Ыр сунакан хур курмасть

Вăл яланах çын хушшинче. Хăй вăхăтĕнче Тивĕшри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕскер паян кун та ял-йыша сиплет. Пулăшу ыйтакана нихăçан та хирĕçлемест. Унсăр пуçне пĕрне сиплĕ курăксемпе, теприне эмелпе тивĕçтерет. Сăмахăм Тивĕшре пурăнакан Галина Волкова çинчен пырĕ.

Медсестра та, вĕрентекен те

Хăйĕн пурнăçĕнче вăл икĕ професси алла илнĕ: медицина сестри тата вĕрентекен. Иккĕшĕ те уншăн çывăх пулнине пĕлтерет хĕрарăм. Канашри медицина училищине хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 13 çул вăй хунă. Ачаран ĕмĕтленнĕ шухăшне пурнăçлама та васканă вăл. Ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çавна май 33 çул шкул сукмакне такăрлатнă. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине юратма вĕрентнĕ. Унсăр пуçне директорăн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшнă. Сăмах май, вĕсен учитель династийĕ 900 çул ытла тăсăлать. Ашшĕ-амăшĕ те, мăшăрĕ те, ывăлĕ те çак ĕçе суйланă. Галина Михайловна — чăн-чăн сăмах ăсти. Вăл сăвă-калав та хайлать. Сакăр теçеткене çывхараканскер паян кун та "Кулăш пурăнмашкăн пире пулăш" драма кружокĕн ертӳçи. Районта, республикăра иртекен конкурссене яланах хутшăнаççĕ вĕсем. Асăннă тăрăхра ирттерекен драма кружокĕсен ăмăртăвĕсенче пилĕк çул çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Галина Михайловна хăй те тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Иртнĕ çул, сăмахран, Вера Кузьмина ячĕпе республикăра йĕркеленĕ конкурсра вăл тӳрех икĕ номинацире палăрнă: хăйĕн хайлавĕсене вырăсла тата чăвашла вуланă. Пĕтĕм Раççейри конкурса вара "Вăрçă ачисем" сăввипе хутшăннă.

 

Ытларах хускалăн - нумайрах пурăнăн

Çапла, хăй те вăрçă ачи пулнăскер, пурнăç тути-масине лайăх ăнланать вăл. Ăна пулах çамрăклах тăлăха юлнă вĕсем. Тăватă пĕртăвана амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ. Ашшĕ, вăрçăран йывăр аманса таврăннăскер, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хĕрĕ вара унăн шинельне паянхи кунччен упрать. Фронтран янă çырăвĕсене те.

Галина Михайловна хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. Ахальтен мар вăл спортпа туслă. Ирсерен хускану тăвать, çавăн пекех кашни кун утать. "Малтанах пĕччен çӳреттĕм. Халĕ пирĕн йыш çулсерен пысăкланать. "Скандинави уттипе" кăсăкланакансем тупăнсах тăраççĕ", — паллаштарать кун-çулĕпе хĕрарăм. Ăна кинемей теме чĕлхе çаврăнмасть.

Кун-çулĕ тикĕс килмен унăн. Чирлĕ мăшăрĕпе амăшне чылай çул пăхнă вăл. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Медсестра профессине алла илни ун чухне темрен хаклă пулнă. Кил-йышне çеç мар, ял халăхне те чылай пулăшнă. Ырра ырăпа тавăраççĕ тенешкел ял-йыш та ăна алă тăсса парать. "Эпĕ уя кĕрепле йăтса тухатăп çеç ман хыççăн кӳршĕ-аршă васкать", — савăнса пĕлтерет вăл. Ара, ыттисем пекех çулла ахаль лармасть, утă хатĕрлет. Галина Михайловна "голландская" ăратлă качака усрать. Мăшăрĕ чирлĕ выртнă вăхăтра ĕрчетме тытăннă ăна. Упăшкине качака сĕчĕпе сипленĕ. Çывăх çыннисем паян пурнăçран уйрăлнă пулсассăн та выльăха сутман ватă. Вăл уншăн тăрантаракан та, тус-юлташ та.

 

Валентина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.