Юлашки салтака пытармасăр вăрçă вĕçленмест
Паллă мар Салтак кунĕ тĕлне Республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕнче «Çамрăксен чĕринчи астăвăм» тĕлпулу иртрĕ. Унта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Шырав» отрячĕн ĕçченĕсем Шупашкарти 40-мĕш шкулăн 8-мĕш класс вĕренекенĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
2014 çултанпа Раççейре раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Паллă мар Салтак кунне ирттереççĕ. Ăна çĕршывăмăр территорийĕнчи е унăн тулашĕнчи вăрçăсене хутшăнса пуç хунă Раççей тата совет салтакĕсене халалланă. 1966 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Мускав çывăхĕнче нимĕç çарĕсене çапса аркатнăранпа 25 çул çитнĕ май, Паллă мар салтакăн вилтăприне Кремль стени çывăхĕн- чи Александр садне куçарнă, Сÿнми çулăм çуннă. «Паллă мар Салтак вилтăприйĕ» архитектура ансамбльне Дмитрий Бурдин, Владимир Климов, Юрий Рабаев архитекторсен тата Николай Томский скульптор проекчĕпе ăсталанă. «Яту санăн паллă мар, паттăрлăху вилĕмсĕр» эпитафи авторĕ вара — Сергей Михалков поэт. 1997 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Паллă мар Салтак вилтăприйĕ çумĕнче Хисеплĕ караулăн 1-мĕш постне çирĕплетнĕ.
«Юлашки салтака пытармасăр вăрçă вĕçленмест». Тăван çĕршывăн харсăр вăрçинче хыпарсăр çухалнă салтаксене шырас, камне палăртас ĕç паян та пырать-ха. 2007 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори факультечĕ çумĕн-че студентсен «Шырав» отрячĕ йĕркеленнĕ. Ольга Васильевăпа Семен Борисов çапăçу иртнĕ вырăнсенче мĕн-мĕн тупни тата ытти регионсен шыравçисемпе хутшăнни çинчен каласа пачĕç.
Ачасемшĕн ку тĕлпулу питĕ кăсăклă иртрĕ, вĕсем тинех нумай ыйту хуравне пĕлчĕç.
Татьяна ЗАХАРОВА.
Комментари хушас