Юбилей ячĕпе сана, шкулăм!
2 Oct, 2014 | Тантăш | Вĕрентÿ | Уяв

Мăн Этмен шкулĕ - çĕр çулта. Çак сумлă уява паллă тума хăнасем ир-ирех йышлă пуçтарăнчĕç. Вĕренекенсем вĕсене ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Мăн Этменсем хăнана пăхма пĕлеççĕ - пуçтарăнакансене тÿрех классене вĕри чей ĕçме илсе кайрĕç.

Уява çак шкултан вĕренсе тухнă маттурсем - «Чăваш Ен» радиовĕн ĕçченĕ Эльвира Тимофеева тата «Классика» капелла солисчĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн хор артисчĕ Михаил Иванов - уçрĕç. Вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Владимировна Петрова та килсе çитрĕ. Шкул юбилейĕн ячĕпе вăл пурне те ăшшăн саламларĕ, музыка класне синтезатор парнелерĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата район пуçлăхĕ Александр Степанов та килчĕç. Александр Викторович Башкиров шкула çирĕм пин тенкĕлĕх сертификатпа савăнтарчĕ. «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕн директорĕ Альбина Новикова, районти вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Митрофанова, профсоюз председателĕ Татьяна Улянды пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, малашне те ăнăçу сунчĕç.

Сцена çинче хаклă хăнасем, çак шкултан вĕренсе тухнисем, кунта ĕçлекенсемпе ачасем çак пĕлÿ çуртне хута янăранпа пĕр ĕмĕр çитнĕ ятпа нумай ăшă сăмах каларĕç, хăйсен пултарулăхĕ-пе савăнтарчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ. Мăн Этмен шкулĕ ĕмĕрех пурăнтăрччĕ, унтан вĕренсе тухакансем вара яланах ырăпа палăрччăр!

Аня МИХЕЕВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Мăн Этмен шкулĕ.

Аня МИХЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.