- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырăлăх ырлăх кÿрет
«Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать* ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать».
Çак йĕркесем Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне панă халалран. Ку сăмахсене, уйрăмах «Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать» тенине, Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕн депутачĕпе Ираида Валерьяновна Ивановăпа тĕл пулса калаçнă хыççăн тепĕр хут аса илтĕм. Депутат. Ячĕ янăравлă та хисеплĕ. Ăна «халăх тарçи» тесе «хĕрхенесси» те тахçан йăлана кĕнĕччĕ. Халĕ çав шеллени кулăш кăна пулса юлнă. Ун пирки анекдот та темĕн чухлех. Акă вĕсенчен пĕри. Чарăнура япăх тăхăннă хĕрĕнкĕ çын тăрать тет. Мухтанас килсе кайнă унăн. Умран чаплăран та чаплă машина йăлтăр-ялтăр çутăпа иртсе каять. «Пĕлетĕр-и эпĕ кам? Авă манăн тарçă!» – тесе аллине тăсса кăтартма ĕлкĕрчĕ тет мĕскĕнскер пакунлисем тытса кайиччен. Çав «тарçăсем» хушшинче çĕрме пуян темĕн чухлех халĕ. Хăйсемшĕн çеç тăрăшса пысăк укçаллă ăшă вырăна çакланакан сахал мар. Ираида Валерьяновна вара пĕр пуссăр тăрăшакан, тепĕр чухне ача пахчи сапăрçин (воспитателĕн) пĕчĕк шалăвĕнчен те ырă ĕçшĕн кăларса паракан çын.
Хĕрÿ пурнăç çулĕ çине тухасси ял тăрăхĕн депутачĕ пуличченех пуçланнă унăн. Пытарса пытарăнмасть: çынсем халь лайăхрах пурăнма пуçларĕç, хитре çуртсем купалана-купалана лараççĕ. Çав вăхăтрах юхăннă, илеме яракан вырăнсем сахал-им таврара? Клубсем, библиотекăсем пăрахăçа тухнă. Шкулсем хупăнни хытă пăшăрхантарать. Тахçан ача-пăча илем кÿнĕ вырăнсенче çум курăк, вĕлтĕрен чашкăрса ларнине час-часах курма тивет.
Ираида Валерьяновнăпа вара кăштах урăхларах пулса иртнĕ: вăл вĕренсе тухнă шкул лайăх çурта, хăтлă тĕле куçнă. Киввине тахçанах пăснă ĕнтĕ. Йĕри-таврана çум курăк, вĕлтĕрен пусса илнĕ пулнă. Çакă унăн чунне çав тери ыраттарнă. Хăйĕн ачалăхне, çамрăклăхăн çеçкене ларас асамлă вăхăтне çÿп-çап хупласа илнĕн туйăннă ăна. Вара вăл тантăшĕсемпе канашлама пуçлать, унăн шухăшне ырлакансем тупăнаççĕ-тупăнаççех: кивĕ шкул вырăнне тирпей-илем кĕртеççĕ. Çакă тата питĕ илĕртÿллĕ. Хăйсем вĕреннĕ чухне техничкăра ĕçленĕ Раиса Воробьевăна шăнкăрав партарнă. Аслăраххисем ачалăхне таврăнчĕç тейĕн çав самантра, çав тери хĕпĕртерĕç. Халĕ тăван шкулăн çавра çулĕсене икĕ çĕрте палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.
Уявсем чаплăрах та чаплăрах иртме пуçланă. Кашнинчех вара вырăс кĕвви май Регина Чернова (ача пахчин сапăрçи) çырнă «Тăван ял» янăрать:
Çак йĕркесенче илемлĕ çĕнĕ сăнар та çук пек, йăлтах илтнĕ, çапах та итлекенсен пит-куçĕнче темĕнле тимлĕхе асăрхатăн, хăш-пĕрин куççулĕ те тухать. Мĕнрен килет-ха ку? Хăйсен ялĕнчи «артистсем» – «Шуçăм» ансамбль шăрантарать-çке ăна. Валентина Кузнецовăпа Сергей Павлов паллă юрăçсем те кунта час-часах кĕтнĕ хăнасем, савăнăç илсе килекенсем.
Нумай калама пулать Ираида Ивановăн пуçарăвĕ çинчен. Сăмахран, ял урамĕсенчи çулсене халăхпа тухса юсанă. Паллах, пур çĕрте асфальт мар ĕнтĕ, анчах кĕрлĕ-çурлă пĕç тĕпĕ таран пылчăк çăрма тивмест, вак кирпĕчсем тупса сарса тухнă.
Çурт таврашĕсен илемĕшĕн тăрăшасси мĕне тăрать! Акă, сăмахран, Сергеевсен тĕлне пырса тухсан тĕлĕнсе каймалла. Канма тунă хÿшĕ питĕ капăр, йĕри-тавра чечек. Кил хуçи – Егор Сергеевич – пенсионер, Украинăран куçса килнĕскер. Унта пурăннă чухне те хастарлă пулнă: хăй те, унпа туслă ентешĕмĕрсем те чăваш тумĕпе çÿренĕ. Самаях çулланнă пулин те фермăра ĕçлет мăшăрĕпе.
Хăш-пĕр ырă пуçарăва çеç тата асăнар-ха: авалхи хитре йăла таврăннă. Çуркунне пĕрремĕш кун выльăха кĕтĕве кăларни – чăн-чăн уяв ял халăхĕшĕн!
Ветерансене çуралнă кунĕнче, уявсенче саламлани – çынлăх тивĕçне манманни.
Пир çапни мĕнле илĕртÿллĕ. Велоăмăрту – çамрăксен хавхаланăвĕ.
Чăвашсемшĕн çăл çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Çăлу типсе ан лартăр», – тенĕ пил панă чухне. Халĕ валаксенчен те шыв шăнкăртатать.
Ача-пăча вылямалли вырăн яланах янăравлă.
– Ираида Валерьяновна, çак ĕçсене йĕркелесе яма вăй-хал еплерех çитеретĕр? – ыйтрăм унран тĕлĕнсе.
– Кунта манăн тÿпем сахал, – терĕ вăл сăпайлăн. – Чи хакли – халăх, ял-йыш ырă ĕçшĕн кар тăма пĕлни. Вĕсемсĕр эпĕ нимĕн те тăваяс çук. Ура хурас шухăшлисем тупăнманни – пысăк телей. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Иванович Мульдияров пултарнă таран хавхалантарать, пулăшать. Çавăншăн савăнатăп.
Ираида Валерьяновнăн ялта кĕреке пуçĕ те, тамада та пулма тÿрĕ килет. Тĕрĕсех ку – ĕçлеме те, канма та лайăх пĕлмелле. Кану тенĕрен, вăхăчĕ ун валли сахалрах тупăнать пуль... Такмакри пек каласан, хăйĕнех ĕнине те сумалла...
– Ӳркенме пĕлмест вăл, ăна ырăлăх ырлăх, телей кÿрет, – теççĕ ăна лайăх пĕлекенсем.
Василий Кошкин