Ыран - РФ Патшалăх ялавĕн кунĕ
Августăн 22-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ. Çак уява Раççей Президенчĕн 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнче кăларнă "Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ çинчен” 1714 /-лĕ Хушăвĕпе килĕшÿллĕн паллă тума тытăннă.
Ялав историйĕ кăсăклă та хăйнеевĕрлĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕскере пĕрремĕш хут Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче вырăссен пĕрремĕш "Орел” çар карапĕ çинче - ăна Голланди инженерĕ Давид Бутлер 1668 çулта тунă - çĕкленĕ. Патшалăх статусне вăл çапах та I Петĕр патшара ларнă чухне çеç илнĕ. 1705 çулта январь уйăхĕнче вăл Хушу кăларнă: Раççей империйĕн суту-илÿ карапĕсем пурте шурă-кăвак-хĕрлĕ ялавлă пулмалла. Хăех ялав тĕслĕхне ÿкернĕ, унта хăш тĕс хăшĕн хыççăн пулмаллине кăтартнă. Çĕршыв патшисенчен кашни тенĕ пекех ялава улшăну кĕртнĕ. Акă, II Александр 1858 çулта патшалăхăн çĕнĕ ялавне çирĕплетнĕ: вăл хура-сарă-шурă тĕслĕ пулнă. Анчах халăх ку символа йышăнасшăнах пулман, вара 1883 çулта III Александр малтанхи виçĕ тĕсе каялла тавăрнă. 1896 çулта, II Николай патшана ларас умĕн, шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав патшалăх статусне илнĕ. Революци тата граждан вăрçи вăхăтĕнче хĕрлĕ ялав совет влаçĕн символĕ пулса тăнă.
Раççейĕн Патшалăх ялавне 1991 çултанпа малтанхи виçĕ тĕсех илем кÿрет: шурă-кăвак-хĕрлĕ. Кашни тĕсĕн - хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Шурă тĕс - тасалăх, кăвак - шанчăклăх, хĕрлĕ - хăюлăх паллисем. Урăхларах ăнлантарни те пур. Шурă тĕс - ирĕклĕх, кăвак - Турă Амăшĕн /вăл авалтанпах Раççее хÿтĕлекен шутланать/, хĕрлĕ - патшалăх палли.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалласа пирĕн республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă: куравсем, акцисем, информаци сехечĕсем, калаçусем, викторинăсем, конкурссем... Вĕсен пурин те тĕп тĕллевĕ - çынсене уяв историйĕпе паллаштарасси, Тăван çĕршыва юратма, унăн историне хаклама вĕрентесси, ялав патшалăхăн ытти символĕ пекех халăх историне кăтартакан пуянлăх пулнине ĕнентересси. Патшалăх символĕсене хисеплени вара çын хăйĕн Тăван çĕршывне тата унта пурăнакан халăхсене, ашшĕ-амăшне, тăванĕсемпе юлташĕсене тата хăйне хисепленине çирĕплетет.
И.КЛЕМЕНТЬЕВА