Юбилее сумлăн паллă тăвасчĕ

12 Ака, 2017

2017 çул Раççей космонавтикишĕн юбилейсемпе пуян. Паян вĕсенчен темиçешĕ пирки вулакансене пĕлтерес килет.

Кăçал кăрлач уйăхĕнче çĕршыв космонавтикин тĕп конструкторĕсен канашĕн ертÿçи Сергей Королев çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Ун пирки тĕплĕн çырса кăтартма кирлех те мар-тăр: паллă инженер-конструкторăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕнекесемпе хаçат-журналта питĕ нумай пичетленĕ. Çакна çеç палăртас килет: эпĕ унпа паллашса, алă тытса ĕлкĕреймерĕм. Сергей Павлович 1966 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче вилнĕ, эпĕ вара çав çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Байконур» космодромра çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тытăнтăм. «Н1-Л3» ракета комплексне /урăхла каласан «Лунник»/, СССР космонавчĕсене Уйăх çине вĕçсе каялла таврăннă чухне кирлĕ 11А52 япалана хатĕрленĕ çĕре; монтаж, тĕрĕслев тата ытти ĕçе хутшăнтăм.

Пĕтĕм ĕçе космодромăн тĕп строителĕ Илья Гурович генерал-майор ертсе пычĕ. Вăл вилсен Уйăх программине унăн заместителĕ Василий Мишин малалла тăсрĕ. Сăмах май, Василий Павлович çуралнăранпа кăçал кăрлач уйăхĕнче 90 çул çитрĕ. Шел, эпĕ унпа тĕл пулнă тесе мухтанаймастăп, çапах сăн ÿкерчĕксенче тÿрех палласа илетĕп.

Кăçал пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна паллă тăвасси пирки пĕлтĕр раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче ятарлă указа алă пусрĕ. Эпĕ, космонавтика ветеранĕ, ку указ питĕ вăхăтлă та вырăнлă тесе шухăшлатăп. Асăннă юбилее сумлăн йĕркелесе ирттересчĕ те тÿрех теприне хатĕрленме пуçласчĕ: 2019 çулта Андриян Григорьевич çуралнăранпа 90 çул çитет.

Алексей АЛБУТОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.