Юбилей ячĕпе - лайăх парне
Пушкăртстанри "Шуратăл" литпĕрлешÿ членĕсемшĕн кăçал икĕ уяв пĕрле килчĕ тесен те ытлашши пулас çук. Пĕрремĕшĕ вăл - 2015 çула Раççейре Литература çулталăкĕ тесе пĕлтерни, иккĕмĕшĕ - Чăваш Енре ăна К.В.Иванов çулталăкĕ пек палăртма йышăнни. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, иккĕмĕшĕ сумлăрах та тесе калас килет.
Шуратăлçăсем хăйсен ентешĕпе тивĕçлипе мухтанаççĕ, ăна халалласа сăвăсем çыраççĕ, поэтăмăр çырнисене илемлĕ вулассипе конкурссем ирттереççĕ. Унăн генилле пултарулăхĕпе паянхи вулакана, уйрăмах çамрăксене, ытларах паллаштарассипе шкулсемпе вулавăшсенче иртекен литература уявĕсене хастар хутшăнаççĕ. Аслă поэтăмăр çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле "Шуратăл кĕввисем" кĕнеке те кăларнăччĕ. Кăçал вара "Кашлатăр Иванов вăрманĕ" ятлă 200 ытла питлĕ кĕнекене вулакан патне çитерчĕç. Ăна кунти чăвашсен "Урал сасси" хаçат редакцийĕпе пĕрле кăларнă. Тăкакне те пĕрлех саплаштарнă. Пелепей хулинче кăларнă пулин те вăл Шупашкарта тухнă кĕнекесенчен пĕртте кая мар. Темиçе тĕспе пичетленĕ хуплашки питĕ илĕртÿллĕ пулса тухнă. Поэтăмăрăн Слакпуçĕнчи палăкĕ умĕнче ÿкерĕннĕ ачасен пуш уйăхĕн вĕçĕнчи хĕвел шевли пек çиçсе тăракан сăнĕсем çине пăхас та пăхас килет. Хуплашкан çÿлти пайĕнче "К.В.Ивановăн 125 çулхи юбилейне тата Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа" тесе çырнине те вулакан асăрхатех ĕнтĕ.
Кăларăмăн малтанхи страницисенче "Шуратăл" литпĕрлешÿ ертÿçин Микул Ишимбайăн тата "Урал сасси" хаçат тĕп редакторĕн Юрий Михайловăн кĕнекепе кĕскен паллаштаракан статйисене вырнаçтарнă. Шуратăлçăсенчен вара чи малтан паллă журналиста, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне А.В.Федорова вырăн панă. Унăн "Пÿлĕннĕ çул" асилĕвĕпе паллашсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: çĕршер мар, пиншер çухрăма тăсăлнă вăрçă хирĕнче те кÿршĕллĕ пурăннă икĕ салтак тĕл пулма пултарать иккен. Пĕр сыпăкне кăна илсе кăтартам-ха: "Разведчиксем махоркăран пĕтĕрнĕ чикарккисене мăкăрлантарса ячĕç, эпĕ вара колонна хĕррипе утрăм. Танксен хыçĕнчи иккĕмĕш машина патĕнче темскер манăн тимлĕхе хускатрĕ. "Додж" автомобиль кузовĕнчен вăрăм та çинçе шăчăсем тухса тăраççĕ. "Связистсем ĕнтĕ", - шухăшласа илтĕм эпĕ. Унтан машина алăкĕ çумне тĕршĕнсе тăракан çын çине пăхса илтĕм те шалтах тĕлĕнсе кайрăм. Ку - хамăр ял тата ман пек хушаматлă Василий Васильевич Федоров-çке! Вăл никама та, нимĕн те асăрхамасть: пуçне уснă та пирус туртать. Йывăр шухăша путнă пулас. Ун çумĕнчен темиçе те хутларăм - çук, пуçне çĕклесе пăхмарĕ. Юлашкинчен, Ваçук тете патне çывăхах пыратăп та кулса тăратăп. Малтан вăл хăй умĕнчи такамăн урисене курать, унтан ман çине ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпи таран хăвăрт пăхса илет.
- Эсĕ-и ку, Александр? - илтетĕп чăвашла каланине.
- Эпĕ-çке.
Пĕр-пĕрин аллине чăмăртатпăр та ыталанса илетпĕр..."
Кĕнекен проза пайĕнче Савели Уварĕн, Геннадий Челпирĕн, Рудольф Илькелрин, Василий Антоновăн тата Вера Фоминапа Аркадий Русаковăн, вырăсла çыракан Дина Гавриловăн чăвашла куçарнă хайлавĕсем пичетленнĕ. Поэзи пайĕнче авторсен шучĕ икĕ хута яхăн ытларах. Çĕнĕ çыравçăсенчен Светлана Прокофьева, Вера Никитина, Оксана Иванова, Алексей Емельянов, Марина Прохорова ячĕсене асăнса хăварасшăн.
Ача-пăча пултарулăхĕ валли те вырăн тупнă кĕнекене калăплакансем. 20 ытла шкул ачин сăвви-калавĕпе паллашĕ кунта вулакан. Эппин, Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ çуралнă çĕршывра çĕнĕ хунав вăй илес шанчăк та пур.
Шуратăлçăсен çĕнĕ кĕнекинче тепĕр çĕнĕлĕх - çыравçăсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан нумай тĕслĕ сăнÿкерчĕксемпе усă курни. Кунта Ухсай Яккăвĕ каланине кăшт улăштарса: "Кашлать-ха Пушкăртстанра Иванов вăрманĕ, кашлать", - тесе çирĕплетесех килет ку кĕнекене алла тытсан.
Александр САВЕЛЬЕВ-САС.
Пушкăртстан