Юрăçсем килте ларса тупăш мĕнле тăваççĕ?

21 May, 2020

«Хальхи вăхăтра тепĕр вирус пур: кĕсьере минус», — шÿтлеççĕ интернет хутлăхĕнче. Килте ларма тивнĕрен чылайăшĕн укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем сиксе тухнă. Чăваш эстрада юрăçисен те лару-тăру çăмăл мар: концертсем иртмеççĕ, гастроле, уява кĕрекеçĕ пулма йыхравламаççĕ. Сцена çине тухса çăкăр илмелĕх ĕçлесе илеймеççĕ пулин те «çăлтăрсем» çухалса кайман, килте ларнă вăхăтра та енчĕке хулăнлатма май тупаççĕ. Мĕнле майпа? Халех пĕлĕпĕр.
Раççей эстрада «çăлтăрĕсем», сăмахран, укçа çукки пирки интернетра уççăнах çырса пĕлтереççĕ. Çынсем юратнă артисчĕсене пулăшас тесе укçа куçарса параççĕ. Пĕрисем çынсенчен нухрат пухнă вăхăтра теприсем интернет пулăшнипе енчĕке пуянлатаççĕ. Чылай артист Любовь Успенская юрăçран тĕслĕх илнĕ. «Çăлтăрсем» çынсене çуралнă кунпа саламласа видеоролик ÿкереççĕ. Юратнă кумира уявпа саламлаттарас килет-и? Ку питĕ ансат — укçа хĕрхенмелле мар кăна. Чăваш эстрада артисчĕ Алексей Московский те çак çула суйланă. Инстаграмра «Эпĕ ĕçсĕр» тесе çырнăскер çынсене уявпа саламласа видеороликсем ÿкерет. «Эпир пурте килте ларатпăр. Çапах юлташсен, тăвансен çуралнă кун. Кайса саламлаймастпăр. Шухăш çуралчĕ: Алексей Московскирен — музыка саламĕ», — пĕлтернĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хăйĕн страницинче. Ку шухăша ырласа видеосалам ÿкерме ыйтакансем тупăннă. Видеороликсен хăйне евĕрлĕхĕ пур: Алексей хăйĕн репертуарĕнчи юрăри сăмахсене улăштарса шăрантарать. Канаш районĕнчи Владимира, сăмахран, вăл гитара каласа «Ялти пĕрремĕш каччă» кĕвви валли çырнă урăх сăвва юрласа çуралнă кунпа саламланă.
Видеосаламсемсĕр пуçне тупăш паракан чи лайăх меслет — реклама. Чăваш Енри паллă çынсем те хăйсен страницинче темĕн те пĕр рекламăлама тытăнчĕç. Куншăн, паллах, укçа илеççĕ. Подписчиксен йышĕ нумай пулсан тата лайăхрах. Нумаях пулмасть Полина Борисова юрăç реклама йышăнма хатĕррине çырнă. Ăна Инстаграмри страницинче вырнаçтарать. Сăмах май, унăн страницине 34 пин ытла çын пăхса тăрать. Чăваш Енре туса кăларакан сĕт юр-вар продукцине те, тумтир лавккине те, лазерпа эпиляци тăвакан студие те, уйрăм çынсен страницине те рекламăлама ĕлкĕрнĕ Полина-суперстар.
Çĕр сухаласа памалла мар-и? Людмила Семенова рекламăлать: унăн мотоблокпа ĕçлекен çын пур. Çакна çирĕплетсе видео вырнаçтарнă. Унта арçын саккаспа ирхи 6 сехетрех дачăри çĕре сухалама çитнине пĕлтерет. «Çĕр сухаламалла тăк шăнкăравлăр, çырăр», — палăртнă Чăваш халăх артистки видео айне. Çав вăхăтрах вăл риэлтора çаврăннă. Подписчиксенчен пĕри çĕр лаптăкĕ сутакан пуррипе-çуккипе интересленнĕ. Пур-мĕн, Людмила Семенова ку ыйтупа хăйĕн патне çырма ыйтнă. «Кăмăл пултăр кăна, вакансисем тем чуль», — тенĕ Евгений Григорьев шоумен. Темиçе кун каялла вăл заправкăна ĕçлеме вырнаçнă. Ĕçе ĕлкĕрес тесе ирхи 5 сехетрех ура çине тăнă, ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашнă хыççăн бензоколонка патне тăнă. Евгений кун пирки Инстаграмри страницинче хыпарланă, подписчиксене заправкăна илĕртес тĕллевпе хăйне евĕр конкурс пуçарнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Çăлтёрсен Инстаграмри страницисене Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.