Юрату вилĕмсĕр

26 Çĕртме, 2014

Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн мана Вăрнар районĕнчи пĕр шкула аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме ячĕç.Шкулĕ тăван ялтан пилĕк çухрăмра кăна. Çавăнпа питĕ савăнтăм: хваттер кирлĕ мар, апат-çимĕçĕ те килтех. Кашни кунах вунă çухрăм утасси тем мар. Сахал-и çуллахи каникулта кунĕпе тырă вырнă, утă çулнă, çум çумланă.

Шкулта мана питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕç. Уйрăмах директор савăнчĕ: "Эпир кунта ватă учительсем кăна тăрса юлтăмăр-ха. Ачасем вара çамрăк вĕрентекенсене юратаççĕ. Вожатăйăн ĕç укçи сахалтарах ĕнтĕ. Эпир хушса парăпăр, хăвăрăн кăмăл пулсан. Сире юрă урокĕсемпе рисовани урокĕсене ирттерме вĕрентнĕ вĕт? Çав сехетсем сирĕн пулĕç".

Рубрика: 

Новости по теме