Юр ăшĕнче çĕр каçаççĕ
9 Ноября, 2016 | Хыпар | Ял хуçалăхĕ | Хĕллехи

Кăнтăра вĕçсе кайман хăшпĕр кайăк кăпăшка юр ăшне çĕр каçма кĕрсе выртать.

Карăксем кĕркунне хырлăх-чăрăшлăхра пуçтарăнаççĕ. Хĕлĕпех лăсă йĕппипе, пилешпе, типĕ çырлапа тăранаççĕ. Вăрмана юр тултариччен чăрăш е пихта айĕнче тĕлĕреççĕ. Вăл хулăнлансан «хваттерĕсене» улăштараççĕ. Каç пулсан йывăç турачĕсенчен чул пек ÿкеççĕ те çунаттисемпе чавкаланса юр ăшне кĕрсе выртаççĕ. Тавралăх илемĕпе киленсе йĕлтĕрпе пынă чухне унтан карăксем çунаттисемпе шапăлтаттарса тухнине курсан тĕлĕнсе тăратăн! 2011 çулта республикăра ахаль карăк 775 çеç пулнă. Ăна йышлатассишĕн сунарçăсене иртнĕ çулсенче тытма чарчĕç. Унтанпа шучĕ 2,4 хут ÿсрĕ.

Ăсансем те ушкăнсенче хĕл каçаççĕ. Кун каçа — хурăнсем çинче: папка, кăчкă, вĕт турат çиеççĕ. Йывăç çинчен карăксем пекех юра чăмаççĕ те шала кĕреççĕ, йăва тăваççĕ. Унăн сарлакăшĕ — 0,35, çÿллĕшĕ — 0,2, тăршшĕ 10 м таран е ытларах та. Йăва маччи 10-12 см хулăнăш. Шартлама сивĕре апатланма унтан нумай мар вăхăтлăха çеç тухаççĕ. Çил-тăман алхаснă чухне темиçе кун йăшăл та тумаççĕ. Кашнин уйрăм пÿлĕм. Уяр кунсенче — ирех тулта. Апат шырама 500 м таран вĕçсе каяççĕ. Нарăс-пуш уйăхĕсенче чĕп кăларакан вырăнсенче пуçтарăнаççĕ.

Çĕр каçмалли йăви пăчăрăн та юр ăшĕнче. Кăнтăрла хурăн, çирĕк папкипе, кăчкипе, тĕмсем çинчи хытă çырлапа тăранать. Юр ирĕлсе хулăн хытсан шăтăкĕсенчен ăсансем пекех тухаймаççĕ — выçăхса, шăнса вилеççĕ.

Сăрă хир чăххисем ытларах лăсăллă йывăçсен айĕнче, çанталăк сивĕ тăнă чухне юр ăшĕнче çывăраççĕ. Кашни ушкăнра — 30-80 кайăк. Апатланма ирхине тата каç пулас умĕн юр хулăн мар лаптăксене, хытхура, улăмури, çулсем патне васкаççĕ, тырă, курăк вăрри пухаççĕ. Хĕлле чи килĕштерекен апачĕ — кĕрхи тыр-пул калчи. Юра 0,5 м тарăнăш уçса çиме пултараççĕ.

Кăпăшка та хулăн юр çÿлте асăннă кайăксемшĕн мая каять çеç. Хир чăххине вара шар кăтартать. Ăна пула апатлăха çитеймеççĕ, выçăхса, начарланса вилеççĕ.

С.СЕРЕГИН

С.СЕРЕГИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.