Юрă-кĕвĕ - чĕре имĕ

23 Çĕртме, 2016

Юлия Еремкина 30 çул «Сăр ен» фольклор ушкăнне ертсе пырать. Хăйĕн ĕçне чунтан-вартан юратнăшăн, çитĕнÿсем тунăшăн ăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă.

«Кăмпа сутса вĕрентĕм»

Унпа сăмахланă май культурăна чунран парăннă çын пулнине ăнлантăм. Ара, манпа вырăнти клубра тĕл пулма та чăваш çи-пуçне тăхăннă вăл. Пĕрмечеллĕ сăхмана халĕ музейра çеç курма пулать-çке. Юлия Тихоновнăн вара вăл темиçе те иккен. «Апи çĕлени те пур, - терĕ вăл. - Çи-пуç хатĕрлес тĕлĕшпе вăл питĕ ăстаччĕ. Чăваш тумтирне юратни апирен пырать. Эпĕ час-часах чăвашла тăхăнатăп».

Юлия Еремкина ача чухнех юрлама-ташлама кăмăлланă. Улах ларнă чух шăрантарнă чылай юрра-кĕвве астуса юлнă вăл. Каярахпа, хăй ушкăн йĕркелесен, вĕсене куракан умне кăларнă, пурнăçне тăснă.

Культура ĕçне пуçăннă вăхăта çав тери лайăх астăвать ватă: 1963 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ. Урапакасси клубĕнче драма кружокĕ ертсе пынă вăл. Юлия Тихоновна тăрăшнипе чылай пьесăна сцена çине кăларнă: «Айтар», «Икĕ каччăн пĕр шухăш», «Шурă хурăн айĕнче», «Юратнă-ши вăл ăна?»... Спектакльсенче хăй те вылянă. Унсăр пуçне унăн суфлер пулма та тивнĕ. «Ытларах эпĕ йăкăл-якăл сăнарсене калăплама юрататтăм, – аса илет иртнине ватă. - Кашни спектакль хыççăн каччăсемпе хĕрсем мăшăрланатчĕç. Сăмахран, «Туй икерчи» камит хыççăн 3 туй турăмăр».

Каярахпа Пĕрçырланти культура çуртне ĕçлеме вырнаçнă Юлия Тихоновна. Тĕп хулара фольклор ушкăнĕн ертÿçисене хатĕрлемелли ятарлă курс йĕркелессине пĕлсен тÿрех килĕшнĕ çамрăк хĕрарăм. Ара, кăкăр ачи пурри те чăрмантарман ăна. Ирхине Шупашкара пĕлÿ пухма васканă, каçхине - киле. «Укçа-тенкĕ тума вăрмана кĕреттĕм те икĕ карçинкка кăмпа пуçтараттăм. Ăна пасарта сутаттăм. Пĕр карçинкки 7 тенкĕччĕ. 14 тенкĕ мана çул укçи те, çиме те, ачасем валли кучченеç туянма та çитетчĕ. Çанталăк йĕпе пулнăран кăмпа шăтсах тăратчĕ. Çапла ăна сутса пĕр уйăх вĕрентĕм», - малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи.

Юратнă ĕç - чун киленĕçĕ

«Сăр ен» ушкăн репертуарĕ пуян: туй-çуйран пуçласа салтак юрри таранчченех. Пурте вырăнтисем. «Тури чăвашсен вăйă юрри çук теççĕ. Эпир хамăр тăрăхра маларах шăрантарнине тупрăмăр. Вĕсене тăтăш юрламан. Çавăнпа манăçа тухнă. Эпир вара çĕнĕрен чĕртрĕмĕр, куракан умне кăлартăмăр», - пĕлтерет ушкăн ертÿçи.

30 çул хушшинче фольклор ушкăнĕ ăçта кăна çитмен-ши? Чулхула, Мускав облаçĕсенче, Мари Республикинче тата ытти тăрăхри фестивальсемпе конкурссене хутшăннă, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

«Те халăха питĕ юрататăп эпĕ, те юрлама-ташлама - хурав параймастăп. Паянах ĕçе пăрах тесен те каяс килмест. Кăçал 72 çул тултаратăп пулин те юрлас килет. Атте мана пил пани халĕ те асрах: «Юля, эсĕ ĕмĕрĕпех юрла», - терĕ вăл мана пĕринче. Эпĕ пурнăçа клубра ирттерессине пĕлнĕнех туйăнать. Анне çи-пуç хатĕрлесе, капăрлатса пачĕ, мăшăр унта-кунта тухса çÿреме чармарĕ. Концерт, спектакль лартмалла пулсан та ачасемпе вăл юлатчĕ, ÿпкелеместчĕ упăшка. Килĕштернĕрен пĕр-пĕрне яланах ăнланнă эпир», - чунне уçрĕ ватă.

Тăван юрра-кĕвве ачаранах юратнă вăл. Ахальтен мар аслисем юрланине йывăç çине хăпарса итлеме кăмăлланă хĕрача. Çак юрату унăн чун-чĕрине шăранса кĕнĕ тейĕн. Çавăнпах ĕнтĕ Юлия Тихоновна паян та çамрăк.

Валентина ПЕТРОВА.

Етĕрне районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.