Ыррине çул парсан - пĕтместпĕрех!

14 Ака, 2015

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем вăл е ку тăрăхра пурăнакансемпе тĕл пулма пысăк ушкăнпа каясси йăлана кĕчĕ. Черетлĕ çулçÿреве тухма шухăш тĕвĕленчĕ те - Комсомольски тăрăхне çитсе килтĕмĕр.

Районти культурăпа кану центрне халăх йышлă пухăннă, библиотекарьсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, чăваш хаçат-журналĕн хастар тусĕсем. Çавна май фойере сĕтел çине купаласа хунă тĕрлĕ кăларăма тăван чĕлхерен писмен ентешĕмĕрсем самантрах илсе пĕтерчĕç. Пăхма илĕртÿллĕскерсен «тĕшши те тутлă» пулнине ăнланса малашне тăтăш вулас кăмăл çуралнипе почта уйрăмне васкакан тупăнсан - тем пекехчĕ. «Массăллă информацин ытти хатĕрĕпе танлаштарсан хаçат-журналăн ырă енĕ пур, ăна паян та, ыран та, çулсем иртсен те тишкерме пулать», - Комсомольски район администрацийĕн ертÿçи Михаил Афанасьев çапла калани «Хыпар» кăларăмĕсен малашлăхĕ çапах та çутă пуласса ĕненме хĕтĕртет.

Тĕлпулура Михаил Романович шухăшне уç­çăн палăртса «Хыпар» хăйĕншĕн чуна çывăх хаçат пулса тăнине» палăртрĕ. Çакăн сăлтавĕсем - формачĕ улшăнни тата юлашки вăхăтра ку хаçат орфографин чун йышăнман йĕркисенчен пăрăнни. Уншăн, чылай çын çак шухăша каланă пекех, «юн кун» тесе çырни ытла кăнттам пек туйăннă-мĕн.

Издательство çурчĕн ди­ректорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай 110 çул тултарса пыракан хаçатăмăрăн, ыт­­­ти кăларăмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унăн заместителĕ Геннадий Максимов хаçат-журнал хакĕсем мĕнле сăлтавпа хăпарни çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Кунашкал тĕлпулусенче почтальонсем пирĕн компаньонсем пулаканччĕ - Каçал енре вĕсемпе, шел, курнăçаймарăмăр. Çакăншăн пăшăрханнипе пĕрлех Геннадий Аркадьевич вĕренекенсем ытларахăн пухăнасса шанни тÿрре тухманнине те палăртрĕ. Тĕнчере вулав культури хавшаса пынă вăхăтра çитĕнекен ăрăва вĕсем мар-тăк кам ырă тĕслĕх кăтартĕ, информаци анлăшĕнче чи кăсăклине, тĕрĕссине, усăллине суйлама хăнăхтарĕ.

Çапах та залра халăх туллиех пулни савăнтарчĕ. Акă, районти библиотекарьсем çĕр проценчĕпех килсе çитнĕ. Сăмах май, район ертÿлĕхĕ вулавăшсене тĕрлĕ кăларăма çырăнса илмешкĕн укçа-тенкĕ самаях уйăрнăран малашне ентешĕмĕрсем пирĕн хаçат-журналпа кирек хăш библиотекăра туллин паллашма пултарасса шанатпăр.

Вулакан хастарлăхĕн шайне кашни тăрăха çитмессерен палăртатпăр. Çырăнтару кăтартăвĕсене тишкерсен Каçал енсене вăтаммисен йышне кĕртмелле. Çапах та уйрăм кăларăмсемпе вăл - малта. Тĕслĕхрен, «Çамрăксен хаçатне» çын пуçне миçен çырăннине шута илсен вăл ытти районтисенчен лайăхрах сарăлни палăрать. Тĕлпулура асăннă хаçатăн редакторĕ Дмитрий Моисеев хăйсем хускатакан ыйтусем, тытса пыракан кăсăклă рубрикăсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ - тен, çитес вăхăтра кăларăм тиражĕ татах та ÿсĕ?

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата та яланхи тусĕсем кĕтсех тăраççĕ-мĕн. Татьяна Наумова корреспондент сăмах илнĕ май шкул ÿсĕмĕнче хăйсене аслисем вулама еплерех хавхалантарнине аса илчĕ. «Халĕ çăмарти чăххине вĕрентес вăхăт çитрĕ-ши?» - шахвăртрĕ шÿтлеме юратаканскер. «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ Валентина Петрова малашне ку хаçатра еплерех улшăну пулассине ăнлантарса пачĕ, «Хресчен сасси - Кил» вуçех тухма пăрахмĕ, вăл эрнере пĕрре тухакан хаçатăн ăшĕнче юлĕ.

Пичет кăларăмĕ вулакана хăçан илĕртет-ха? Паллах, - вĕсен шухăшне шута илсен, вĕсен савăнăç-нуши çинчен çырсан. Шăпах çакна палăртрĕç те хăйсен сăмахĕнче «Хыпар» хаçата интереслĕ статьясемпе пуянлатассишĕн тăрăшакан Юрий Михайлов, Римма Прокопьева, Ирина Иванова журналистсем.

«Тăван Атăл» журнал редакторĕ Василий Кервен çула тухнă чухне хăйне Комсомольски салинче мĕнле ăнсăртлăх кĕтнине чухлама та пултарайман, паллах. Ĕçтешсен ушкăнĕнче вăл та пуррине пĕлсен, унăн кăмăллă калаçăвне итлесен Асанкасси шкулĕн директорĕ Елена Яндрова хăйĕн ачалăхĕнчи çутă самантсене куç умне кăларнă. Чăтса тăраймарĕ - сцена çине тухрĕ те хăйне 36 çул каялла «Пионер сасси» хаçат «Артека» кайма суйласа илни çинчен савăнса аса илчĕ. Вĕсен ертÿçи шăпах Василий Кервен пулнă иккен. Кăнтăртан канса таврăннă ачасен ушкăнĕнчи Ленăна вокзалта кĕтсе илме темшĕн никам та тухайман. Киле ларса кайма вара хĕрачан укçи те юлман-мĕн. Василий Гаврилович алăран тыттарнă 1 тенкĕ те 50 пус паян мĕн туянма çитнине калама йывăр - Ленăна вара хырăм выççине ирттерме те, рейс автобусĕпе тăван ялне таврăнма та çитнĕ, юлнă та! Çапла иккен вăл ырă туни - çулсем иртсен те манăçмасть!

Шăпах çакă - пĕр-пĕрне йывăрлăхра алă тăсса пама пултарни - пирĕн çăлăнăç. Ырăлăха çул парсан - пĕтместпĕрех!

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.