Юлашки вĕçев

15 Утă, 2016

Раççей Сирире террористсемпе çапăçса вилнĕ Хабибуллин полковникпе тата Долгин лейтенантпа сывпуллашрĕ

Ряфагать Хабибуллинпа Евгений Долгинăн паттăрла вилĕмĕ çинчен пĕлсенех çакă палăрнă: авиаторсемпе вĕсен тăван тăрăхĕсенче кăна мар, вертолетчиксем вĕреннĕ, службăра пулнă гарнизонсенче те сывпуллашасшăн. Çав шутра — Сызраньти авиаци училищи, Хабибуллинпа Долгин унта тĕрлĕ вăхăтра вĕреннĕ. Тата — вĕсен Краснодар крайĕнчи тата Псков тăрăхĕнчи тăван гарнизонĕсем. Ку шута, паллах, офицерсем çуралнă вырăнсем те кĕреççĕ. Хабибуллин Ульяновск облаçĕнчи Вязовый Гай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, Долгин вара Саратов облаçĕнчи Соколовый поселокĕнче çуралнă.

Полковнике ăçта пытарассине унăн çемйи тÿрех татса панă — Ульяновск çывăхĕнче. Офицер мăшăрĕ Рамялия тата унăн ывăлĕсем çапла йышăннă. Сăмах май, асли, Руслан, хăй те вертолетчик, капитан. Вязовый Гайра вилнĕ офицерăн амăшĕ пурăнать. Ашшĕне унта пытарнă. Ывăлĕ шăпах унпа юнашар ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ.

Район пуçлăхĕ Эдуард Ганеев полковник çу уйăхĕнче тăван енре пулнине аса илчĕ. Шăпах çавăн чух тăванĕсене каланă-мĕн: мĕн те пулин сиксе тухас тăк мана ял масарĕнче аттепе юнашар пытарăр. Сирири командировка юлашки пуласса туйнă тейĕн. Вăл офицер службине Кубаньти Кореновск гарнизонĕнче пуçланă. Унтах вĕçленĕ — полковник званийĕпе, çар авиацийĕн полкĕн командирĕн должноçĕнче. Кореновскран Сирие вĕçнĕ — юлашки вăрçа. Унăн пурнăçĕнче çакнашкал вăрçăсем пиллĕк пулнă. Хăйĕн çирĕп кăмăлне вара вăл çарчченех кăтартнă.

Ача чухнех çирĕп йышăну тунă: çар çынни пулатăп. Анчах тĕллев самантрах тÿрре тухман. Качинскри истребительсене хатĕрлекен авиаци училищине сывлăха пула кĕреймен. Рязаньти десантниксен училищине кĕрес тенĕ — балсем çитмен. Вăхăтлăх çар службине илнĕ. Салтака ăннă — разведротăна лекнĕ. Юнашарах вертолет полкĕ пулнă. Ряфагать пилотсемпе паллашнă. Шăпах вĕсем сĕннипе çулталăк çурăран каччă Сызраньти вĕçев училищине вĕренме кĕмешкĕн документсем панă. Хальхинче — ăнăçлă.

Офицер пулса тăрсан Хабибуллин Грузи­­пе Кăнтăр Осети, Грузипе Абхази хирĕçтăрăвĕсене хутшăннă, Чечняра та пулнă. Шыравпа çăлав операцийĕсене пурнăçланă чухне кăна хăйĕн вертолечĕпе суранланнă 40 ытла офицерпа салтака эвакуациленĕ. Тепĕр чухне боевиксем персе тăнине пăхмасăр çĕр çине анса ларма тивнĕ. Пĕррехинче çавнашкал вĕçеврен таврăнсан фюзеляж çинче пульăсем хăварнă 97 шăтăк пулнине шутласа палăртнă. Пилот хăй те йывăр суранланнă. Çапах федераци çарĕсем йышăнакан позицие вĕçсе çитме пултарнă. Çакăн хыççăн сакăр уйăх госпитальсенче сипленнĕ пулин те квалификаци комиссине хăй авиацири службăна юрăхлине ĕнентерсе пама пултарнă.

2008 çулхи çурла уйăхĕнче Грузипе Кăнтăр Осети хирĕçтăрăвĕ вăхăтĕнче те вăл çакнашкал лару-тăрурах аманнă салтаксен ушкăнне эвакуациленĕ. Вертолет сиенленнĕ, Ряфагать пурпĕр кирлĕ çĕре вĕçсе çитнĕ.

Юлашки хут пирĕн корреспондентсем Ха­бибуллинпа 2011 çулхи кăрлачра курнăçнăччĕ — ăна Кореновскри полк командирĕн должноçне лартсан. Ун чухне вăл пире хăйĕн ăшă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе, кашни ыйтăва пурнăçлама хатĕррипе тĕлĕнтернĕччĕ. Ĕçтешĕсем вăл чăннипех çавăн пек çын тесе çирĕплетнĕччĕ. Полк командирĕ пулсан та паттăр летчик, тăватă орден кавалерĕ хăйне мăнкăмăллă тытман.

Террористсем Сирире персе антарнă Ми-25 вертолет экипажĕн тепĕр членĕ Евгений Долгин çулĕпе Хабибуллин ывăлĕпе тантăш. 24 çулта кăна пулнă. Вăл та ачаранпах служба пирки ĕмĕтленнĕ, ашшĕ пекех çар летчикĕ пулма, Сызраньти авиаучилищĕне пĕтерме тĕллев лартнă. Çак ĕмĕт икĕ çул каялла пурнăçланнă.

Евгений Псков облаçĕнчи Остров гарнизонне лекнĕ. Пĕлтĕрхи кĕркунне авланнă, Сирири командировка вара уйăх çурă каялла пуçланнă. Унăн мăшăрĕ Катя упăшки тÿпешĕн каçса кайни çинчен калать: «Ырă, тÿрĕ те уçă кăмăллă çынччĕ. Сирири пăтрашу пуçлансан хăшĕсем унта ăсатасран шикленнипе хăйсен должноçĕсенчен кайнине курсан та никама та сивлеместчĕ. Хăй çапла тума пултарайманни çинчен калатчĕ: «Манăн вĕçес килет, ку — манăн ĕç».

— Вăл лайăх çынччĕ. Çук, вилнипе çапла каламастпăр, чăннипех лайăх ача пулнă. Лăпкăскер, ăшă кулăллăскер, ырăскер. Шкулта «5» тата «4» паллăсемпе кăна вĕренетчĕ. Тусĕсем йышлăччĕ. Пирĕн ачасем туслă, Женя курма килсен пурте пĕрле пухăнатчĕç. Пирĕн çар училищисене вĕренме каякан çамрăксем нумай. Поселока ентешсем вилнине пĕлтерекен хурлăхлă хыпарсем маларах та килнĕ. Чылайăшне пытартăмăр. Чечняра, Афганистанра, Çурçĕр Кавказра вилнисене. Пирĕн яшсем вилĕм мĕнне пĕлеççĕ. Çав-çавах çуллен çар училищисене каяççĕ. Ытларахăшĕ — вĕçев училищисене, — каласа пачĕç Евгений учителĕсем.

Долгин çемйине хуйхăра питĕ йывăр. Çавăнпа тăванĕсем ыйтнипе эпир унăн мăшăрне чăрмантарас мар терĕмĕр. Офицера Соколовый поселокĕнче иртнĕ юнкун пытарчĕç.

Раççей пилочĕсем иртнĕ шăматкун Сирири Хомск провинцийĕнче вилнĕ. Экипаж командирĕ Хабибуллин тата Долгин летчик-оператор инструкторсем пулса унти ĕçтешĕсене Ми-25 вертолетпа вĕçме хăнăхтарнă. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пальмира çывăхĕнче вĕçнĕ. Маршрут çапăçусем пыракан зонăра пулнине кура боекомплект та илнĕ.

Çав вăхăтра террористсен пысăк отрячĕ Сири çарĕсен позицийĕсене тапăннă. Оборонăна татнă май сăртсене ярса илес хăрушлăх тухса тăнă. Ми-25 экипажĕ Сири командованийĕнчен боевиксене çÿлтен персе тĕп тумашкăн ирĕк ыйтнă. Çапла вара террористсен тапăнăвне сирсе яма пултарнă. Боекомплект пĕтнĕ май вертолет каялла таврăнмашкăн çаврăнма тытăннă. Çав самантра ăна çĕр çинчен персе лектернĕ. Машина Сири правительствин çарĕсем йышăнакан территорие ÿкнĕ, сирпĕнсе кайнă. Шел те, пирĕн летчиксем иккĕшĕ те вилнĕ.

/«Российская газета»/.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.