Юрă уйĕнче – йога кунĕ

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери йога кунĕ. Ăна пирĕн республикăра та паллă тăвĕç.

Тĕп мероприяти кăçал Шупашкарти Юрă уйĕнче иртĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — инструкторсем çынсене йога мелĕсемпе паллаштарĕç, тренировкăсем ирттерĕç, тĕрĕс сывлама вĕрентĕç. Юрă уйĕнчех йога центрĕсен консультаци пункчĕсем ĕçлĕç. Унта пыракансем вегетариансен апат-çимĕçне тутанма тата кĕлеткене хнапа сăрлама пултарĕç. Ачасем валли те уйрăм лапам ĕçлĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.