Ыркăмăллă çынсем пулăшнипе

17 Пуш, 2016

Чăваш Республикинче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ пырать. Унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать.

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне 200 пин тенкĕ ытла пухăннă. Шупашкар çыннисем тата кунти предприятисем укçа ытларах хывнă. Вăрнар, Елчĕк, Йĕпреç районĕсене, Çĕнĕ Шупашкар хулине палăртмалла. Ырă кăмăллă çынсем айккинче юлманнипе Чăваш Енри нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесем пулăшăва тивĕçеççĕ. Сусăр шăпăрлана воспитани паракан ашшĕ-амăшĕ медицина хатĕр-хĕтĕрĕ туянма пултарать. Шкулсемпе интернатсене вара çĕнĕ сĕтел-пуканпа, теттесемпе, кĕнекесемпе тивĕçтереççĕ. Марафон вăхăтĕнче укçа-тенке хăш район-хулара пухнă — çавăнтах усă курĕç.

Рубрика: