Ырă çурта чĕкеç те иленет

15 Юпа, 2014

Патăрьел районĕнчи Туçари Мордвиновсем - ялти хисеплĕ çемьесенчен пĕри. Вениамин Григорьевичпа Валентина Николаевна пирки ырă сăмах каламалли нумай. Вĕсем сăпайлă, ĕçчен, кăмăллă... Ачисене те хăйсем пек пулма вĕрентнĕ. Ĕçченлĕх вĕсен йăхран-йăха куçнă.

Вениамин Мордвиновăн ашшĕпе амăшĕ - Григорий Петровичпа Федосия Петровна - тăхăр ача çуратнă. Анчах чир-чĕре пула хăшĕ-пĕри пĕчĕклех вилнĕ. Виçĕ ывăлĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, иккĕшĕ - Александрпа Никандр - унтан таврăнайман. Мефодий вара Яппун вăрçинче те пулнă. Вăл тăван тăрăха чĕрĕ-сывă çаврăнса çитнĕ.

Колхоз юхăмĕ пуçлансан Мордвиновсем пĕрлĕхлĕ хуçалăха кĕнĕ. Ачисене те ĕç çумне ирех çыпăçтарнă. Веня яланах ашшĕпе юнашар пулнă. Вăл пушăтран пăяв явнă, çăпата хуçнă, пушмак туса тĕлĕнтернĕ. 10-11 çулта вăкăрпа, лашапа уй-хир сÿрелеме кайнă, кĕлте, утă-улăм турттарнă.

1958 çулта Вениамин Григорьевича салтака кайма ят тухнă. Вăл Украинăри Коваль хулинче çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. Пултаруллă салтака çулталăкран урăх полкран пынă Коваленко капитан хăй патне илсе кайнă. Туçа каччи çапла майпа уйрăм пая лекнĕ. Кунта та вăл палăрма ĕлкĕрнĕ, юлташĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.

Çартан таврăнсан каччă Канашри механизаторсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Права илсенех тăван ялне таврăннă, колхозра Т-40 тракторпа ĕçлеме тытăннă. Каярах, шоферсен курсне пĕтернĕ хыççăн, автомашина рулĕ умне ларнă. Çулсем иртнĕçемĕн техника паркĕнче аппаратчикра, аккумуляторщикра вăй хунă.

Мордвиновсене вĕлле хурчĕпе танлаштарма май пур. Тул çутăличчен ĕçлеме тытăнаççĕ те каç пулмасăр та пушанаймаççĕ вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран канма та вăхăт çук. Унсăр пуçне хурт-хăмăрпа та кăсăкланаççĕ. Вĕлле шучĕ чылай. Пушă вăхăтра Вениамин Григорьевич йывăçран тĕрлĕ япала ăсталать. Вăл Туçари чиркÿ валли мĕн кăна туса паман?! Турăша илемлетнĕ эрешсем тÿрех куçа тыткăнлаççĕ. Унăн ĕçĕсене Патăрьелĕнчи кĕлĕ çуртĕнче те курма пулать. Чăннипех те унăн алли ылтăн.

«Çÿпçине кура хупăлчи», - теççĕ халăхра. Унăн мăшăрĕ те питĕ маттур. Вăл чылай вăхăт фермăра ĕçленĕ. Хисеплĕ мăшăр 51 çул пĕр-пĕринпе шăкăлтатса пурăнать. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Аслă ывăлĕ Саша Шупашкарти ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрринче тĕпленнĕ. Хĕрĕ Надя çемйипе Мускавра пурăнать. Кĕçĕнни Олег ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе тĕп килпе юнашар кермен пек çурт лартнă. Вăл çак ял хĕрнех качча илнĕ. Мордвиновсем мăнукран та пуян. Çак мăшăр пурăнакан пÿрт айккине кашни çуркуннех чĕкеçсем йăва çавăраççĕ. Пĕчĕк кайăк усал этем патĕнче хÿтлĕх шырамасть теççĕ. Вăл та кăмăллă çын ăçта пурăннине пĕлет, ăш пиллĕскер патне туртăнать.

Александр ФРОЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.