Юрăпа ташă ансамблĕ черетлĕ сезона уçнă

24 Юпа, 2017

Ĕнер Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ 94-мĕш сезона уçнă. Ăна вăл тăван халăхăмăрăн профессилле музыкин никĕсне хывнă Федор Павловпа Степан Максимов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. "Алран кайми аки-сухи" ят панă концерта республикăн культура министрĕ Константин Яковлев та  курма пынă.

Концерт репертуарĕ чăваш тата вырăс юррисенчен, Степан Максимовпа Федор Павлов илемлетнĕ чаваш халăх юррисенчен тăнă. Уяв программи "Килмен те курман Шупашкарне" вокалпа хореографи сюитипе уçăлнă.

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. Тăхăр теçетке çул хушшинче артистсем Европăри, Азири тата Африкăри 10 ытла çĕршыври концерт стенисене парăнтарнă. Коллективăн репертуарне те, пултарулăхне те куракансем ăшшăн йышăнаççĕ.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас