Юбилее парне хатĕрлеççĕ

26 Раштав, 2014

Трак енĕн унччен те хăйĕн энциклопедийĕ пулнă-ха, анчах вăл нумайăшне тивĕçтермен. Район пурнăçне, историне, аталану çул-йĕрне туллинех кăтартайман унта. Фактсене улăштарнă, чăнлăхпа тÿр килмен тĕслĕхсем те пулнă. Çакна шута илсе район администрацийĕпе депутатсен пухăвĕ ăна çĕнетсе, йăнăшсене тÿрлетсе, пуянлатса тепĕр хут пичетлесе кăларма йышăннă. Редколлеги йышне хастар та пуçаруллă таврапĕлÿçĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, вĕрентекенсене, журналистсене, ытти сфера ĕçченĕсене кĕртнĕ.

Усăллă кăларăмăн редакци коллегийĕн иртнĕ ларăвĕнче хальлĕхе тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, ял тăрăхĕсенчен килнĕ статьясене тĕплĕн тишкерсе тухнă. Еншик Чуллă, Кĕçĕн Шетмĕ, Карай ял тăрăхĕсем уйрăмах тăрăшуллă пулнă, вĕсем хăйсен енчи ялсен историйĕпе, çыннисемпе, ытти тĕрлĕ пулăмпа паллаштарнă. Çавăн пекех «Красноармейскинчи тĕп больница» бюджет учрежденийĕн, вĕрентÿ управленийĕн, социаллă аталанупа культура пайĕн, социаллă хÿтлĕх кÿрекен пайăн историйĕ питĕ кăсăк пулнине палăртнă редколлеги.

Красноармейскисем хăйсен энциклопедине 2015-2016 çулсенче кун çути кăтартасшăн. Вăл районăн юбилейĕ тĕлне паха парне пулĕ.

Юрий СТЕПАНОВ

Рубрика: