Ырă шанăç паракан çĕнĕлĕхсем
Ял çыннишĕн выльăх пурнăç тыткăчи тетпĕр, сĕтел çинче сĕт юр-варĕ, аш пулсан çемье тутă. Выльăх-чĕрлĕх усрамасăр ял хуçалăх предприятине те пурăнма йывăр. Фермăра тăкакĕ пайтах, анчах унсăр хуçалăх çурма тăлăххăн туйăнать. Хăшĕ-пĕри манпа килĕшмесен те пултарать, анчах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тытăмра çитес çул палăрмалла улшăнусем пулмалла. Çакă чăваш хресченне те хавхалантармалла. Ырă шанăç паракан çĕнĕлĕхсемпе, шухăш-тĕллевпе иртнĕ эрнере республикăри ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçисене РФ Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕн департаменчĕн директорĕ Владимир Лабинов паллаштарчĕ. Пĕл-терĕшлĕ отрасле халалласа йĕркеленĕ мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççейри сĕт отраслĕн предприятийĕсен союзĕн ĕç тăвакан директорĕ Людмила Маницкая, Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ытти яваплă ертÿçĕсем хутшăнчĕç.
Мероприяти малтан палăртнă пек "çавра сĕтел" хушшинче иртмерĕ пулсан та пухăннисене самай кăсăклантарчĕ. Владимир Лабинов палăртнă тăрăх - 2016 çул сĕт туса илекеншĕн тата улма-çырлапа пахча çимĕç ÿстерекеншĕн усса каймалла. Аграри политикинче шăпах çак тытăмсене тĕпе хурса ытларах пулăшма палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăхне ытти отрасльпе танлаштарсан, çитес çул укçа-тенкĕ икĕ хут нумайрах уйăрма планланă.
Уйрăмах сĕт-çу ферми тытакан хуçалăхсен савăнмалла. Выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене тĕпрен юсама е çĕнĕрен тума кайнă тăкака 35 процент таран саплаштарма йышăннă. Хальччен ку кăтарту 20 процентпа танлашнă. Çакă сĕт туса илес отрасле инвестици ытларах хывма хавхалантармалла.
Федераци бюджечĕ регион субъекчĕсене малашне укçа-тенке те çĕнĕлле уйăрĕ. Ку таранччен вăл е ку проектсене пурнăçлама заявкăсем пуçтарнă, анчах вĕсем тепĕр чухне бюджет уйăрнă виçепе килĕшсе тăман. 2016 çултан регионсене выльăх шутне, тухăçлăха тата ыттине ÿстерме условлă план парĕç. Ăна пурнăçлама бюджет лимичĕ уйăрĕç. Плана пурнăçлаймасан укçана "эффективлăрах" регионсем хушшинче пайлĕç.
Мăйракаллă шултра выльăх ?сĕт е аш кăна панине шута хумасăр% ÿстерекен е самăртакан хуçалăхсене те федераци бюджечĕ компенсаципе пулăшасшăн. Производство тăкакне 20 процент таран саплаштарасшăн.
Сысна ĕрчетес ĕçе аталантарассине те шута илнĕ. Çулталăкне Раççейре 1 млн тонна аш туса илес тĕллеве пурнăçлас тесен хуçалăхсене, бизнеса хăйсен укçи-тенкине хывма хавхалантармалла. Çакна палăртар: сĕт туса илессипе ĕçлекене тăкакăн 35 проценчĕ таран тавăрса панипе пĕрлех инвестици проекчĕн процент ставкине те саплаштараççĕ. Сысна ĕрчетекен пĕр майĕпе кăна усă курма пултарать.
Фермерсене патшалăх грантпа тивĕçтерме тытăнсан конкурса заявкăсем тăратакан шучĕ нумай ÿсрĕ. Çулсерен уйăракан укçа çитсе пымасть. Çавăнпа пĕтĕ-мĕшле суммăна ?лимита% май çитнĕ таран ытларах ÿстерме палăртнă.
Капла выльăх усрас текенсен шучĕ те пысăкланать. Фермерсен ăна ăçта туянмалла? Ăратли питĕ хаклă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç те Раççейре хальлĕхе тивĕçлĕ шайра мар. Кун пек лару-тăрура патшалăх халăхăн выльăхĕ çинчен аса илме хистет. Ăна ?тĕрĕсрех, ял çыннине% выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерме, осеменатора çав ĕçе пурнăçлама, хресчене çав выльăха пусса çиес вырăнне ял хуçалăх предприятине сутма хавхалантарсан çĕршывра çĕнĕ механизм хута каймалла. Капла выльăх ăратлă пулмасан та унăн йăхĕ ăçтан тухни паллă ?пĕтĕлентернĕ тăрăх%. Ку тĕлĕшпе ял халăхне çăмăллăх парса пулăшма саккун шайĕнчи документсем хатĕрлеме хушнă.
Хăшне-пĕрне çакă юмахри пекех туйăнчĕ-и? Кăлăхах, мĕншĕн тесен пирĕнпе кÿршĕллĕ Мордва Республикинче ку йĕркепе ферма валли 1100 пуç выльăха халăхран пуçтарнă. Унччен маларах çывăхри ялсенчине ветеринари пункчĕсенче искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ. 2007 çулта хута кайнă ферма паянхи кун та тухăçлă ĕçлет.
Тепĕр шухăш та тĕвĕленнĕ патшалăхăн. Хальлĕхе ăна сÿтсе яваççĕ çеç-ха. Тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен мĕншĕн сĕт производствипе ĕçлекенĕн инвесторĕ пулмалла мар? Çак ыйтăва уçăмлатма вĕсене хавхалантармалла.
Сĕт предприятийĕсен союзĕн ертÿçи Людмила Маницкая инвестици кредичĕсене субсидилесси пирки сăмах хускатрĕ. Унăн шухăшĕпе хальхи вăхăтра кунашкал проект валли кредит илме питĕ кăткăс. Çавăнпа темĕн пек вăйлă предприятисем проектсемпе Ял хуçалăх министерствине тухмаççĕ. Лару-тăрăва çăмăллатас тĕлĕшпе кредит процентне патшалăх тÿрремĕн банка куçарса тÿлесен хуçалăхшăн кредит 5-6 процент çеç юлĕ. Ку тĕлĕшпе мероприяти ĕçне хутшăннă Федераци Пухăвĕн сенаторĕн Вадим Николаевăн сăмахне аса илни вырăнлă. Вăл ăнлантарнă тăрăх - кĕске вăхăтлăх илнĕ кредитăн процент ставкишĕн патшалăх парăм суммине тÿрех банка куçарать, вăрахлăха илнишĕн ку йĕркепе усă курма хальлĕхе май килмест, кăткăслăх нумай.
Ял хуçалăх предприятийĕсене тĕрлĕ çăмăллăх парса Беларуçра сĕт туса илессине 5 çулта çав тери пысăк шая çитернĕ. Людмила Маницкая палăртнă тăрăх - халĕ вăл сĕтпе хăйĕн халăхне тата Раççейĕн 70 процентне тивĕçтерет. Ытти енпе те унран тĕслĕх илмелли пур.
Çитес çул пурнăçа кĕмелли çĕнĕлĕхсене, шухăш-тĕллеве пухăннисем питĕ хĕрÿ сÿтсе яврĕç, хăйне кăсăклантаракан ыйту çине кашниех хурав илчĕ.
Ирина НИКИТИНА.
Комментари хушас