ЮН ТЫМАРĔСЕМ ВАЛЛИ
Сывă çыннăн венисемпе артерийĕсем пиçĕ, яка, таса. Анчах вăхăт иртнĕ май юн тымарĕсен шалти стенкисем çинче холестерин пухăнать, ку атеросклероза аталанма витĕм кӳрет. Çавăнпа вĕсене вăхăт-вăхăтпа тасатни пĕлтерĕшлĕ.
1. Хурăнăн 1 апат кашăкĕ типĕ папкине 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 3 эрне.
2. Хура пилеш витĕмлĕ. Чĕрĕ çырлана аш арманĕпе авăртмалла, пĕр виçепе пылпа хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — 1 уйăх.
Асăрханăр! Хура пилеш язвăпа, гипотонипе, юн кĕвелесси пысăккипе аптракан çынсене юрамасть.
3. Юн тымарĕсене тасатма хĕрен те пулăшать. 1 килограмм чĕрĕ хĕрен тымарне теркăпа хырмалла. Тин вĕренĕ 3 литр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витмелле. Пĕр талăкран сăрăхтармалла. Шĕвеке холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апат умĕн /вар-хырăм тата пӳре енчен чару çук пулсан/ çуршар стакан ăшăтса ĕçмелле. Курс — 3 эрне.
4. Хĕрлĕ клеверăн вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕр кунра икĕ-виçĕ сăтăрккăпа ĕçсе ямалла. Курс — 1 уйăх.
Комментари хушас