- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă ят ылтăнран хаклă
«Хресчен сасси» хаçат вулаканĕсене хамăн пиччепе Николай Лукич Яковлевпа паллаштарас кăмăл çуралчĕ. Вăл ÿнерçĕ-сатирик пулнă. «Капкăн» журналта 35 çул тăрăшнă.
Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсемпе тĕл килнĕрен çăмăл пулман. «1941 çулхи юпа уйăхĕн иккĕмĕш çурринче эпир те, Хурăнкассинчи пур-çук арçынсемпе хĕрарăмсем, пурĕ 18 çын, Сăр шывĕ хĕррине траншея чавма тухса кайрăмăр. Тÿперен кĕрхи çумăр лÿшкет, лашасем кĕреçе, лум тиенĕ лавсене аран туртаççĕ, хамăр çуран утатпăр. Пире çынсем патне хваттере вырнаçтарчĕç. Кил хуçине вăрçа илсе кайнă, арăмĕ 6 çулти ывăлĕпе юлнă. Выртса тăма йывăр, сывлама та сывлăш çитмест. Манăн йывăç кравать айĕнче пурăнмалла пулчĕ. Хĕрарăмсем лаçра цинк витрепе яшка пĕçереççĕ. Пĕçерме вут-шанки те çук, кил хуçи хĕрарăмĕ кашни пуленкишĕн çапăçать. Шыв ăшăтса ĕçме те май çук, ĕшенсе килнĕ хыççăн пăрлă шывах сыпатпăр. Çавна май бронхит чирĕ çаклатрăм», — çапларах аса илетчĕ вăл иртнĕ кун-çулне.
Алла аттестат илсенех фронта тухса кайнă пичче. 1950 çулчченех хĕсметре тăнă. Пушă вăхăт тупăнсанах пăшалне айккине хурса аллине кăранташ тытнă. Унăн Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Кавказра ÿкернĕ пейзажсем пайтахчĕ.
Спортпа та туслăччĕ вăл. Уншăн 30-40 çухрăм утасси нимĕн те марччĕ. Мускавра иртнĕ тĕнче шайĕнчи марафонсене пĕрре мар хутшăннă Николай Лукич.
1997 çулта совхоз ертÿçисем пулăшнипе Анатри Панклире музей йĕркеленĕ.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене кăранташпа ÿкерсе стена çине çакрĕ. Экспонатсем пуçтарастĕлĕшпе те хастар ĕçлерĕ. Шел те, 2014 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ вăл. Хăй хыççăн ырă йĕр хăварчĕ. Унсăр пуçне темиçе кĕнеке пичетлерĕ.
Комментари хушас