Ырлăх-пурлăха: хăтлăха хамăрăнах тумалла
28 Ноября, 2016 | Хула | Канашлу

Чăваш Ен Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен черетлĕ канашлура хускатнă ыйтусем чăннипех çивĕч те пĕлтерĕшлĕ пулчĕç. Михаил Игнатьев чи малтанах РФ Президенчĕ чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче аталану стратегийĕн тата приоритетлă проектсен канашĕн ларăвне ирттерни, унта чĕртавар мар продукцие экспорта ăсатассине, экологи лару- тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене тишкерни çинче чарăнса тăчĕ, пухăннисене Владимир Путин каланă шухăшсенчен хамăр хутлăха пырса тивекеннисем, пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсем урлă экспорта ăсатакан ял хуçалăх таварĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтрĕ. Вăл палăртнă тăрăх — Раççей ют çĕршывсене 14,5 миллиард долларлăх хĕç-пăшал ăсатать тĕк, ял хуçалăх продукцийĕ — 17 миллиардлăх. Экспорт хакĕсем тăнăçлă, çавна май ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен хавхаланăвĕ пулмаллах.

Михаил Игнатьев çавăн пекех ĕç укçи парăмĕсен, промышленноç тракторĕсен заводĕнчи лару-тăру ыйтăвĕсене хускатрĕ, Шупашкарти Ленин проспектĕнче çĕнĕ поликлиника строительствине пуçласси пирки пĕлтерчĕ.

Укçа шута юратать

Республикăра пай строительствине хутшăнакансен укçи-тенкипе пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси тата объектсене палăртнă вăхăтра хута ярассипе тивĕçтермен застройщиксем тĕлĕшпе йышăнакан мерăсене сÿтсе яврĕç.

ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов пĕлтернĕ тăрăх – хальхи вăхăтра пирĕн хутлăхра нумай хваттерлĕ 129 çурт çĕкленет. Кăçалхи виççĕмĕш квартал вĕçленнĕ тĕле çынсен укçипе усă курса /9,5 пин килĕшÿ тăрăх 26,7 млрд тенкĕлĕх/ 74 организаци-застройщик пурăнмалли 114 объект тăвать. Тĕпрен илсен вĕсем Шупашкарта — 79, Çĕнĕ Шупашкарта — 19, Çĕрпÿре тата Канашра /3-шер/ вырнаçнă.

Федерацин 2004 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи саккунĕпе палăртнă полномочисемпе килĕшÿллĕн министерство граждансем хывнă нухратпа строительствăра тĕллевлĕ усă курнипе интересленсех тăрать: кăçал 281 тĕрĕслев ирттернĕ, вĕсем тăрăх 66 предписани çырнă, административлă 62 ĕç пуçарса 28 застройщика 1966 пин тенкĕлĕх явап тыттарнă.

Çитменлĕхсем нумай хваттерлĕ çурта килĕшÿре палăртнă тапхăртан каярах хăварса хута янипе çыхăннă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрин çурт-йĕр строительствинчи опычĕ сахал пулин те пысăк тиеве хăйсем çине илмешкĕн шикленменни парăма кĕртсе ÿкернĕ. Пайçăсен йышĕ 1 пинрен иртет.

«Çынсен укçипе усă курма пĕлмесен ĕçе мĕншĕн тытăнмалла? Лару- тăрăва малтанах хакламалла пулнă, — палăртрĕ Михаил Игнатьев «Гарант» ООО генеральнăй директорĕн заместителĕ Карен Абрамян çурта 95 процент хатĕрлесе çитернине, анчах «Коммуналлă технологисем» çĕнĕ застойщикран «Честрăн» малтанхи парăмне шыраса илес тĕллевлĕ пулни ăна хута яма чăрмантарнă пирки пĕлтерсен. — Хăвăр хушăра калаçса татăлăр. Çапла тумашкăн май килмесен çăмăл автомашинусене сутăр, пайçăсемпе татăлăр».

Коммуналлă пулăшу хакланать

Çитес çулăн иккĕмĕш çурринче коммуналлă пулăшусен хакĕсем ÿсмелле. ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова вĕсене çирĕплетес енĕпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Çак тĕллевпе асăннă службăн 8 ларăвне ирттернĕ, коммуналлă пулăшусен республикăри 133 организацийĕ- предприятийĕ валли 250 тариф пăхса тухнă: шывпа тивĕçтерессипе — 73, ăна илсе тухассипе — 56, ăшă парса тăрассипе — 116 /çав шутра вĕри шывпа — 36/, йăлари хытă каяшсене утилизацилессипе — 5.

Шупашкар хулин администрацийĕ инвестици программисене туса хатĕрлемелли техника заданийĕсене улшăнусем кĕртмешкĕн халĕ те ĕçлĕ хутсем тăратманни çинчен пĕлтерсен республика Пуçлăхĕ хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова çакăн сăлтавне уçăмлатма ыйтрĕ. «Хытă каяшсене малтан кашни 1 кубла метртан шутлама ыйтрĕç, халĕ вара 1 тоннăшăн шутлама сĕнеççĕ. Çакă тăкаксене татах ÿстерет. Цифрăсем хальлĕхе пирĕншĕн уçăмлă мар», — пулчĕ хурав. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх — хаксем 1,5-3 процентран ытлашши хăпармĕç. Тасалăх пирки ытларах шухăшламалла.

Коммуналлă пулăшăвăн мĕнпур тарифне саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне çирĕплетеççĕ тата пичетлесе кăлараççĕ.

Хулара пурăнакансен 1 кВт/сехет электроэнергишĕн 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1 — çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕсенче — 2,98, утă уйăхĕн 1 — раштав уйăхĕн 31-мĕшĕсенче 3,11 тенкĕ тÿлемелле, ялтисен — 2,09 тата 2,18 тенкĕ.

Çут çанталăк газĕ 3,9 процент ÿсет.

Малтанласа шутланă тăрăх граждансемшĕн коммуналлă пулăшу хакĕн чи пысăк ÿсĕмĕ 276 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче — 4,4, 5-ĕнче — 6,2 процент таран, 15-шĕнче 6,2 процентран ытларах пулать.

Михаил Васильевич шухăшĕпе — тарифсем инфляци шайĕнчен иртмелле мар. Йышлă тата сахал тупăшлă çемьесене субсидипе тивĕçтермелле. Çавăнпа пĕрлех хаксене чакармалли майсемпе усă курмалла. Тĕслĕхрен, çуртсене уйрăмшаррăн хутса ăшăтмалли хурансем вырнаçтармалла, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле.

Хытă каяшсен полигонĕ тĕлĕшпе пирĕн республика кăтартулли пулса тăрать, ку енĕпе сăнавлă регион шутланать.

Пăр хулăнăшне кура

ЧР граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ Вениамин Петров 2016-2017 çулсенчи кĕрхи- хĕллехи тапхăрта шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси еплерех пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Асăрхаттару ĕçĕсене пăхмасăр инкек-синкеке лекекен çав-çавах йышлă. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, пăр катăкĕ çине тăрса юлнă 4 пулăçа чăваш çăлавçисем пырса çитиччен Мари хутлăхĕнчисем хăтарнă. Кÿршĕллĕ республикăсем пĕр-пĕрне пулăшмашкăн килĕшÿ тунин витĕмĕ çакă.

Апла пулин те пăр çине тухакан çынсен шиклĕх туйăмĕ çук, ăнлантарни те пулăшмасть вĕсене. Çавна май Вениамин Иванович йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе Иркутскри е Тутарстанри евĕр çирĕпрех пулма ыйтрĕ: 7 сантиметртан çÿхерех пăр çине кĕрекен граждансене административлă майпа явап тыттармалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакна хирĕçлемерĕ, ку енĕпе проект хатĕрлесе ЧР Патшалăх Канашне тăратмашкăн сĕнчĕ.

Валентина СМИРНОВА.