Юратупа килĕшÿре - 60 çул
Килĕшсе ĕçлесен кимĕ те, карап та пулать тенĕ ваттисем. Çакă, паллах, килĕшÿпе юратура пурăнакан çемье хăть те хăçан та темле йывăрлăха та парăнтарса пуç усмасăр малалла талпăнса çĕнĕ ĕçсем тунине те çирĕплетет. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса тăракан çемьере пысăк вăй пытаннине тĕрлĕ халăхăн ытти пин-пин каларăшĕ те çирĕплелет.
Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Мария Авдеевнăпа Иван Пантелеймонович пĕрлешнĕренпе кăçал 60 çул çитнĕ. 6 теçетке çул Плешковсем тату пурăнаççĕ. Паллах, çак тапхăрта савăнмаллине те, кулянмаллине те пайтах тутанма тивнĕ. Апла пулин те кун-çул вĕсене пĕр-пĕринчен сивĕтмен, пĕри е тепри мĕн калассине мăшăрĕ паян та куçран пăхсах туять.
Лайăх упăшка
— 1953 çул. Кăрлачăн 1-мĕшĕ. Эпĕ лаша витинче аслă конюхра ĕçлеттĕм. Колхоз хĕрĕсене вăкăрсем валли çĕр улми пĕçерме янă. Каçхине канма пурте пĕрле кĕрсе выртаттăмăр. «Мана валли вырăн та çук», — терĕ хурал пÿртне юлашки кĕрсе тăнă Маруç. «Ара, кил хам çума», — чĕнтĕм ăна. Çапла 4 çул туслă çÿрерĕмĕр. Маруç ячĕ яланах Хисеп хăми çинчеччĕ. Пĕрмай пăхаттăм ăна, — çамрăклăха аса илет Ванькка тете.
Тăватă ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем.
— Коля — десантник. Толик — связист. Ваççа Афганистана лекрĕ — пограничник пулнă, типсе хăрса таврăнчĕ. Валери — моряк. Ывăлсене салтакран кĕтсе 10 çул куççуль тăкрăм. Йĕркеллĕ çаврăнса çитчĕр тесе пĕрмай Турра кĕлĕ тăваттăм, унран пулăшу ыйтаттăм, — тет Мария Авдеевна.
Паян хисеплĕ ватăсем ашшĕн килĕнче тĕпленнĕ кĕçĕн ывăлĕн Валерин çемйипе пурăнаççĕ. 10 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе куç тулли савăнаççĕ ĕç ветеранĕсем.
— Камăн çемйи мĕнле пуль... Хĕрарăмран та, арçынран та нумай килет те, çапах та арăм йĕркеллĕ пулмасан пурнăç тума йывăр. Ĕмĕре лайăх ирттертĕмĕр темелле. Ÿпкелешме сăлтав çук. Лайăх упăшка лекрĕ. Ĕçкĕпе иртĕхмен, укçа-таврашне те çемьерен пытарман, — палăртать ырă кăмăллăн кил хуçи арăмĕ.
Савни шыраса — Мускава
— Ывăлĕ мана качча илессе пĕлсен амăшĕ пычĕ. «Пир тĕртме пĕлетĕн-и-ха? Тупру пур-и?» — пикенчĕ тĕпчеме. Тиркесшĕн пулчĕ. Пирĕн анне пек алă ăсти Йăлăмра пулман та. Хĕресна анне унта качча кайма хушмарĕ. Ванькка туя кайнăччĕ ун чухне. Çакăнпа усă курса эпĕ Мускава тухса кайрăм. Виçĕ уйăх ĕне сурăм. Ялĕ те питĕ хитреччĕ. Укçа та лайăх паратчĕç. Пĕр-пĕрне килĕштерсех çÿренĕ-çке, юратнă. Кулянатăп та хам. Питĕ лайăх чăваш вăл, — мухтать мăшăрне Маруç аппа. — Мана шыраса пычĕ вĕт. Тĕлĕнсе кайрăм. Уйрăлаймарăмăр вара. «Яла тек каймастăп. Эсĕ йышăнмасан ак çак шыва сикетĕп», — терĕ кÿлле кăтартса. Сикрĕ вĕт. «Кил!» — кăшкăратăп...
Укçа лайăх тÿлетчĕç-ха. Аванах ĕçлеттĕмĕр, анчах паспорт çук — ăна илме таврăнтăмăр. Килтĕмĕр те ялтан ярасшăн пулмарĕç — документ памарĕç.
Амăшĕ килне кĕртмерĕ. «Манăн ăна мĕн çитерес?» — тенĕ тет. Тарье аппа патне кĕтĕмĕр. Чĕмпĕре тухса кайрăмăр. 9 эрне ĕçлесе 40 пăт тырă турăмăр. Хамăра валли кăшт хăвартăмăр та ыттине сутса ялта пÿрт туянтăмăр. Хуняма йĕрекен пулчĕ — хăйĕн патне чĕнет. Ванькка çĕнĕ вырăнта пахча лайăх тесе тăван килне куçасшăн марччĕ-ха. «Аннене йĕртме юрамасть», — тесе ÿкĕте кĕртрĕм ăна. Пÿрт тăрринче — хура хут. Мунча та, пусă та, выртма вырăн та çукчĕ. Пĕрле пурăнсан ача та пулать-çке. Хуняма ĕçсе килетчĕ те тем те пĕр каласа такмаклама пуçлатчĕ — мана сивлетчĕ. «Мĕнле пурăнмалла?» — тесе шухăшлаттăм. Аран-аран хĕл каçрăмăр. Пÿрчĕ сивĕччĕ. Малтан тăррине улăштартăмăр. Вите таврашĕ турăмăр. Ĕне усракан пултăмăр. Çапла пĕчĕк-кĕн-пĕчĕккĕнех алă-ура çавăрса ятăмăр. Çак çула çитнине сис-мерĕмĕр те.
Виçĕ çул пĕрле пурăнсан хуняма ĕçлеме тесе тухса кайрĕ те Чĕмпĕртех юлчĕ. Каятчĕ-килетчĕ. Хутшăнаттăмăр. Пĕр-пĕринпе вăрçăнса пурăнасран Турă сыхларĕ пуль. Темĕнле нуша та куртăм. Упăшка çеç тарăхтарман. Пирус туртмасть. Ачасем те тĕтĕм мăкăрлантармаççĕ. Мăшăр çапăçса усал сăмах каланине те курман. Ку таранччен çăкăр-тăварсăр та ларман, — каласа кăтартать Мария Авдеевна.
Тарçă
Ванькка тете нумай çул лаша пăхнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Маруç аппа колхозра тăрăшнă.
— Атте вилчĕ. Анне чирлĕ. Аппана вăрçа илсе кайрĕç. Трактористкăна танкиста вĕрентсе кăларчĕç. Эпĕ асли пулса юлтăм. Кĕçĕннисем вĕренесшĕн. Санюка вăрçă чарăнсан та час ямарĕç. Таврăнсан качча кайрĕ те, эпĕ каллех асли вырăнне юлтăм, — аса илĕве путнă май куççульне шăлать Мария Авдеевна.
— Ялта колхоза малтан 7 кил кĕнĕ. Çав йышра — пирĕн çемье те. Пуян хÿрешкисем колхоза кĕрекенсене тапăнатчĕç. Вăрттăн хĕнетчĕç те. Пушар та кăларатчĕç. Пирĕн ялта та 7 кил харăс çунса кĕлленчĕ. Тякка Якку патĕнче атте 7 çул тарçăра ĕçленĕ. Ывăннă мăнтарăн. Тухса тарма шухăшланă. Хĕрĕсенчен пĕрне аттене качча парасшăн пулнă-ха хуçа, лешсем вара наян пулнă-мĕн. Аттене ялта «çĕтĕк-çатăк» тенĕ. Анчах вăл яланах тăрăшса ĕçленĕ. Тякка патĕнчен таврăнсан авланнă атте. Ăна хĕр тупса панă. Анне питĕ тирпейлĕ пулнă. Вăл аттене тумлантарнă. Тякка патне кайса «ак çапла эпĕ халь» тесе ташланă атте каярахпа. Анчах ăна Яппун вăрçине илсе кайнă. Аттен контузи пулнă. Юлташĕсем ăна бомба çурăлнипе çĕр айĕнчен туртса кăларнă. «Чиркÿ уçăлнине кураймарăм, вăрçă чарăннине илтеймерĕм», — тесе вилчĕ атте.
Вăрçă пуçланни те асрах. Ял вĕçĕнче куллен куççуль тăкăнатчĕ. Ывăлĕсене, мăшăрĕсене ăса-татчĕç хĕрарăмсем. Часах пире те окоп чавма илсе тухса кайрĕç. Ялтан тухсан Тукай кĕперĕ патне çитиччен йĕнĕ сасă кĕвĕ пек выляса тăчĕ сывлăшра. Атте те масар патне çитсен выртса макăрса юлчĕ, — аса килекенни темĕн чухлех Маруç аппан.
Салма çимелĕх ÿссен...
— Тырă та вырмаллаччĕ манăн, пай та пăрахса хăваратчĕç, вăрмана та каймаллаччĕ... Çав вăхăтрах шкула та хăвалаççĕ. 4 класс çÿренĕ-ха эпĕ, анчах малалла вĕренме вăхăт пулмарĕ. 7 класс пĕтернĕ тесе справка туса парсан çеç хăпрĕç.
Тырă вырма вара саккăртах вĕреннĕ. Пилĕк кĕлте турăм. Атте: «Халь салма çиме юрать», — терĕ. Арçын ачасемпе вăкăр вĕрентме те çÿренĕ эпĕ. Пĕррехинче вăрман хĕрне çитсен çапса хăварчĕ мăйракипе. Çăпата çук. Аран утса çитрĕм киле. Анне вăрçать: «Çапла кирлĕ сана. Касса çÿретĕн», — тет. «Эсĕ мĕншĕн арçын ача пулман-ши?» — тетчĕ тата. Пĕр ĕçрен те юлман вĕт. Йĕпреçе вăкăрпа тырă леçме яратчĕç. Ирĕксĕрлемен-ха, хам ирĕкпех кайнă. Вырăна çитсен михĕсене вăйлăрах темиçе выльăх лавĕ çине куçаратчĕç те пушатма каятчĕç. Мана, çамрăк хĕре, 7-8 вăкăра сыхлама хăваратчĕç. Кĕркунне. Сивĕ. Вăкăрсем канăçсăрланаççĕ. Шăнса хытаттăм. Вĕсем ĕçлесе тара ÿксе таврăнатчĕç. Çĕр выртма кăмака хыçĕ лексен юрĕччĕ-ха. Вăкăрсене тăварса кĕнĕ çĕре выртма вырăн та юлмастчĕ. Вĕри шыв ĕçетĕн те салтăнмасăрах кĕрсе выртатăн. Ирхине тăрса çула тухатăн. Киле çитсен мĕн çимелле-ха тата?
Пĕрре тата урапапа Канаша тырă вăрлăхĕ илме кайрăмăр. Бригадир мана, çамрăкскерне, ярасшăн та марччĕ-ха. Хам килĕшрĕм. Каякансене сĕлĕ çăнăхĕ паратчĕç. Унран анне кĕсел пĕçерсе пачĕ. «Епле çитсе килĕн-ши?» — кулянса юлчĕ вăл. Каялла таврăннă чухне эпĕ кÿршĕ яла Чĕчкене çитсен тăн çухатса ÿкнĕ. Яла туртса çитернĕ мана. Анне йĕнĕ сасăпа тăна кĕтĕм...
17-ре Буинские вăрман касма ячĕç. Колхозра манăн ят та пурччĕ. Вырăна çитрĕмĕр — мастер йышăнмасть. Çамрăк тет. «Леçекенсем те кайрĕç ĕнтĕ. Епле таврăнас» тесе ăна ÿкĕте кĕртрĕмĕрех-ха. Пиллĕкĕн касма калаçса татăлтăмăр. Мана турат çунтарма хушрĕç. Хыр туратти шултăра, çунмасть. Чĕтрекен пул-тăм. Çакна Роза сисрĕ те черетпе ĕçлеме калаçса татăлтăмăр. Пăчкă та пĕрле çăмăллăнрах туртăнать. Анчах ура çине пуртă ÿксе шăнăр аманчĕ. Хам малтан çакна сисмен те. Мастер вăрçать. Эпĕ алă та пусман-çке. «Больницăна илсе каяймастăп. Хупаççĕ мана», — тет. Ялтан пырса иличчен ура шыçсах кайрĕ. Халĕ те асаплантарать çак суран, — хура-шурне курнине каласа кăтартмалли темĕн чухлех «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале 16 çултах тивĕçнĕскерĕн.
Аслă хăват пилĕ
— Атте Çимĕкре çуралнă. Эпĕ те. Атте Çимĕкре авланнă тет. Эпир те Ваньккапа çак кун пĕрлешрĕмĕр, — православи тĕнĕн пысăк уявĕсенчен пĕринпе пурнăçĕнчи нумай пулăм çыхăннăшăн савăнать Маруç аппа. Кунта Аслă хăватăн хăйне евĕр пилне те курать чиркĕве тăтăш çÿрекенскер.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас