Юрă-кĕвĕ - тĕп вырăнта
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче музыкăна хисепленине пĕлетĕп-ха. Çав çулсенче ачасене юрă-кĕвĕпе мĕнле меслетсемпе туслаштарнă? Çак ĕç-хĕле камсем туса пынă? Çав çулсенче мĕнле юрăсене ытларах кăмăлланă?
И.МИХАЙЛОВА.
Вăрмар районĕ.
Шкул инспекторĕшĕн И.Я.Яковлевшăн музыка пулас учительсене кăмăл-сипет тата эстетика воспитанийĕ памалли пĕлтерĕшлĕ хатĕр шутланнă. Малтанхи вăхăтра /1868 çултан/ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче чиркÿ юррисене кăна юрланă. 1870 çулта Раштав уявĕ тĕлне вокал ансамблĕ, каярахпа Чĕмпĕр чиркĕвĕсенче юрлакан хор йĕркеленĕ. Юрă урокĕсене Хусанти учительсен семинарийĕнче С.Смоленский патĕнче вĕренсе тухнисем ирттернĕ. 1890 çулта çак ĕçе Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернисене те явăçтарнă.
Çĕнĕ тапхăр 1898 çулта пуçланнă. Шкул канашĕ музыкăпа литература каçĕсем ирттерме ирĕк панă. Унта вырăс халăх юррисем, хор валли çырнисем, патриот гимнĕсем янăранă. Çак вăхăтрах чăваш халăх юррисене çырса илме пĕрремĕш экспедици йĕркеленĕ. Ку ĕç-хĕле аталантарма Р.Идобаев вĕрентекен нумай тăрăшнă. Вăл уроксем хыççăн ачасене вырăс тата чăваш юррисене вĕрентнĕ. И.Я.Яковлев тата П.В.Пазухин ертсе пынипе вĕренекенсем "Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним" кĕнекере тухнă халăх юррисен нотисене çырнă.
Питĕрти юрăçсен капеллинче вĕреннĕ И.Дмитриев Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ĕçленĕ çулсенче юрлас ăсталăха вĕрентесси вăйланнă. Вăл репертуара, хора пуянлатнă, Ф.Павлова тата С.Максимова пултарулăха аталантарма нумай пулăшнă. Шкул ачисене пурне те сĕрме купăс калама вĕрентнĕ, ансамбль те йĕркеленĕ. 1912 çулхи çуркунне вĕрсе каламалли тата хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕ ĕçлеме пуçланă.
Чĕмпĕр музыкçисем И.Волков, Н.Шувалов, Н.Карташов, О.Крамер, Н.Лыбин, С.Лонгер т.ыт. уйрăмах пултаруллă ачасене теори пĕлĕвĕ илме тата инструментсемпе калама вĕренме пулăшнă. Шкулти уявсенче оркестр, хор, уйрăм юрăçсем вырăс тата Хĕвел анăç Европа композиторĕсен произведенийĕсене янратнă.
Шкул пурнăçĕнче М.Глинкăн "Жизнь за царя" оперăн 1913 çулхи нарăсăн 22 тата 23-мĕшĕсенче лартнă сыпăкĕ паллă вырăн йышăнать. Дирижерсем Ф.Павлов тата С.Максимов пулнă. Солисчĕсем - Ф.Павлов /Сусанин/, В.Дубровин /Собинин/, К.Эсливанова /Антонида/.
Шкулта вокал ăсталăхĕн никĕсĕсене алла илнисенчен чылайăшĕ каярахпа чăн-чăн профессионалсем пулса тăнă. Вĕсен шутĕнче - И.Васильев, А.Токсина, А.Казакова, М.Орлова, М.Измайлов т.ыт.те.
Çак тапхăрта чăваш халăх юрă-кĕвĕ пултарулăхне аталантарас пирки те шухăшлама пуçланă. Шкул тулашĕнче чăваш юррисене халăх умĕнче /1909 çул, Дворянсен пухăвĕн залĕ/ юрласа пăхнă. Ку ĕçе пуçаракансен шутĕнче И.Дмитриев, П.Миронов палăрса тăраççĕ. Каярахпа вĕсен вĕренекенĕсем Т.Парамонов, Г.Лисков, С.Максимов, Ф.Павлов хутшăннă. Совет саманинче Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пирвайхи вĕренекенĕсем пĕрремĕш чăваш композиторĕсемпе музыка деятелĕсем пулса тăнă.
Комментари хушас