«Юристăн ачин те юристах пулмалла»

«Арман хуçин ывăлĕ арманçах пулать», — тенĕ ваттисем. Шăпа еплерех килсе тухассине никам та чухламасть пулин те ытларахăшĕ ашшĕ-амăшĕн çулĕпех каять. Шупашкарта çуралса ÿснĕ, халĕ Чăваш Республикин прокуратурин уголовлă ĕçсемпе суд управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Юрий Юркин та çывăх çыннисен
профессинех суйланă.
Хистенипе-и?
— Эпĕ Шупашкарта юристсен çемйинче çуралнă. Анне Нина Ивановна ĕмĕр тăршшĕпех следовательте тăрăшнă. Атте Петр Фадеевич Чăваш Республикин Аслă сучĕн председателĕ пулнă. Чылайăшĕ пĕлнĕ, хисепленĕ ăна. Шел, 2014 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Турра шĕкĕр, анне пурăнать-ха. Сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ унăн. Анне Тверь облаçĕнчен. Вĕсем аттепе Саратоври юридици академийĕнче пĕр ушкăнра вĕреннĕ, унтах туслашнă. Атте Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăсра çуралса ÿснĕ. Диплом илсен вĕсене иккĕшне те Шупашкара ĕçлеме янă. Шкул хыççăн Хусан университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕтĕм.
— Юрий Петрович, эсир çак профессие аçăрпа аннĕр хистенипе суйланă-и?
— Аттепе анне мана «юристăн ачисен те юристах пулмалла» шухăш патне ача чухнех илсе çитернĕ. Ас тăватăп-ха: аттепе дачăна çÿреттĕмĕр. Ĕçленĕ вăхăтра тем çинчен те калаçаттăмăр. «Ленин та, Карл Маркс та юрист пулнă, санăн та юриста вĕренмелле», — тетчĕ атте. «Акă сана Хусана çитме — билет. Документсене юридици факультетне пар, экзаменсене тыт», — çапла каласа ăсатрĕ вăл мана ют хулана. «Пĕччен мĕнле каяс? Хальччен унта пулса курман», — хыпăнса ÿкрĕм эпĕ. «Темех мар, хăнăхăн, чĕлхе Киева та илсе çитерет», — пулчĕ хурав. Ирхине 5 сехетре хамăн пурнăçăн анлă çулĕпе малалла вĕçтертĕм. Экзаменсене чиперех патăм, юридици факультетне илчĕç. Эпир çемьере иккĕн çитĕннĕ. Йăмăкăм Елена та Хусан университечĕн юридици факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Эпĕ 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухне вăл 1-мĕшне кĕнĕччĕ. Паян Елена Петровна хăйĕн профессийĕпех ĕçлет. Мăшăрăм Ирина Вячеславовна та — юрист, Чăваш Республикин Аслă судĕнче судьяра вăй хурать. Ăна Воронежри университетран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара ĕçлеме янă. Атте çамрăк специалиста хăйĕн патне ЧР Аслă судне ĕçлеме илнĕ чухне: «Качча кайнă-и-ха эсĕ?» — тесе интересленнĕ. Сăпайлă хĕр çемье çавăрма ĕлкĕрейменнине пĕлтернĕ. «Кунта сана лайăх каччă тупса паратăп», — хуравланă атте. Эпир Иринăпа пĕр мероприятире паллашнăччĕ. 1996 çулта çырăнтăмăр. Пирĕн — пĕр хĕр. Евгения кăçал Мускаври хурçă-металл хутăшĕн институтне пĕтерет.
— Аçăрпа аннĕрĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн юриста кайнăшăн ÿкĕнместĕр-и халĕ?
— Вĕреннĕ вăхăтра мĕнле малашлăх кĕтни пирки питех шухăшламан. Диплом илнĕ хыççăн икĕ çул ытла Шупашкарта адвокатра ĕçлерĕм. «Çитет сана кунта ларса, ку ĕç çамрăк валли мар, аслăрах çулти опыт пухнă çын валли, санăн хăвăнтан аслăраххисемпе хутшăнмалла, калаçмалла. Судья — чи лайăх професси», — терĕ каярахпа атте. Вăл хăй те ĕмĕр тăршшĕпех судья пулнă… Калинин районĕн халăх сучĕн халăх судйинче 5 çул вăй хутăм. Ас тăватăп-ха: пĕрремĕш суда темиçе кун хатĕрленнĕччĕ, хумханнăччĕ. Эпĕ ун чухне 27-ре кăначчĕ, манăн вара пурнăç курнă, çулланнă çынсен çемйин шăпине те татса памаллаччĕ… «Тавах сире тĕрĕс йышăну тунăшăн», — тесен хам усăсăр ĕçлеменнине, профессие тĕрĕс суйланине ĕненетĕп. Тĕрĕссипе, прокуратурăра ĕçлесси пирки нихăçан та шухăшламан. Маншăн вăл çав тери аякра тăракан орган пек туйăнатчĕ. Судьяра вăй хунă чухне ку тытăмпа çыхăнмастăн. «Прокуратурăри çынсем мĕн ĕçлесе лараççĕ-ши?» — тесе шухăшлаттăм. Шăпа хама та çав çурта илсе çитерчĕ. Пĕр вăхăтра суд тытăмне ертсе пыракансен ачисене судра ĕçлеме чарчĕç, судран кайма тиврĕ. Республика прокурорĕ Сергей Русаков прокуратурăна ĕçе илчĕ. Малтанхи кунсенче ку ĕçре нимĕн те ăнланмастăм. «Эпĕ хамăн вырăнта мар пулас», — иккĕленĕве систернĕччĕ аттене. Çын теме те хăнăхать. Ĕçе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кĕрсе кайрăм. Кунта куçнăранпа кăçалхи çурла уйăхĕнче 20 çул çитет. Ĕçе тулли кăмăлпа çÿретĕп. «Ĕçрен каяс пуль, сĕре йывăр», — теççĕ çамрăксем пирĕн пата ĕçе вырнаçсанах. «Эсир халь кăна çавăн пек калатăр. Эпĕ те ĕçлеме пуçласанах çапла шухăшланă. Малтанласа йывăр, кайран ĕçе ăнланма пуçлатăн та вăл килĕшме тытăнать», — лăплантаратăп çĕнĕ çынсене.
Тивĕçлĕ йышăну туни пĕлтерĕшлĕ
— Мĕнпе интереслĕ сирĕн ĕç?
— Пирĕн ĕçре тивĕçлĕ йышăну туни пĕлтерĕшлĕ. Судра прокурор сăмахĕнчен нумай килет. Прокурор мĕнле йышăну тăвать — суд та çав çул çине тăрать. Эпир çын йăнăшĕсене витĕм кÿме пултаратпăр, мана çакă килĕшет. Эпирех шар курнисен ирĕкне хÿтĕлетпĕр. Халĕ прокуратурăна яшсем килме пуçларĕç, маларахри çулсенче хĕрсем ытларахчĕ. Эпир ялан ĕçлемĕпĕр, хамăр хыççăн тивĕçлĕ кадрсем хатĕрлесси пирки те шухăшламаллах.
— Юрий Петрович, паян прокуратура вăйлă теме пулать-и? Ун çине тиенĕ функцисене пурнăçлама полномочи çителĕклĕ-и?
— Прокуратура тĕрлĕ ыйтăва витĕм кÿме пултарать. Йĕркене пăснă кашни ĕçех пăхса тухать вăл. Судьяра ĕçленĕ чухне Ленин районĕнчи пĕр предприяти ертÿçине шалу парайманран явап тыттармаллаччĕ. Анчах ăна айăпланипе укçа тупăнмасть-çке. Эпир çав ертÿçĕпе пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вăл авăн уйăхĕн пуçламăшĕччен ĕç укçине парса татма шантарчĕ. Сăмахне тытрĕ. Паллах, кунта манăн тÿпе кăна мар, эпир Ленин районĕн прокуратурипе пĕрле ĕçлерĕмĕр.
— Пирĕн патшалăх чĕлхи иккĕ. Калăр-ха: тăван чĕлхене пĕлетĕр-и эсир?
— Мана намăс паллах. Чăвашла пĕлместĕп /интервью илнĕ чухне вырăсла калаçнă. — Авт./. Атте чăваш пулнă, анне — вырăс хĕрарăмĕ. «Тăван чĕлхене вĕренмеллех», — тетчĕ атте. Маларах Шупашкарта чăвашла ирĕклĕнех пуплеместчĕç. Хусанта вĕреннĕ чухне тутарсем хăйсен чĕлхипе ирĕклĕн калаçнинчен тĕлĕнеттĕм. Пирĕн вара Шупашкарта ун пек марччĕ. Халĕ республикăн тĕп хулинче чăваш чĕлхи ытларах илтĕнме пуçларĕ. Атте мана тăван чĕлхене вĕрентес тесе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Пăлапуç Нурăс ялне ăсаткалатчĕ-ха. Асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юлашки кунĕсенче пуç хунă, асанне эпĕ çураличченех вилнĕ. Ялта аттен йăмăкĕ пурăнатчĕ, вĕсен хăйсен те сакăр ачаччĕ: çичĕ хĕрпе пĕр ывăл. Хуçалăхĕ пысăкчĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытатчĕç. Атте яла хăваратчĕ те мана кичемччĕ. Пурте хĕр, чи кĕçĕнни кăна ывăлччĕ. Эпĕ хулана тапса килеттĕм. Шел те, пирĕн вăхăтра шкулта та чăвашла вĕрентместчĕç.
— Ĕçсĕр пуçне мĕнпе кăсăкланатăр?
— Мĕн ачаранпах хоккейла, футболла выляма юрататăп. Пĕр вăхăт спорт пирки шухăшлама вăхăт пулманччĕ. Халĕ темиçе çул ĕнтĕ хулари пĕр клубра хоккейла вылятăп. Ветерансен командисен хушшинче ирттерекен ăмăртусене хутшăнатпăр. Пĕрремĕш вырăнсем те йышăнатпăр. Республикăри чемпионатра «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» те пулнăччĕ. Прокуратурăра та спорт юхăмĕ анлă сарăлнă. Футбол команди йĕркелерĕмĕр. Хусанти, Саранскри, Самарти, Мускаври, Сыктывкарти ĕçтешсен командисемпе ăмăртатпăр. Чемпион ятне 6-7 хутчен çĕнсе илтĕмĕр. Кĕçех прокурорсен хушшинче футболла выляс енĕпе Раççей чемпионачĕ иртмелле. Унта пирĕн команда та вăй виçĕ. «Çитет ĕнтĕ сана арçын ача пек чупса çÿресе», — тет мана арăм хушăран. Пĕрех выляс килет. Пĕр-икĕ сехет чупса, выляса кĕрсен пуç та уçăлса каять.
Полномочи
ахаль те çителĕклĕ
— Сирĕн шухăшпа, прокуратурăна чи малтан мĕнле полномочисем хушса памалла?
— Пирĕн полномочисем ахаль те çителĕклĕ. Татах хушса парсан киле те каяймастпăр. Юлашки вăхăтра нумайăшĕ надзор полномочийĕсене тавăрасси пирки калаçать…
— Эсир Раççей сучĕсем çынна тÿрре кăларас вырăнне ытларах айăплаççĕ тесе шухăшламастăр-и? Çынна суд туччăр тесен патшалăх айăплавçин питех вăй хума та кирлĕ мар, тÿрре кăларакан приговор Раççейре çав-çавах питĕ сахал.
— Ыйтăвăр питĕ интереслĕ. Эпĕ çакна судья пек те, прокурор куçĕпе те хаклама пултаратăп. Ĕлĕк айăпланакана тÿрре кăларни «ЧП» шутланнă. Çакă следстви, прокурор, мĕн пур тытăм начар ĕçленине пĕлтернĕ. Çавăнпа тÿрре кăларни пулман. Маншăн, прокуроршăн, паллах — пирĕн ĕçри çитменлĕх. Çынна тÿрре кăлармалла-и е айăпламалла-и — ку тавлашуллă ыйту. Америкăра, тĕслĕхрен, тÿрре кăларакан приговорсен хисепĕ 50 процентпа танлашать. Унта ĕçсене тишкермеççĕ, материалсемпе протоколсене кăна пăхса тухаççĕ… Нумаях пулмасть хĕрарăма мăшкăлланă çынна тÿрре кăларчĕç. Эпир суд йышăнăвне хирĕçлесе çыртăмăр, халĕ ЧР Аслă сучĕ тĕрĕс йышăну тăвасса шанатпăр. Е тата взятка илнисене суда ĕнентерме йывăр. Çынна тÿрре кăларасси е айăпласси прокурортан нумай килет. Çулталăк пуçланнăранпа суд пирĕн 11 ĕçе тÿрре кăларчĕ. Пăхса тухнă ĕçсен пĕчĕк проценчĕ кăна ку. Çав вăхăтрах 11 – нумай. Çав 11-тен 2-шĕ кăна вăя кĕнĕ.
— Мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăр?
— Паян маншăн хам мĕн ĕмĕтленни йăлтах пур пек туйăнать. Ĕçре хисеплеççĕ, ят-сум пур. Пирĕн ертÿçĕ те, коллектив та лайăх. Çывăх çынсем юнашар. Анне 77 çул тултарчĕ, çÿрет-ха. Ăна пулăшсах тăратпăр. Хĕрĕмĕрĕн ăраскалĕ лайăх пултăрччĕ тетĕп, кăмăла килекен профессипе ĕçлетĕр, ĕçĕ хăйне килĕштĕр, эпир нимĕн те хистеместпĕр. Çывăх çынсен те, тăвансен те, ĕçтешĕмсен те йăлтах ăнтăр. Мăшăрăмпа малашне те хальхи пекех килĕштерсе пурăнасчĕ. Ку — чи кирли. Кашни куна хĕпĕртесе кĕтсе илмелле пултăрччĕ.
— Çапла пултăрччĕ.
 Роза ВЛАСОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.