăх пĕлни тĕлĕнтерчĕ. Пирĕн ентешсемпе хăçан паллашрăр?

- Вунсакăр çул каяллах манăн тренер хăйĕн малтанхи вĕренекенĕпе, Чăваш Енри Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче спорт мастерĕпе Сергей Афанасьевпа паллаштарчĕ. Вăл 80-мĕш çулсенчех Раççей чемпионачĕсенче тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче темиçе хут та çĕнтернĕ, Европа чемпионатĕнче лайăх ăмăртнă. Физкультура академийĕнче вĕреннĕ чухне çĕршывĕпе паллă тренерсемпе профессорсем кĕске дистанцисене чупас енĕпе темиçе хутчен Европа чемпионĕ пулнă Ардалион Игнатьев çинчен каласа паратчĕç. Эпĕ каярахпа манăн кумир чăваш пулнине пĕлсен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Ардалион Васильевичăн вĕренекенĕ, 800 метра чупассипе СССР чемпионĕ пулнă Анатолий Миллин, Олимп вăййисен чемпионĕсемпе призерĕсем Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Татьяна Архипова-Петрова тата ытти ăста атлетпа вĕсен тренерĕсем - манăн çывăх юлташсем.

- Эсир Чăваш Енре темиçе хутчен те пулса курнă. Мĕнпе илĕртет сире пирĕн тăрăх?

- Мускав облаçĕсĕр пуçне мана сирĕн республика, кунти ытарайми вырăнсемпе ăшпиллĕ çыннисем килĕшеççĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа эпĕ Шупашкара темиçе хут та килнĕ. Кунти "Олимпийский" стадионта Раççей чемпионĕ ятне виçĕ хутчен çĕнсе илтĕм, Атăл леш енчи "Росинка" спортпа сывлăх центрĕнче Олимп вăййисене, тĕнче тата Европа чемпионачĕсене хутшăнма хатĕрлентĕм. Шупашкар - мана телей парнеленĕ хула. Сăмах май, "Росинкăра" малашне те çĕршыв командин вĕренÿпе тренировка сборĕсене ирттерĕпĕр.

- Тĕп тренер пулнă май командăсен чемпионатне епле хаклатăр?

- Ăна пысăк шайра йĕркеленипе мăнаçланатăп. Икĕ кун хушшинче çав тери хĕрÿ тупăшусем пулчĕç. Кашни спортсмен стартра мĕнпур вăйран тăрăшрĕ. Хамăрăннисен ăсталăхĕ уйрăмах савăнтарчĕ, хăшĕ-пĕри вара тĕлĕнтерчĕ. Пурте маттур та хастар пулчĕç. Çитменлĕхсĕр мар паллах. Пурпĕр пирĕн команда çĕнтерме пултарчĕ. Ку - спортсменсемпе вĕсен тренерĕсен çĕнтерĕвĕ. Эпĕ вĕсемпе мухтанатăп, пурне те чун-чĕререн тав тăватăп.

Петр СИДОРОВ калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.