Ырă ĕç илем кÿрет

2 Авăн, 2014

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Экспо-Контурта» Украинăран тарса килнисен ачисем валли «Сывă-и, шкул!» мероприяти йĕркеленĕ. Ăна Пĕлÿ кунне халалланă.

Шупашкар хулинчи Мускав район администрацийĕн специалисчĕсем, депутатсем тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн волонтерсен отрячĕ ачасем валли парнесем хатĕрленĕ. Шăпăрлансене спорт тумĕсем, ранецсем тивĕçнĕ. Унтан пурте пĕрле «Ылтăн пулă» уяв программинче савăннă. Çав кунах «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» Пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн членĕсем Украинăран тарса килнисемпе тĕл пулнă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă. Ыйтăвĕ вара çав тери нумай. Ĕç вырăнĕсенче ют çĕр-шыв çыннисем хальлĕхе шалу илеймен-ха, хĕл çывхарнă май ăшă тумтир кирлĕ, ачасен урока хатĕрленмелли сĕтелсем çук, улма-çырла, витаминсем çителĕксĕр... Халăх фрончĕн хастарĕсем вĕсене пулăшма шантарчĕç. Сăмах май, хула çыннисем те ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнма, йывăрлăха лекнисене пулăшма пултараççĕ.

С.РОЗОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.