- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă вăрлăх ырă çимĕç парать
Ку çĕр-шыв паян та пăлхавлă, вăрçă-харçăллă регионсен шутĕнче. Америкăн хĕç-пăшаллă çарĕсем терроризмăн йăвине аркатма пуçланă операцие çаплах вĕçлеймеççĕ-ха. 1979 çулхи раштав вĕçĕнче Совет Союзĕ те кунти çивĕчленсе çитнĕ лару-тăрăва çăмăллатас тата ăна йĕркелес тĕллевпе сăртлă-туллă çĕр-шыва хăйĕн артиллерийĕпе мото-пехотине тата сывлăш çар вăйĕсене илсе кĕчĕ. Вунă çула яхăн пынă юнлă хирĕç-тăрăвăн вут-çулăмĕ витĕр пилĕк çĕр çирĕм ултă пин совет салтакĕпе офицерĕ тухнă, вун пилĕк пин те вун пиллĕкĕшĕ тăван кĕтесне тупăксенче таврăннă, алă тăватă пин салтак йывăр аманса ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă, тăват çĕр вун ултă пин чирлесе таврăннă.
Нарăсăн вун пиллĕкмĕшĕнче пирĕн республикăра кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те интернационалист салтаксене сума суса Асăну кунĕ иртрĕ. 1989 çулта Совет çарĕн сахал йышлă контингентне Афганистанран илсе тухнăранпа çирĕм пилĕк çул çитрĕ. Пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ ултă пине яхăн яш-кĕрĕм те аякри çĕр-шывра душмансемпе çапăçнă, вĕсенчен çĕр вун саккăрăшне тăван кĕтесе чĕррĕн таврăнма пÿрмен, тăваттăшĕн çулĕ каялла выртман - хыпарсăр çухалнă, çĕр çитмĕл улттăшĕ аманнă, çĕр вун тăватă яш инвалид пулса юлнă, тăват çĕр вăтăррăн таврăнсан тĕрлĕ чир-чĕре пула пурнăçран уйрăлнă.
Шел те, эпир, хальхи çамрăксем, чылайăшĕн ятне-шывне те пĕлместпĕр. Çавăнпа та ачасен патриотлăх туйăмне аталантарас тĕлĕшпе Татьяна Васильевна Горбунова пулăшнипе «Шырав» операци йĕркелерĕмĕр. Унăн ячĕ «Интернационалист салтаксем». Афганис- тан вăрçине хутшăннă çынсем çинчен нумайрах пĕлесси, шкул музейĕ валли материал пуçтарасси, пире, ачасене, пат- риотла воспитани парасси, тĕпчев ĕçне хăнăхтарасси - унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Ачасем интернационалист салтаксенчен пĕрне суйласа илеççĕ те шырав ĕçне пуçласа яраççĕ. Çак вăхăтра эпир пĕр салтакпа тата унăн тăванĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Инçетрен янă çырăвĕ- семпе, сăн ÿкерчĕкĕсемпе, наградисемпе, тĕрлĕ докуменчĕпе паллашрăмăр, салтак çемйин шăпипе те кăсăклантăмăр, ăçта пурăннине ыйтса пĕлтĕмĕр.
Мăн Этмен ял тăрăхĕнчен те чылай çамрăк лекнĕ çак аякри çĕре. Вĕсен шутĕ нче Николай Охтеркин, Виталий Богатеев, Юрăпа Валера Ельмовсем, Олег Федоров, Александр Фондеркин, Николай Венедиктов. Çаксем пурте, турра шĕкĕр, тăван яла чĕрĕ-сывă таврăннă.
Манăн Олег Анатольевич Федоров çинчен калас килет. Интернационалист салтак 1964 çулхи çĕртме уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче Шĕмшеш ялĕнче кун çути курнă. 1971 çулта ытти юлташĕ пекех сумка йăтса шкула чупнă. 1981 çулта аван паллăсемпе шкултан вĕренсе тухнă. Паллах, хăйĕн вăхăтĕнче вăл пĕр-пĕр аслă шкула кĕрсе салтак тумне тăхăнассинчен пăрăнса юлма е хальхи хăш-пĕр çамрăк пек пысăк вырăнта ĕçлекен тăванĕсен анлă çурăмĕ хыçне пытанса çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнма пултарнă. Анчах асаттесен паттăрлăхĕсем çинчен каласа панисене ăша хывса ÿс- нĕскер чи малтанах кăмăл-туйăма çирĕп- летекен шкул витĕр тухма тĕв тунă.
Ят тухнă чăваш каччине 1982 çулхи хура кĕркунне, салтак тумĕ тăхăнтартса, ик çĕр ытла чăваш салтакĕпе пĕрле, Афганистан çĕрне çитиех илсе каять шăпа. Полксем Пули-Хумри хулинче вырнаçнă. Йĕри-тавра хăмăшлăх, нимĕн те курăнмасть. Ахальтен мар акăлчансем ăна «Вилĕм лапамĕ» ят панă. Шăпах çакăнта виç çĕр çул каялла вĕсем тифпа чирлесе вилнĕ иккен. Пĕр-икĕ эрне канлĕ çывăрайман салтаксем. Душмансем кăн-тăрла мирлĕ халăх пекех, каçхине вара тусем çине хăпарса пирĕннисене хĕç- пăшалтан пеме тапратнă. «Çавăнпа хамăр та каçхи вунă сехетрен пуçласа ирхи пилĕк сехетчен персех тăраттăмăр», - тет интернационалист салтак. Пурне те тĕплĕ, вăхăтра пурнăçлама хăнăхнăскере кĕçех çар чаçĕнче машина колоннисемпе пĕрле кайма шанаççĕ.
«Афганистанри вăрçă пирĕншĕн питĕ йывăр килчĕ. Мĕншĕн тесен чуллă-сăртлă çĕр-шывăн пĕтĕм лаптăкне туллин «сăнаса» тăрайманран, унти халăхăн йăли-йĕркине, шухăшлавне пĕлменрен эпир тăтăшах йывăр çухатусем тÿснĕ, душман кăнтăрла суту-илÿ тунă, каçхине автомат тытнă. Вăл пирĕн çинчен пĕтĕмпех пĕлнĕ, эпир ун çинчен - нимĕн те. Çавна пулах мĕн чухлĕ пурлăх пĕтрĕ, мĕн чухлĕ çамрăк пурнăçĕ татăлчĕ! Йывăр пулнă, чăтнă, салтак вĕт, - ассăн сывласа каласа парать Олег Анатольевич. - Чăваш салтакĕсене, уйрăмах хамăр район каччисене, курсан тем пек савăнаттăмăр. Туканашри Миша Кряжинпа, Хĕрлĕ Чутайри Сергей Араслановпа, Каркçырмари Владик Жуковпа тата Юрка Михеевпа паянхи кун та çыхăну татмастпăр, тăван пекех туйăнаççĕ вĕсем. Çанталăкĕ питĕ шăрăхчĕ, 45 градус таран ăшă тăратчĕ. Çавна май малярипе, тифпа тата сарамакпа чирлекен те нумайччĕ. Эпĕ те çирĕм пĕр кун чирлесе госпитальте выртса тухрăм».
Интереслĕ ĕç те сахал мар пулса иртнĕ служба вăхăтĕнче. Пĕррехинче О.А. Федоров чаçре виçĕ пуля выртнине курнă, вĕсене тÿрех командира илсе панă. Лешĕ вара тарăхса кайнă та: «Кунта выртакан япаласенчен нимĕн те тĕкĕнме юрамасть! Тен, вĕсенче бомба?» - тенĕ çирĕппĕн.
Пĕр задание кайсан салтаксем айлăма вырнаçнă. Унта çĕлен чылай пулнă. Тахăшĕ тем самантра пĕрне вĕлернĕ. Каç пулсан салтаксем темĕнле чăштăр- чăштăр сасăпа вăраннă та курах кайнă: йĕри-тавра çĕлен. Вĕсем хăйсен тусне вĕлернĕшĕн тавăрма килнĕ иккен. Çаксене гранатăпа сирпĕтсе ирĕксĕрех урăх вырăн шырама тивнĕ вара.
Нихăçан манми кун. Полка Афганистан çĕрĕнчен илсе тухнă кун тамăкран хăтăлнисем чунтанах савăннă, унта юлакансем вара хурланнă.
Олег Федоров пурнăçне тĕплĕнрех пĕлес тесе эпĕ амăшĕпе те, Татьяна Якимовнăпа, калаçрăм. Шухăшласа ларнă хыççăн вăл çапла хуравларĕ: «Олег ĕçпе пиçĕхсе ÿсрĕ, ытти ачапа питĕ туслăччĕ. Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан вĕçне çитерме тăрăшатчĕ, пысăк çын пекех ĕçлетчĕ. Лашапа утă-улăм турттарма питĕ килĕш- теретчĕ. Ас тăватăп-ха, пĕррехинче утпа вĕçтерсе çитрĕ те лешĕ тÿрех чарăнса ĕлкĕрейменнине кура персе анчĕ. Пÿрте кĕчĕ, шăп-шăпăрт. Хăйĕн мĕнле ыратнă пулĕ», - паянхи кун та çавăншăн шеллет ывăлне амăшĕ.
Çав вăхăтра колхозра кашни çулах çĕр улми çитĕнтерсе пуçтарса кĕртме норма панă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене те ĕçе явăçтарнă. «Пĕррехинче манăн Олег темĕншĕн çĕр улми пуçтарма пымарĕ. Те тарăхнипе, те хăратасшăн пулнипе киле çитсен: «Сана, салтака юрăхлă пулсан, военкомата кайса Афганистана яма калатăп!» - терĕм ăна. Кайран нумай кулянса макăртăм. Эпĕ калани çитрĕ пулĕ», - тет Татьяна Якимовна.
Икĕ çул службăра тăнă хыççăн офицерсем Федоров салтака контракт çырса çартах юлма сĕннĕ, анчах тăван еншĕн тунсăхласа çитнĕ яш киле таврăнас тенĕ. Кунта малтан Çĕмĕрлери милици уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Савнă хĕрĕпе Любовь Валерьевна Таланцевăпа çемье çавăрса икĕ пăхаттир ывăл çитĕнтернĕ.
Патруль ĕçченĕсемшĕн кашни дежурство ятарлă занятирен пуçланать, полици ĕçченĕсене табель хĕç-пăшалĕ- пе усă курма, кĕрешÿ-тытăçу мелĕсене вĕрентеççĕ. Пурне те асăнса пĕтереймĕн.
Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕн- че Олег Анатольевич çирĕм виçĕ çул тăрăшать ĕнтĕ. Çак ĕç, чи малтанах, çын-семпе хутшăнма май пуррипе илĕртет, час-часах çынна пулăшма тивет, йĕркелĕ хе, саккуна пăсакансемпе те куллен курнăçмалла. Интернационалист салтакăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - çирĕм тăхăр çул.
Ашшĕпе амăшĕн ырă ятне упракансем, вĕсен чыс-сумне çĕклекенсем, ĕçне малалла тăсакансем - паллах, вĕсен ачи-сем. Андрей Чулхулари ШĔМ академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухса тĕп хуламăртах йĕрке хуралĕнче ĕçлет. Вăл - участковăй, аслă лейтенант. Каччă питĕ пултаруллă, вĕренме маттур, юрра- ташша ăста. Вăл хут купăс тăсса ярсан пĕтĕм чун хĕпĕртет.
Кĕçĕнни Женя вара И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Оренбург облаçĕнче хĕсметре тăрать, сержант ятне илет. Сочире иртекен Хĕллехи Олимпиадăра йĕрке хуралĕнче ĕçлет. Федоровсен кил-çурчĕ Шĕмшеш ялĕн варринче, сăртлăрах вырăнта вырнаçнă. Тахçан ача сасси шавласа-кĕрлесе тăнă кунта, халĕ вара Олегпа юратнă мăшăрĕ тата амăшĕ пурăнаççĕ. Ачисем кичемленме памаççĕ, килсе пулăшсах тăраççĕ. Олег Анатольевич хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллă: «Пÿрт çывăхĕнче вуншар йывăç лартрăм, атте-анне пулăшнипе капмар çурт çĕклерĕмĕр, мăшăрăмпа вара икĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр, юратнă мăнук мана: «Маçак», - тесе чĕнни темрен паха. Куç тулли телей вĕт-ха! Апла тăк пурнăç ахаль иртмест, ырă вăрлăх ырă çимĕç парать».
Анна МИХЕЕВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Мăн Этмен шкулĕ.
Комментари хушас