Ытларах тÿлеме тытăнчĕç

27 Утă, 2015

Ытлашши продукцие усламçăсене сутакан çемьесене васкасах савăнăçлă хыпар пĕлтерес килет: сутлăх сĕт хăшпĕр ял тăрăхĕнче /шел, пур районта та мар/ хакланма пуçларĕ.

Июлĕн 17-мĕшĕ тĕлне хака пĕр эрне каяллахинчен Элĕк районĕнче сĕт пуçтаракансем пурте, А.Черыков, "Вурнары Завод СОМ", "Иволгамолоко", "Норусово" обществăсем Вăрнар районĕнче 1-ер тенкĕ хушнă. Кунта çавăн чухлех хăпартнисем - Н.Краснова, С.Капитонова, В.Илларионов, А.Федоров, "Молочник" ЯК, "Иволга" ЯК, Е.Орлова. Вăрнар тăрăхĕнче Элĕк райповĕ, Е.Войнова, Ю.Харитонов - 2-шер, "Молпродсервис" ЯК - 1 тенкĕ таран, А.Самаринпа А.Агамирян 1-2-шер тенкĕ ÿстернĕ.

Улатăр, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне тăрăхĕнче, Елчĕк районĕнчи - 24, Йĕпреç районĕнчи 7 пайтаçăн хак июлĕн 10-мĕшĕчченхи пекех юлнă.

Канаш тăрăхĕнче сĕт пуçтаракан Е.Никифорова, А.Мухамедзянов, "Молочная империя" ЯК, "Молочный двор", "Молцентр" обществăсем те 1-ер тенкĕ ытларах тÿлеççĕ.

Комсомольски районĕнче продукци пуçтаракан 15 организацирен "Урожай" колхозпа Иванова çеç сĕтшĕн 0,5-1 тенкĕ ытларах параççĕ.

В.Платонова Красноармейски тăрăхĕнче, С.Федоров, В.Александров, Э.Кожевников Шупашкар çывăхĕнче, "Молочный двор Канаш" ООО, Н.Смирнова Елчĕк районĕнче 1-ер тенкĕ хушнă. "Молочный двор Канаш" ООО хака Тăвай районĕнче çавăн чухлех ÿстернĕ.

Ăна Муркаш районĕнче - 1-2, "Белая река" ООО Сĕнтĕрвăрри таврашĕнче 2 тенкĕ хăпартнă.

Сергей МИХЕЕВ

Рубрика: