ЙӲÇ КĂШМАН, ЙĔТĔН, ЙĔКЕЛ

6 Утă, 2016

Сахăр диабетĕнчен сипленнĕ чухне усă курмалли рецепт чылай. Вĕсенчен хăшĕсене пичетлетпĕр. Тен, сире те сывлăха лайăхлатма пулăшĕç.

  • Вĕтĕ теркăпа 3 килограмм симĕс йӳç кăшмана /редька/ хырмалла, çур литр шурă эрехпе хутăштармалла. 3 литр банкипе хупăлчине витсе тĕттĕм вырăна 40 куна лартмалла. Унтан сăрăхтармалла. Кунне 3-5 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле, çăрине те çимелле. Чир вăраха кайнă пулсан 10-шар кунлăх тăхтавсемпе 3 банка хутăш ĕçсе ямалла. Çак вăхăтрах кунне 3-5 хут 1-ер апат кашăкĕ ут кăшкарĕн /щавель конский/ шĕвекне ĕçмелле. Ут кăшкарĕн 1 апат кашăкĕ тымарне 1,5 стакан шыва ямалла, хупă савăтпа 15 минут вĕретмелле, илсен 4 сехетрен сăрăхтармалла.
  • 500 грамм сельдерей тымарне тата 6 лимона аш арманĕпе авăртмалла. Пĕтĕмпех эмальленĕ кастрюле хумалла, хупăлчапа витмелле, пĕчĕк çулăм çинчи вĕрекен шыв мунчине 2 сехете лартмалла. Паха варени пулать. Ăна кĕленче савăта куçармалла, холодильникре упрамалла. Кунне пĕрре ирсерен апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Сиплĕ варени 2 уйăха çитме кирлĕ. Унпа икĕ çул та сипленме юрать.
  • Юнри сахăр шайне чакарма 1 лимон сĕткенне чĕрĕ 1 çăмартапа лайăх пăтратса хутăштармалла, выç хырăла ĕçмелле. Тепĕр сехетрен апат çимелле. Хутăша 3 кун ĕçмелле, унтан анализ памалла. Юнри сахăр шайĕ чакман пулсан тата 7 кун сипленмелле те кирлĕ пулсан 7 кун тăхтанă хыççăн каллех ĕçме пуçламалла.
  • 2 апат кашăкĕ йĕтĕн вăррине çăнăх пуличчен вĕтетмелле, 1 чей кашăкĕ корица порошокĕпе хутăштармалла, эмальленĕ кастрюльти тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çине лартса 5 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен хупăлчине уçмасăрах сивĕнме памалла, сăрăхтармалла. Ирхи апатчен 30 минут маларах пĕр сăтăрккăпа ĕçсе ямалла. Шĕвеке кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлеççĕ. Сиплев курсĕ — 1 уйăх. Çак тапхăрта юнри сахăр шайĕ икĕ хут чакать.
  • Хуппине тасатнă 1 стакан типĕ юман йĕкелне аш арманĕпе авăртмалла, 1,5 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле, илсен пĕр талăкран сăрăхтармалла, 200 миллилитр шурă эрех хушса пăтратмалла. Кунне пĕрре апат хăçан çинине пăхмасăр пысăк мар 3 сыпкăм ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 2 эрне. Унтан сахăр шайне пĕлме анализ памалла. Вăл йĕркене кĕнĕ пулсан тăхтав тăвăр. Сахăр шайне малалла та йĕркере тытса тăма шĕвеке эрнере икĕ хут ĕçмелле. Ăна холодильникре упраççĕ.
  • Инсулинпа сипленмелли диабетпа аптрасан пĕр виçепе илнĕ йĕтĕн вăррине, шалча пăрçин хутаçне, хура çырла çулçине, сĕлĕ улăмне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчинче 10 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 70-шер миллилитр шĕвеке ăшăлла ĕçмелле. Сиплев — çăвар ăшĕ типме пăрахиччен. Пĕр эрне тăхтанă хыççăн сиплеве малалла тăсмалла.
  • Тӳрленмен диабет кĕсенĕнчен сипленме пенициллин порошокĕллĕ пĕчĕк кĕленче пăккине уçмалла, унта стерильлĕ патакапа килти услам çăва тултармалла, лайăх пăтратмалла. Маçа суран çине хумалла, пергамент хучĕпе витмелле, бинтламалла. Çыхха талăкра икĕ хут çĕннипе улăштармалла. Çак маçпах трофика язвинчен, венăсем варикозла сарăлнинчен сипленме пулать.
  • 2 тип диабет чухне ура тăртансан малтан ăна пыл сĕрмелле, унтан 4 тӳме аспирина вĕтетсе сапмалла, çиеле хупах çулçисене шал енĕпе виçĕ сий хурса тухмалла, ăшă япалапа чĕркесе çыхмалла та выртмалла. Процедурăна кунне икĕ хут тăваççĕ. Тăртаннни иртсен — çĕрлене хирĕç кăна. Хĕлле типĕтнĕ хупах çулçисемпе усă курма пулать. Малтан вĕсене вĕри шыва чиксе кăлармалла. Хупах тымарĕн шĕвекне ĕçни те юнри сахăр шайне чакарма пулăшать. 1 чей кашăкĕ тымара тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.

Шута илме: диабетпа чирлесен сывă ыйхă пĕлтерĕшлĕ, вăл 7-8 сехете тăсăлать. Ытла сахал е ытла нумай çывăрсан аппетит вăйланнине пула кĕлетке виçи хушăнма пултарать. Çавна май чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанаççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.