Юмахра кăна мар

9 Ака, 2018

Пурнăç — çĕр тĕрлĕ пăрăнăç... Телей хĕвелĕ çиçнĕ чухнех, кĕтмен самантра, кун-çула тĕксĕм пĕлĕт пусарма, инкек-пăтăрмах çумăрĕ ислентерме пултарать. Йывăр чухне камран пулăшу ыйтмалла, уçăмлатма çук пек туйăнакан лару-тăрăва сирме хăш енчен пырса, мĕнле пикенмелле? Пушшех те — унăн çивĕчлĕхĕ пурнăçпа вилĕм кĕрешĕвĕпех çыхăннă тăк?.. Ыйту сĕвекленмен чухне пĕр çын алă-ури кăна çыхланни çитмен — çемье хĕн курать пулсан тата?..
Çемье... Обществăшăн вĕсен ырă та тăнăç пурнăçĕнчен пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук. Çавăнпа та вĕсене пулăшас тĕллевпе алă тăсса пама хатĕр çынсен пуçаруллă ĕçĕсем чăннипех сăваплă. Пĕр-пĕриншĕн пачах ют çынсем пархатарлă тĕллевпе, ырă тăвас кăмăлпа, ушкăна пĕрлешсе курăмлă утăмсем туни — пушшех. Республикăри «Ку вăл тĕлĕнтермĕш» ыр кăмăллăх фончĕ — шăпах çавăн йышшисен ретĕнче. Вăл йывăр чирпе аптăракан ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, ача-пăча йывăр чирĕсемпе кĕрешекен тухтăрсене пулăшать.

Ачашлăхпа савăнăç хакĕ

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакан Козловсем хăйсене Турă ача парнелессе чылай çул кĕтнĕ — кĕтсе илеймен. Шанчăка çухатман, пурнăçра кирек мĕнле ыйтăва та ырă енпе татса парасса ĕненекенсем ача çуртне çул тытнă. Шупашкартан илсе килнĕ 1,5 çулталăкри арçын ачана хăйсен тĕпренчĕкĕ пекех юратса пăхнă. Женя кăшт аталансан пуç усман мăшăр — Любовь Петровнăпа Виктор Александрович иккĕмĕш «кайăка» шырама тытăннă. Ку хутĕнче Çĕнĕ Шупашкарта кун çути курнă Ульянăна куç хывнă вĕсем. Хăйсен çуначĕ айне илнĕ ачасем çитĕнсе пынăçемĕн /халĕ 15-ре ĕнтĕ иккĕшĕ те/ вăй-хăват тата тепĕр пепкене хÿтлĕх памалăх пуррине туйса каллех вырăнти опека органне çитнĕ. Çапла икĕ çул каялла пиллĕкри Александрăна хÿтте илнĕ çемье.
— Тĕлĕнмелле ачаш кăмăллă, савăнма пĕлекен хĕрача хутшăнчĕ пирĕн йыша. Мăшăрпа иксĕмĕре те тÿрех ашшĕпе амăшĕ пек йышăнчĕ. Ун пек чунлă ачасем пурнăç тути- масине курнă тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсен йышĕнче сайра пулаççĕ. Телейпе киленсе кăна пурăнмалла пек те, — терĕ Любовь Петровна.
Сашăна çемьене йышăннă чухне пулас ашшĕ-амăшне хĕрача чирĕсем çинчен каламан. Тĕрĕссипе, реабилитаци центрне лекнĕскерĕн сывлăхне тĕплĕ тĕпчемен те. «Пырĕ шыçнипе ÿсĕрет» тени тĕрĕсе килмен, ÿслĕк сăлтавĕ чылай йывăртарах пулни çиеле тухнă.
— Сыватмăшран сыватмăша çÿренĕ май шала кайнă темиçе чире уçăмлатнипе пĕрлех çурăм шăмми авăннине пĕлтĕмĕр. Хăвăртрах корсет тăхăнма тытăнмалла! Укçа- тенкĕ ахаль те çитсе пымасть, 30 пине яхăн тенкĕ тăракан корсета вара кĕлетке çитĕннĕçемĕн çур çулта пĕрре улăштармалла. Çавнашкал йывăр лару-тăрура пĕлĕшсем сĕннипе «Ку вăл тĕлĕнтермĕш» фондран пулăшу ыйтса пăхма шухăш тытрăмăр. Ыр кăмăллăх организацийĕнче пире тивĕçлĕ документсем пухма сĕнчĕç. Ыйтăва вăраха тăсмасăр корсет туянса пачĕç. Ку кăна та мар. Фонд хастарĕсем Чăваш Енри Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйпа çыхăнса ĕçленĕ май Е.Сапаркинăпа тĕл пулу йĕркелерĕç. Пирĕн лару-тăрура ачана сусăрсен йышне кĕртмесĕр тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парса пыма финанс енчен йывăррине ăнланчĕ вăл. Сывлăх ведомствипе çыхăнса вăхăтлăх инвалидлăх ыйтăвне те татса пама май килчĕ, — хĕпĕртĕвне пытармасть усрава йышăннă ачасен ăш пиллĕ амăшĕ.
Кĕрешсен юмахра кăна мар, чăн пурнăçра та йывăрлăха çĕнтерме май килет.

Хавхалану çунат хушать

«Ку вăл тĕлĕнтермĕш» ыр кăмăллăх фончĕ малтанах Киров облаçĕнче никĕсленнĕ. Чăваш Енре — тăватă çул каялла. Çак хушăра туслă икĕ регионра йывăр чирлекен 190 ачана пулăшма май тупнă. Тĕрлĕ программа пуçарса вĕсене пурнăçа кĕртме 41 миллион тенкĕ тăкакланă. Укçа-тенкĕпе хаклă эмел е медицина хатĕрĕ туянма, реабилитаци курсĕсемпе тÿлевлĕ операцисем ирттерме, хевтесĕр ачасем валли уяв е ытти мероприяти йĕркелеме, коррекци шкулĕсене пулăшма усă курнă. Адреслă пулăшусăр пуçне фонд «Васкавлă пулăшу» программăна вăя кĕртет.
— Çийĕнчех пулăшу кÿмелли самантсем пулаççĕ вĕт. Тĕслĕхрен: чирлĕ ачан пĕр-пĕр эмел пĕтсе çитнĕ, вăл вара ăна куллен кирлĕ. Хаклăскерне çемье, лару-тăру кăткăслăхне кура, хăй тĕллĕн туянаймасса та пултарать. Çакнашкал самантра пулăшу кÿме фонд ятарлă нухрат пăхса хунă, — терĕ «Ку вăл тĕлĕнтермĕш» ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ Наталья Васильева организаци пурнăçлакан ĕç-хĕл çинчен тĕплĕнрех каласа пама тытăннă май. Малалла пулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.