ЫТЛА ВĂРАХ ТАПАТЬ

13 Ака, 2016

Чĕре ытла вăрах тапнипе /брадикарди/ аптрасан уçă сывлăшра ытларах çÿремелле, утаса пĕрре - хăвăртлатмалла, тепре - вăрахлатмалла.

Тухтăр çырса панă препаратсемпе сипленнĕ вăхăтрах çамрăк хыр турачĕсен вĕçĕнчен шĕвек хатĕрлесе ĕçме сĕнеççĕ. Турат вĕçне - «çуртине» - вĕтĕ вакламалла, литр банкине иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ тултармалла, хĕрринченех шурă эрех ямалла. Савăта икĕ эрнене чÿрече анине лартмалла, унтан сăрăхтармалла. Настойкăна кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ шыва 20 тумлам ярса ĕçмелле. 1-2 уйăх, тепĕр чухне ытларах та, чĕре таппи йĕркене кĕричченех сипленмелле.

Хыр турачĕн вĕçне хĕл валли типĕтме те пулать. Ăна пир хутаçра ăшă тĕттĕм вырăнта упрамалла.

Чĕре енчен пысăк улшăнусем çук пулсан катăркас /боярышник/ настойки лайăх пулăшать. Пĕр тумламран пуçламалла, унтан тепĕр сехетрен икĕ тумлам ĕçмелле, чĕре таппине тĕрĕслесех тăнă май вăл минутра 60 хут тапма пуçличчен кашни сехетрен пĕрер тумлам хушса пымалла. Ытти кун юлашки çак виçене кунне 3-4 хут ĕçмелле. Тахçанчченех сипленме юрать.

Урама тухас умĕн женьшень е ылтăн тымар /родиола розовая/, е элеутерококк настойки 10 тумлам ĕçме пулать. Е вĕсем вырăнне - пĕр чашăк чей, кофе.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.