Юрăсенче наци сĕмĕ пултăр

5 Ака, 2018

«Ĕлĕкрен мăнаçлă паттăр чăвашсен пур — Киремет», — ĕнĕрленĕ пĕчĕк чухне Екатерина Му-райкина. Виçĕ çул кĕçĕнрех йăмăкĕ Таня аппăшĕнчен юлас темен — пĕрле юрланă, кĕвĕ çеммипе çаврăннă. Купăс калакан ашшĕ хĕр пĕрчисен ташшине курса савăннă. Ун умĕнче — 19- мĕш хут йĕркеленĕ «Кĕмĕл сасă» конкурсăн пулас çĕнтерÿçи пултарулăхри пирвайхи утăмсем тунă. Кăçалхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ ăмăртура Екатерина Мурайкина гран-прие тивĕçнĕ. <...>

Зал мĕншĕн пушă?

«Кĕмĕл сасă» фестиваль яланхилле ыйтусем çуратрĕ. Вĕсенчен пĕри — гала-концертра куракан сахал пулнипе çыхăннă. Çак ыйтăва конкурсăн жюри председателĕ, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий КЛЕМЕНТЬЕВ уçăмлатрĕ:
Унчченхи пекех залăн 60% тулличчĕ. Ытти ларкăч пушă пулнине конкурса ирттернĕ кунпа сăлтавлатăп. Эстрада юрăçисен концерчĕсем юнкун, кĕçнерникун иртеççĕ. «Кĕмĕл сасă» эрнекун пулчĕ. Эрне вĕçĕнче халăх яла çитме васкать. Унсăр пуçне концерт Чăваш патшалăх культура институтĕнче иртрĕ. Хула çыннисене кăнтăр хĕвел анăç районне çитме кансĕр. Ытти регионтан килекен юрăçсене пирĕн тăрăхра пĕлмеççĕ. Ют ят концерта илĕртмест.
Екатерина Мурайкина сцена çинче хăйне аван кăтартрĕ. Катя «Кĕмĕл сасă» конкурсра мала тухнă Алексей Московский, Марта Зайцева, Андрей Думилин тĕслĕхĕпе хавхаланса пултарулăха аталантарасса шанатăп.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.