«Ырă чĕре», туристсем тата яваплăха туйман «Волга»

Правительствăн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй икĕ указа алă пусни çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Пĕри 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтересси çинчен — кун çинчен эпир хыпарланăччĕ. Тепĕр указпа ЧР тĕп суйлав комиссийĕн членĕсене çирĕплетнĕ.

Патшалăх Канашĕ хăйĕн ТСК йышĕнчи представителĕсене суйланă ĕнтĕ, халь вара ĕç тăвакан влаç представителĕсем те паллă. Михаил Игнатьев комиссин çĕнĕ йышĕнчи çынсен хушамачĕсене те асăнчĕ. Çĕнĕ членсем те пур, унчченхисене те хăварнă. Çав шутра — иртнĕ суйлаври Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ пулнă Александр Цветков та. ЧР Пуçлăхĕ маларах политика партийĕсен представителĕсемпе «çавра сĕтел» хушшинче тĕл пулнине аса илтерчĕ, çавна май ТСК членĕсене палăртнă чух «интерессен шайлашăвне май пур таран уяма тăрăшнă. Паллах, тавлашуллă ыйтусем пулма пултараççĕ, анчах пуçаруллă çынсен шухăшне шута илнĕ».

Пĕр кун маларах хăй Мускавра Кирилл Патриарх çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă уява хутшăнни пирки каласа пачĕ. Унта Владимир Путин Президент, Беларуç президенчĕ Александр Лукашенко, Раççейĕн политикăпа экономика элити хутшăннă. «Чăннипех — хăватлă мероприяти. Ăс-хакăл, кăмăл сипет хаклăхĕсене тĕпе хуракан граждансене воспитани парса çитĕнтермелли пирки калаçу пулчĕ. Чи кирли — ырă чĕре, çапла пулсан пирĕн пурнăç та лайăхланĕ», — терĕ Михаил Васильевич.

Ларăвăн кун йĕркинче — темиçе саккун проекчĕ. Туризм çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Чăваш Енре 150 пин турист пулнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 170 пине çитмелле. Цифра çуллен пысăкланса пырать. Апла пулин те Михаил Игнатьев ку сферăна тата та çине тăрарах аталантармалли пирки асăрхаттарчĕ: «Атăл çинче, федераци трасси тăрăх хула нумай — вĕсен хушшинче кашни туристшăн çивĕч кĕрешÿ пырать. Туристсем вара вăл е ку хула хăтлăхĕпе илĕртÿлĕхĕшĕн тенкĕпе сасăлаççĕ».

Территори санитарипе технологи апат-çимĕç лабораторине пĕтерме йышăнчĕç — çакна экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виталий Емельянов ăнлантарса пачĕ. Унăн тĕллевĕ çак лабораторие йĕркеленĕ чухне палăртнипе пĕр килмен иккен. Пахалăхсăр кулинари продукцийĕнчен, çынсем общество апатланăвĕн предприятийĕсенче ĕçме-çимепе наркăмăшланасран сыхланма йĕркеленĕ. Анчах пурăнмалли çуртсенче вырнаçнă лабораторисенче микробиологи тĕпчевĕсем ирттерме саккунпах чарнă та — бюджет учрежденийĕ тивĕçлĕ лицензисĕр юлнă. Унăн никĕсĕ çинче ЧР Промышленноç аталанăвĕпе инвестици фончĕ пулĕ.

Кивĕ çуртсенчен граждансене куçармалли программăпа уйăрнă укçана пĕр муниципалитетран теприне парасси тавлаштармарĕ. Бюджетра 2016 çул валли укçа виçине пысăклатма палăртнă. Тĕп пайĕ Шупашкара тата Çĕмĕрлене кайĕ. Çав вăхăтрах муниципалитетсен хăйсен те укçа уйăрмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ авари пулма пултаракан çуртсенчен граждансене куçармалли программăна çитес çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелли пирки аса илтерчĕ.

Йывăрлăхсем çук мар. Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков чăрмавсем пуррине пытармарĕ. Вĕсем хула уйăрмалли укçапа та, подрядчиксем хăйсен тивĕçне пурнăçлассипе те çыхăннă. Калăпăр, «Волга» строительство компанийĕ тĕлĕшпе çивĕчлĕх çуралнă. Хăйĕн çине обязательствăсем илнĕ пулин те вăл строительство ĕçĕсене пуçăнман, çавăнпа унпа тунă килĕшĕве пăрахăçлама тивнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн администрацийĕн Тĕрĕслев управленине ĕç-пуçа тишкерсе хаклама хушрĕ. Çавăн пекех çÿлерех асăннă программăн тăваттăмĕш тапхăрĕ валли республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрмасси пирки асăрхаттарчĕ. Апла тăк тĕп хулан хăйне шанмалла. Муниципалитетăн резервсем пур. Сăмахран, пурлăх тата çĕр лаптăкĕсен арендипе çыхăннă парăмсем 300 миллион тенкĕрен те иртнĕ — хула влаçĕсен çак укçана шыраса илессишĕн çине тăмалла.

Çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк вăтам виçене çирĕплетрĕç. Виççĕмĕш кварталшăн вăл 8376 тенкĕпе танлашать. Хаксем ÿснине пăхмасăр çак виçе чакнине, паллах, ăнланма йывăр — кун пек чух пирĕн пĕр пĕлĕш «сельсоветра пĕлеççĕ пуль» тет. Апла-и, капла-и, иккĕмĕш кварталтипе танлаштарсан хайхи минимум 0,7% /58 тенкĕ/ пĕчĕкрех. Михаил Игнатьев Ĕçлев министерствине хайхи виçе тĕлĕшпе халăха ăнлантарса пама хушни ахальтен мар-тăр.

Республикăн транспорт системине аталантармалли патшалăх программине улшăнусем кĕртесси нумай калаçтармарĕ. Çав улшăнусем çул-йĕр тумалли тата юсамалли вăрахлăх патшалăх контракчĕсем тума май парĕç. Çĕнетме йышăннă тепĕр программа — «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ». Улшăнусем 2016 çулта уйăракан укçа калăпăшне «тÿрлетессипе» çыхăннă. Спорт темине çĕкленĕ май Михаил Игнатьев республикăри спорт объекчĕсемпе туллин усă курманшăн кăмăлсăрланнине пытармарĕ, лару-тăрăва йĕркелеме хушрĕ. Раççей Президенчĕ массăллă спорта аталантарма хушнине аса илтернĕ май чиновниксене пуçаруллă пулманшăн ÿпкелерĕ.

Лару Правительствăн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.