Ырана хăвармасăр

13 Пуш, 2015

Асăрханăр: хĕвел! Хĕвел пайăрки халĕ йывăçсемшĕн уйрăмах хăрушă пулма пултарать. Кĕркунне йывăçсене шуратса хăварман пулсан çакна халĕ тума май пур. Анчах çанталăк 5 градусран сивĕрех пулсан йывăçа шуратма кирлĕ мар. Çакна та шута илĕр: 2-5 çул каялла лартнă йывăçсене шуратмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсен хуппи чĕрченкĕ, сиенленме пултарать.

Туратсене тĕрĕс иртмелле. Типсе хăрнă, шăннă, чирлĕ туратсене касса пахча тулашĕнче çунтармалла. Тунката хăварса касмалла мар. Йывăç турачĕ çурăлса аннă пулсан ăна вулли çумне лайăх çирĕплетсе пралукпа çыхмалла.

Папка çывăрнă вăхăтра. Мартра - папка çывăрнă тапхăрта - хурлăханпа крыжовника кăмпа чирĕсене пуçаракан микробсенчен, хурт-кăпшанкăран пăхăр купоросĕпе /10 л шыва 100 г/ сирпĕтмелле.

Кăмпа чирĕнчен сыхланса. Март уйăхĕнче йывăçсене тата вĕсен таврашĕнчи çĕре мочевина шĕвекĕпе /10 л шывра 700 г мочевина ирĕлтермелле/ тата хлорлă калипе /10 л шыва 1000 г/ сирпĕтни усăллă - çакă ÿсен-тăрана апатлантарни те, улмуççипе грушăна тапăнакан кукша чирне пуçаракана путлантарни те пулать.

Теплицăна хатĕрлемелле. Кĕркунне теплицăна дезинфекцилемен пулсан çакна халĕ фунгицидпа е кÿкĕрт шашкипе тумалла.

Калча тума. Помидор, пăрăç, куккурус, купăста, хăяр вăррисене калча тума акмалла. Савăта пленкăпа витсе вăрлăх шăтиччен ăшă та тĕттĕм вырăнта тытмалла. Калча тухсан пленкăна уçса чÿрече ани çине лартмалла. Виçеллĕ çеç шăвармалла. Çĕр ытла нÿрĕ пулсан калча хура туна чирĕпе чирлес хăрушлăх пур.

Удобрени. Çăмарта, сухан, ыхра хуппи пухса пырăр. Ÿсен-тăраншăн питĕ лайăх удобрени пулĕ - вĕсене калчана куçарса лартнă чухне шăтăка хурасси çеç юлать.

Куçарса лартма вăхăт. Çуркунне пуçламăшĕ - пÿлĕмри чечексене куçарса лартмалли чи лайăх вăхăт. Япăх ÿсекеннисене, чечек çурма тытăнса тăраканнисене, чир палли пуррисене куçармалла. Çинçе тымарлă чечексене /бегони, глоксини, папоротник, традесканци/ хăйăрлăрах çĕр çине лартмалла; хулăн та çирĕп тымарлисене /пальма, гибсикус, драцена, лавр, фикус/ - торфпа, хăйăрпа хутăштарнă çерем тăприллĕ çĕр çине.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.