- Чăвашла верси
- Русская версия
Юнпа та куççульпе туптаннă Çĕнтерÿ
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи кашни çемьере хăйĕн йĕрне хăварнă. Пиншер, миллионшар çын пурнăçне татнă вăл. Мĕн чухлĕ яш-кĕрĕм çут тĕнче илемĕпе киленме ĕлкĕреймесĕрех ĕмĕрлĕхех пуç хунă. Юнпа та куççульпе туптаннă Çĕнтерÿ. Совет салтакĕсен вышкайсăр пысăк паттăрлăхне пула кăна паян мирлĕ те тăнăç пурăнатпăр эпир. Çавăнпа та пирĕн, çамрăксен, çакна самантлăха та манмалла мар. Тĕрĕссипе, Аслă çĕнтерÿ хыççăн килнĕ кашни ăру ветерансемпе тыл ĕçченĕсем умĕнче ĕмĕрлĕх парăмра.
Тăшмана çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине халалланă та ĕнтĕ Чăваш наци библиотекинчи «Вăрçă çинчен хайланă çитмĕл калав» кĕнекепе иллюстраци куравне. Вăл ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çу уйăхĕн 12-мĕшченех ĕçлĕ. Эппин, çĕнĕ кĕнекесен пайне, 114-мĕш пÿлĕме, çитсе килме вăхăт тупсамăр.
Мĕнпе интереслĕ-ха курав. Унта тăратнă кĕнекесем пурте - Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен. Салтаксен фронтри, ĕçченсен тылри паттăрлăхĕ, вăрçă пуçламăшĕ, нимĕçсен планĕ арканни тата ытти те... Йăлтах - «Вăрçă çапла пуçланнă» пайри кăларăмсенче, А.Исаевăн «Неизвестный 1941», В.Дайнесăн «1941. Год Победы», В.Руно-вăн «1941. Первая кровь».
Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историйĕ чылай çапăçуран тăрать. Çапах та вĕсенчен виççĕшĕ - чи пĕлтерĕшли, Мускав, Сталинград тата Курск хулисемшĕн пынисем. Вĕсем çинчен «Аслă çапăçу хирĕсенче» пайри кĕнекесенчен тĕплĕнрех пĕлме пулать, Б.Шапошниковăн «Битва за Москву, решающее сражение Великой Отечественной», А.Буровăн «Блокада день за днем», «Сталинградская битва. От обороны к наступлению», А.Сульдинăн «Курская битва» тата ытти те.
Астăвăма, патриотизм туйăмне çирĕплетес ĕçре илемлĕ литература пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă поэтсемпе прозаиксем шухăшласа кăларса мар, мĕн пирки сăмах хускатнине пĕлсе çыраççĕ. Шăпах çавнашкал авторсен произведенийĕсемпе паллашма пулать те «Писательсем - фронтовиксем, вăрçă кÿнĕ хавхалану...» ярăмра.
Курава ачасен паттăрлăхĕ пирки çырса кăтартакан кĕнекесем те тăратнă. Ĕнер кăна шкул сакки çинче ларнă арçын ачасемпе хĕр ачасем е фронта тухса кайнă, е хуçалăх ĕçĕнче ырми-канми пилĕк авнă. Пур çĕрте те - аслисемпе тан. Вĕсен хастарлăхĕпе харсăрлăхĕ паянхи çамрăксемшĕн те - пархатарлă тĕслĕх. Мĕн пуррине хаклама, кашни кунпа, самантпа киленме, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ ку пайри хайлавсем.
«Чăваш Ен вăрçă çулĕсенче» ярăмри кĕнекесем мухтавлă ентешĕмĕрсем çинчен хыпарлаççĕ. Хĕрлĕ Çар ретĕнче пур çапăçăва та хутшăннă вĕсем, ыттисемпе тан мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн кĕрешнĕ, Берлина çитнĕ... Вулакансене В.Бурмистровăн «Наши земляки в борьбе с фашизмом» тата «Воевали на всех фронтах» кăларăмсем кăсăклантарасса шанатпăр.
Вăрçă яланах - трагеди. Анчах вăлах кашни çын мĕнле чунлине кăтартса парать. Пирĕн халăха пĕрлехи хуйхă пĕрлештернĕ, вăй-хăват кÿнĕ. Ахальтен мар тепĕр чухне йышĕпе самай пысăк-рах тăшман эшкерне те тĕппипех çапса аркатнă совет салтакĕсем. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене шеллемен, йывăрлăхран та, ĕçрен те хăраман, пурин те пĕр тĕллев пулнă. XXI ĕмĕрте те çак пĕрлĕх туйăмне çухатас марччĕ. Эпир - тĕрлĕ халăх ачисем пулсан та, пĕр çĕршыв ачисем. Эппин, Çĕнтерÿ уявĕ кашнин чĕринче савăнăçпа мăнаçлăх туйăмĕ вăраттăр.
Комментари хушас