Юлашки хутчен янăрарĕ шкул шăнкăравĕ

Çу уйăхĕн вĕçĕнче, хĕвел хĕртсе пăхма тытăнсан, кашни шкултах «юлашки шăнкăрав» янăрать. 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухакансене шкулти савăк пурнăç вĕçленнине, умра — яваплă тапхăр, пурнăç çулне çирĕплетекен вăхăт çитнине систерсе сасă парать вăл.

Кăçал Чăваш Енри шкулсенчен 11-мĕш класран 6 пин ытла хĕр упраçпа яш-кĕрĕм, 9-мĕш класран 11,4 пин ытла ача вĕренсе тухать.

Çамрăксен умĕнче — хĕрÿ тапхăр. Тĕп тĕрĕслевсем çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçланса çĕртмен 20-мĕшĕччен тăсăлĕç. ППЭ кăçал 14 предметпа çыртараççĕ. Аттестат илес текенсен ытти чухнехи пекех вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытмалла.

9-мĕш классен патшалăх аттестацийĕ виçĕмкунах пуçланчĕ. Обществознани, хими, информатика, литература пĕлĕвне тĕрĕслерĕç вĕсем.

11 класс пĕтерекенсем те ĕнер пĕрремĕш экзамен çырчĕç. Географи тата литература тытас текенсем пулчĕç вĕсем. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан программăсемпе кăçал 6718 çамрăк ППЭ тытĕ. Вĕсенчен 6068-шĕ кăçал шкул пĕтерекенсем, 646-шĕ — ытти çул вĕренсе тухнисем. 4-шĕ — хăш-пĕр предметпа уйрăм вĕреннисем.

Экзамен йышăнакан пунктсенчи йĕр­­­­­­ке­­лĕхе право хуралĕн ĕçченĕсем тивĕçтереççĕ. Экзамен тытакансене валли лайăх услови туса парас, çав шутра информаци хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен те, республикăра экзамен ирттермелли пунктсен йышне чакарнă. Халĕ вĕсем — 36. Экзаменсене кăçал та онлайн мелĕпе ирттерĕç. Ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен 17 млн тенкĕ уйăрнă.

Татьяна НАУМОВА.

 

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.