«Ыттисемшĕн çутă тĕслĕх вырăнĕнче»

20 Çĕртме, 2014

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Республика кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика аталăнăвне пысăк тÿпе хывнă ентешсен пысăк ушкăнне йышăнчĕ. Вĕсене - экономикăра, ял хуçалăхĕнче, культурăра, ытти отрасльте ĕçлекенсене - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕ.

- Эсир мĕнле ĕçлемеллине хăвăрăн тĕслĕхĕрпе çирĕплететĕр. Ырми-канми ĕçĕрпе тăван пĕчĕк çĕр-шывăра, коллектива юратнине, хисепленине ĕнентеретĕр, ыттисемшĕн çутă тĕслĕх пулса тăратăр, ĕçтешĕрсен, юлташăрсен чĕрине вут пек хĕмлентеретĕр. Сирĕн ĕçĕр - çитĕнекен ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Михаил Игнатьев чыслав церемонине уçнă май. - Тăван Чăваш Ен пултаруллă та хастар çынсемпе пуяннине сирĕн тĕслĕхĕр çирĕплетет. Малашне те çаплах пулăр, республика ячĕ ытти регион хушшинче малтисен ретĕнче тăтăр. Малалла ăнтăлнине кăçалхи 5 уйăх кăтартăвĕсем аван палăртаççĕ, çак тапхăрта экономикăна иртнĕ çулхинчен самай вăйлăрах аталантарма пултартăмăр. Культура çулталăкĕ пире тирпейлĕ, чунпа таса та илемлĕ пулма хистет. Пур енĕпе те малта пуласчĕ, ырлăх та сывлăх сире.

Михаил Игнатьевăн аллинчен патшалăх наградине илекенсен хушшинче çаксем пулчĕç: В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкар производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Михаил Резников, тĕп хулари «ЭКРА» производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн канашçи Олег Саевич. Вĕсем иккĕмĕш степень «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçрĕç. Ираида Козлова тата Николай Андреев /иккĕшĕ те Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнчен/ «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Сумлă награда илнисен хушшинче пирĕн ĕçтеш - «Хыпар» хаçатăн культурăпа чăваш диаспорин пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова та пур. Вăл - «Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ».

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин патшалăх наградисене те пачĕ. Литературăпа искусство енĕпе Владислав Николаев ÿнерçĕ ертсе пыракан ушкăн /йышра çавăн пекех Геннадий Максимов, Алексей Николаев/, техникăпа естество ăслăлăхĕ енĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ Николай Донской тивĕçрĕç.

«Кулинар» ООО директорĕ Лилия Бенда республика ертÿçине ĕçлекен халăха хавхалантарма майсем тупнăшăн тав турĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.