Юратнă ĕç — чун киленĕçĕ

Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Потемкин çирĕм çула яхăн «Слава» ЯХПКна ертсе пынă хыççăн тăван яла куçса фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, юхăннă çĕрсене тепĕр хут сухаласа акма тытăннă. Фермăра каллех выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнме пуçланă.

Парăм хытăрах ĕçлеме хистет

Анатолий Потемкин уй-хирте шăтса тухнă ешĕл калчана хаваспах кăтартса çÿрерĕ. Ака-суха вĕçленнĕ ĕнтĕ. Халĕ рапс лаптăкне катокпа тикĕслеççĕ.
— Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 240 гектар çинче акрăмăр. Рапс — 200, пĕр çул ÿсекен курăксем 180 гектар йышăнчĕç, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе фермер. — Тырă йÿнĕ, анчах пусă çаврăнăшĕнче вăл кирлех, выльăхсене те çитермелле. Рапс, тырăпа танлаштарсан, виçĕ хут хаклăрах. Агротехникăна пăхăнса ĕçлесен, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен пăхса тăрсан, удобрени хывсан тухăçĕ пулатех. Ку КЗ-6Т катока кăçал «Агромашснаб» пĕрлешÿрен илтĕмĕр. Унсăр пуçне культиватор, пресс-подборщик, погрузчик туянтăмăр. Паллах, хамăр укçапа кăна çаврăнма йывăр. Раççей ял хуçалăх банкĕнчен пилĕк çуллăха инвестици кредитне илме тиврĕ. Хаклă, анчах техникăсăр мĕнле аталанмалла? Çапах укçа хывни сая каймарĕ, техникăпа çуракинче усă курнă май ĕç те хăвăртланчĕ. Çак кунсенче утта тухнă май пресс-подборщикпа погрузчик кирлĕ пулаççĕ. Пирĕн нумай çул ÿсекен курăксене 205 гектар çинче çулмалла.
Яваплă тапхăра хуçалăхра тĕплĕ хатĕрленни çурхи ака-сухана вăхăтра вĕçлеме май панă. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ: çĕрле çĕр хатĕрленĕ, сÿреленĕ, тул çутăлсан акнă.
— Сезон ĕçне ирттерме Раççей ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллăх кредичĕ 2 млн тенкĕ илтĕмĕр. Унпа удобрени, ГСМ самай туянтăмăр, кĕрхи ĕçсене ирттерме те çитмелле. Кĕрхисем хĕл лайăх каçнă, калча парка çитĕннĕрен чун савăнчĕ.
— Эсир кредит хыççăн кредит илетĕр. Парăм шурлăха туртса кĕртесрен хăрамастăр-им? — иккĕлентĕм эпĕ.
— Кредитшăн шăлавар анса лармалла мар. Вăл пире тата хытăрах ĕçлеме хистет çеç, — терĕ Анатолий Егорович.

Йывăçне кура çимĕçĕ

2000 çулсенче Çĕнĕ Сĕнтĕрти «Красное Сормово» колхоз йывăрлăха кĕрсе ÿксен ял çыннисем Анатолий Потемкинран пулăшу ыйтнă. Кÿршĕри «Слава» хуçалăха ăнăçлă ертсе пыракан çын тăван тăрăха юхăнма памасса шаннă, кĕтнĕ.
— Халăх ыйтнипе, чун туртнипе йĕркеллĕ ĕçлекен предприятирен тăван ене куçрăм. Колхозăн пысăк парăмĕсене вăхăтра татнăран пени, штраф та тÿлеттермерĕç. Тинех лару-тăру çăмăлланчĕ, — каласа пачĕ Анатолий Егорович. Малалла вулас...

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.