Юпа уйaхĕ ĕçсĕр мар

10 Юпа, 2014

Юпа уйăхĕ - вылянчăк вăхăт. Çанталăк хăш чухне уяр та ăшă, хăш чухне çумăрлă та сивĕ, çиллĕ - кĕçех сивĕ хĕл килессе систерет.

Çут çанталăк хăйĕн илемĕпе тыткăнлать, йывăçсем капăр тумпа, кĕрхи астрăсем тĕлкĕшеççĕ.

Юпа уйăхĕнче пахчара ытларах тепĕр çул валли çĕре хатĕрлессипе тимлемелле. Çĕре чавнă май тислĕк е минерал удобренийĕсем хывмалла.

Темиçе çул ÿсекен чечек тунисене касмалла, ÿкнĕ çулçăна пуçтармалла.

Юпа уйăхĕнче сивве тÿсĕмлĕ культурăсем валли йăрансем хатĕрлемелле. Хĕле кĕриччен, чÿк уйăхĕнче петрушка, шпинат, редис, кишĕрпе сельдерей, салат вăррисене акма юрать. Ку вăхăтра тăпрари температура 2-3 градус сивĕ пулать. Акнă вăрлăх шăтса каймалла мар. Çак уйăхрах нумай çул ÿсекен ешĕл пахча çимĕçе куçарса лартмалла. Щавель, ревень, кас суханĕ лайăх пайланаççĕ. Хĕл каçакан культурăсене пуçтарнă çулçăпа витсе хÿтĕлеме юрать.

Кĕрхи купăстана касмалла, авăн уйăхĕнче ĕлкĕреймен ытти пахча çимĕçе пуçтарса пĕтермелле.

Çуркунне калча çитĕнтермешкĕн тăпра хатĕрлесе хумалла. Тăпрана фитофторăпа, тĕрлĕ чир-чĕрпе сиенленмен çĕртен илмелле.

Нумай çул ÿсекен чечексене пăхмалла. Хаяр сивĕсене чăтайман ÿсен-тăрана хÿтĕлемелле. Клематиса тĕревленĕ шалчисенчен салтса çĕр çине хумалла. Унăн çĕр çумĕнчи тунине 20 см торфпа хупламалла.

Роза тĕмĕсене купаламалла, вĕтĕ, аталансах çитеймен турачĕсене иртмелле. Уйăх вĕçĕнче роза тунисене купаланă тĕмеске çÿллĕш касмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.