Ытти халăха хисеплени аван, çапах тăван чĕлхе сумĕ те ан чактăрччĕ...

Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнисем çак районта пиллĕкĕн. Вĕсенчен пĕри, Константин Михайлович Антонов, шăпах Комсомольски 1-мĕш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун ячĕпе кунта асăну хăми те уçнă. Ан тив, çамрăк ăру камран тĕслĕх илмеллине пĕлсе ÿстĕр.

Тăват çĕр çитмĕл виçĕ ачана йышăнакан виçĕ хутлă пĕлÿ çуртĕн-че вырăс пуплевĕ ытларах янăранăн туйăнать. Çак лару-тăру пирки вĕрентекенсем те пăшăрханаççĕ. Анчах кунта чăваш кăна мар, тутар ачисем те çÿ- реççĕ-çке. Çак тăрăха куçса килнĕ эрмен çемйи пур. Вĕсен пепкисем те кунтах вĕренеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ, пĕр-пĕрне ăнланмалла пултăр тесе ачасем вырăсла калаçма хăнăхса кайнă та. Ытти халăха хисеплени аван-ха. Çапах тăван чĕлхен сумĕ те ан чактăрччĕ.

«Шкулта ачасене кунне икĕ хутчен апатлантаратпăр, – каласа парать директор çумĕ Николай Алексеевич Атласкин. – Пĕрремĕш урок хыççăн пурте çиме каяççĕ, виççĕмĕш хыççăн – кĕçĕннисем, тăваттăмĕш хыççăн – аслă классем».

Волонтерсен юхăмĕ те лайăх аталаннă. «Малалла каякансем» отряда Надежда Александровна Мельникова ертсе пырать. Ун патне çÿрекенсем тĕрлĕ акцие хастар хутшăнаççĕ. «Чăваш Ен» фондпа тачă çыхăну тытаççĕ вĕсем.

Вĕренекенсем шкултан инçе мар вырнаçнă «Çĕр тата çынсем» район музейне çÿреме кăмăллаççĕ. Нумай пĕлме çунакансене Алена Овиковна Полякова экскурсовод тĕрлĕрен тĕлĕнтермĕш экспонатпа паллаштарма яланах хавас. Алина Анатольевна Куракова – унăн хастар пулăшуçи. Çак музея Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тавра пĕлÿçĕ тата вĕрентекен Борис Григорьевич Кокорев пуçарнипе 1989 çулта хута янă. Çулсеренех тĕрлĕрен экспонатпа пуянлатнă ăна. Нумай улшăну кĕртнĕ- скере 2003 çулта халăх музейĕ ятне панă.

Тулаш енчен пăхсан вăл пысăк та мар пек. Шала кĕретĕн те экскурсовод пĕр пÿлĕм хыççăн теприне ертсе кĕнĕ май хăвна юмах кăна мар, темĕнле асамлăх тĕнчине çакланнăнах туятăн. Вестибюль, çут çанталăк, ĕмĕр тарăнăшĕнчен, этнографи, Аслă вăрçă, социаллă экономика, курав, ас тăвăм тата пархатар кăмăлĕн залĕсем пур.

Музейра час-часах шкул ачисем валли историпе, тăван ен культурипе уçă урок иртет, вырăнти ÿнерçĕсем, тĕрĕ ăстисем хăйсен ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ. Вĕсене курма районти шкулсенчен те нумаййăн пуçтарăнаççĕ, республика, çĕр-шыв тата тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем килеççĕ.

Алена Овиковна музей ĕçне чунтан парăннă. Чăвашлăха хисеплесе, юратса ялан чĕрере упраканскер аслă ывăлне Атнер ят хунă. «Пепкÿне мĕншĕн çапла чĕнетĕн? Юлташĕсем тăрăхласран та шикленместĕн-и?» – ыйтнă унран пĕр пĕлĕшĕ. Алена Овиковна çак ыйтăва илтсен пĕр тĕлĕннĕ, пĕр шухăша ÿкнĕ. Ячĕ епле илемлĕ-çке! Мĕнле тиркĕн ăна? «Атнер, сана яту килĕшет-и? Нимĕн-ле чăрмав та кÿмест-и?» – ыйтнă вăл ывăлĕнчен. Тĕпренчĕкĕ хăйĕн ячĕпе кăмăллă пулни, унпа çунатланни вара амăшне питех савăнтарнă.

Паллашăр: Шкул республикин президенчĕ!

Карина Долгова – республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Маттур пике Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк гвардийĕнче тăрать. Вăлах – Шкул респуб-ликин президенчĕ. Лара-тăра пĕлменскер сакăр çул хушши ача-пăча ÿнер шкулĕнче ташă ăсталăхне туптанă. Унпа кăна лăпланса лармасть. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Карина волейбол секцине çÿрет. Çăмăл атлетикăпа районта кăна мар, республика шайĕнче те палăрнă.

Волонтер юхăмĕнче малта пыракан хĕр ача ушкăнпа пĕрле Канашри интернат шкула çитсе ачасене тĕрлĕрен теттепе, тумтирпе тата çыру хатĕрĕпе савăнтарнă. Кирлĕ япаласене пухас тĕллевпе вĕсем районта акци те ирттернĕ. «Ачасем малтанах ютшăнатчĕç, сăмахлама васкамастчĕç, – аса илет Карина. – Кайран вара хăнăхса çитрĕç, пирĕнтен уйрăласшăн та марччĕ». Ырă кăмăллă хĕр ача Канашри интернат шкула татах та çитсе курасшăн. Анчах кĕçех шкул пĕтерессине шута илсе экзамена хатĕр-ленмелле, çавăнпа вăхăчĕ сахалрах.

Шкул республикин президенчĕ пулнă май тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерме тивет, кунта вара пуçарулăх та, хастарлăх та кăтартмалла. Каринăна шкулта кăна мар, район шайĕнче те уяв ертсе пыма шанаççĕ. Вăл нихăçан та турткалашса тăмасть, хăйне ĕненнине, шаннине тÿрре кăларма тăрăшать. Юлташĕсем те çак маттур пикене мухтаççĕ, вăл шанчăклă, ырă кăмăллă, хаваслă, вĕренÿре яваплă тата лайăх тус пулнине палăртаççĕ. Эпир вара Каринăна патшалăх экзаменне ăнăçлă тытса хăй ĕмĕтленнĕ ĕçе алла илме сунатпăр!

Чун ташлама ыйтсан Турцие те çитĕн!

Комсомольски 1-мĕш шкулĕн тепĕр хастар хĕрĕ – Ирина Пыркина. Вăл та – республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Лайăх вĕреннисĕр пуçне тăтăшах тĕрлĕ-рен ташă конкурсĕнче çĕнтерет. Чăн та, ташă тесенех Ирина йăл кулать. Çак чун киленĕçĕпех пурăнать тейĕн вăл.

Комсомольскири ача-пăча ÿнер шкулне çÿрени ăсталăха самаях пысăклатать. Çавăнпах пултаруллă вĕренекен Турцири ташă фестивальне те хутшăнма пултарнă. Унта кайса килнине аса илсен хĕр ачан сăн-пичĕ телейпе çуталать. «Хусантан виçĕ сехет вĕçрĕмĕр, кайран Адала хулине автобуспа çĕрле тин çитрĕмĕр. Тепĕр кунне канса илнĕ хыççăн каçхине ташă кăтартрăмăр», – каласа парать вăл. Çак хулара пысăк çĕр-шывсен кăна мар, Чăваш Республикин ялавĕ те вĕлкĕш-се тăни чунне пушшех хăпартлантарнă. Раççейрен фестивале хутшăнакансем тата якутсем те пулнă.

Тĕрĕк чĕлхисен пĕр пеклĕхĕ сисĕ-нетех. «Пирĕнпе пĕрле тутар хĕр ачи пурччĕ. Вăл турккăлла çăмăллăнах ăнланатчĕ», – тĕлĕнет Ирина. Чăвашсенпе якутсен чĕлхи вара тĕрĕк чĕлхиллĕ ытти халăхăннинчен уйрăларах тăрать. Çавăнпа эпир турккăсен пуплевне тÿрех ăнланаймастпăр.

Ташă фестивалĕнче Ирина нумай юлташ тупнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе Интернетра кулленех сăмахлаççĕ. Тутарстанра Заинск хулинче иртнĕ «Алтын-Майдан» конкурс пирки те ăшă кăмăлпа аса илет вăл. Унта каллех хăйĕн пек пултаруллă ачасемпе паллашнă, халĕ те çыхăну тытаççĕ.

Тĕрлĕрен конкурса хутшăнса ăçта кăна çитсе курман-ши Ирина, кампа кăна калаçман! Тухтăр ĕçне алла илме ĕмĕтленекенскер хăçан та пулин хореограф ăсталăхне те туптасшăн.

Телей валли мĕн кирлĕ? Иринăна нумай та кирлĕ мар. Çывăх çынсен шанчăклăхĕ, ырăлăхĕ тата тÿрĕ кăмăллăхĕ çеç пултăр. Юлташсенче те шăпах çак енсене хаклать вăл.

«Эпĕ пурне те телей сунатăп!» – тет Ирина. Маттур пикене малашне те ăнăçса пытăрччĕ.

Таракансенчен çеç хăрать вăл...

Пĕррехинче улттăмĕш класс ачисене чăваш чĕлхи урокĕнче сăвă çыртарнă. Пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсене асăрхамасăр иртме пултарайман Кристина Никифорова «вăрă-хурах» темине суйласа илнĕ. Пилĕк çавра хайланă та хăйĕн ĕçне вĕрентекене кăтартнă. Пысăк çын мухтани хĕр ачан чун-чĕрине питĕ хавхалантарнă. Çав сăвăпа вăл каярах «Çеçпĕл кăвайчĕ» конкурса та хутшăннă. Пултарулăха аталантарасси çапла пуçланнă та.

«Пĕчĕкрех чухне «Тетте» çырăнаттăмăр, халĕ – «Тантăш», – тет Кристина. Юратнă хаçат-журналти пĕчĕк сăвăсене вуланă май унăн буклетсем ăсталас шухăш та çуралнă, çавăнта вăл хăйĕн сăввисене çырнă.

Халĕ Кристина вуннăмĕш класра вĕренет. Сăвă туртăмĕ кунран-кун вăйланса пырать тейĕн. Хайлавĕсем ытларах чухне тăван чĕлхе, шăллĕ, çулталăк вăхăчĕ-сем çинчен. Шкулти уяв каçĕсем те унсăр иртмеççĕ, пĕр-пĕр сăввине чуна пырса тивмелле янăраттаратех.

Кристина спортпа та туслă. «Зарницăпа» «Орленок» вăйăсене хастар хутшăнаканскер пăшалтан пеме шутсăр кăмăллать. Çавăн пек хăюллă хĕр ача нимĕнрен те хăрамасть тейĕн. Çук, иккен. Кристинăна шиклентерекен япала та пур. Вĕсем – таракансем. Мĕн тăвăн, кашни çын хăй евĕрлĕ.

Ĕлĕкхи пурнăç пирки каласа панине итленĕ май халĕ курайманлăх ытларах пулнине асăрхать вăл. Çакăн пирки те сăввисенче чылай сăмах хускатать. Хăй çут çанталăка юратнăран хайлавĕсем урлă ыттисене те черчен тавралăха хÿтĕ-леме чĕнет. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартма хатĕр пике кашни çуркунне йывăç лартать. Çак ĕçе çемйипех хутшăнаççĕ вĕсем.

Кристина пĕлтĕр республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăнă. Çак пысăк çăмăллăха вăл, паллах, вĕренÿре тата пултарулăхра пысăк ÿсĕм кăтартнăшăн тивĕçнĕ. «Тантăш» вулаканĕсем те çапларах çитĕнÿ тăвасса тăрăшуллă хĕр ача чунтан ĕненет. Çавăнпа вăл пурне те çапларах чĕнсе калать: «Нимĕнрен те ан хăрăр! Тăрăшсан веçех пулать!»

Лариса ПЕТРОВА

Комсомольски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.