Ыр çынран - ырăлăх

19 Кăрлач, 2017

Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе, сăпайлăхĕпе вăл ыттисене ырă тĕслĕх парать. Унсăр пуçне пуян чунлă, тарăн ăслă, ăшă кăмăллă, таса чĕлхеллĕ. Чăн-чăн арçын теме пулать Вăрнар районĕнчи Кушар-Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Андреевич Коновалова.

43 çул автомашина рульне алăран яман вăл. "Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. "Çул çинче аварисĕр ĕçленĕшĕн" I-III степень значокĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе тата ытти наградăпа чысланă.

Паллах, лайăх пулăм ачине ашшĕ-амăшĕнчен куçать. "Çемьере эпир пиллĕкĕн çитĕннĕ. Аттепе анне пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, килĕштерсе пурăнатчĕç. Хăйсем ырми-канми тăрăшнăран пире те ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Ял-йышпа, кÿршĕ-аршăпа яланах туслă пурăннă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, анчах уявра ĕçсе супман, шăкăлтатса калаçнă, кăмăлтан юрланă. Аслă пиччĕшĕ илсе панă балалайкăна атте пĕр ĕçкĕ-çикĕрен те хăварман. Ăна çывăхри ялсенче те аван пĕлнĕ", — калаçăвне пуçларĕ Владислав Андреевич.

Ял ачи мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнет. Коноваловсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Çамрăк Владислав кукамăшĕпе пĕрле ĕне пăхма çÿренĕ, ыррине ватăран нумай вĕреннĕ. Кинемей никама та усал сунса, япăх туса кÿрентермен таса чăваш хĕрарăмĕ пулнă. Кăшт çитĕнсен мăнукĕ юланутпа çÿреме хăнăхнă. "Пĕр вăхăтра атте ферма лашисене пăхатчĕ. Вĕсене ăшă витере тытнă, паха апат çитерме тăрăшнă, мĕншĕн тесен пĕтĕм йывăр ĕçе вĕсем çине тиенĕ. Чĕрне вĕçĕ çÿлелле таврăнасран тата хĕлле ури шăвасран такан çапатчĕç. Шкултан чупса килеттĕм те аттене пулăшма васкаттăм. Витере никам çук чух лашасене кунĕпе юрă юрласа савăнтараттăм. Çав вăхăтран выльăх тухтăрĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ", — аса илчĕ ĕç ветеранĕ.

Ял çыннин кил-çурта, хуралтăсене çулсеренех çĕнетсе тăма тивет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче колхозра машина-трактор сахал пулнă. Çавăнпа унпа усă курмашкăн ял правленийĕнче черет йышăннă. Ашшĕ-амăшĕ ĕç тума транспорт çуккишĕн пăшăрханнине курсан Владислав ĕмĕтне улăштарнă, водитель специальноçне алла илме тĕллев лартнă. Капла вăл çывăх çыннисене ытларах пулăшма пултарнă. "Пирĕн вăхăтра республикăра механизаци енĕпе професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕ нумай марччĕ. Тен, çавăнпа ялти 3 çамрăк инçетри Кăркăсстанри Тимертау хулине суйласа илтĕмĕр. Кунти училищĕне ăнăçлă пĕтерсе алла водитель прави илтĕм", — сăмахне тăсрĕ Владислав Андреевич.

Чăваш каччи Тимертау хулинченех салтак тивĕçне пурнăçлама кайнă. "Тăван ялтан çыру илсен малтан ун шăршипе киленеттĕм. Çуралнă кил, улăх-çаран куç умне тухатчĕç. Атте-анне вĕрентсе каланă сăмахсем ăша килетчĕç: "Ют пурлăха тивмелле мар, тĕрĕс пурăнмалла, çын тепĕр çынна ырă тума пĕлнипе пархатарлă", — хĕсметре тăнă вăхăта та аса илчĕ вăл. Унта та чăваш ятне яман, Тав хучĕсемпе таврăннă.

Ара, ача чухнех ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ, аслисене пулăшма, тĕрлĕ вăйă /лапталла, футболла, вăрçăлла\ выляма та ĕлкĕрнĕ. Юханшыв хĕрринчен лашапа хăйăр турттарса тăршшĕне, çÿллĕшне сикмелли вырăн йĕркеленĕ. Лум çине трактор ураписем çыхса штанга йăтнă, турник туса ăмăртусем ирттернĕ. Хĕлле тăвайккинчен йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăннă... "Халĕ пурнăç лайăх, анчах çамрăксем компьютертан уйрăлаймаççĕ", — пăшăрханса калаçрĕ тăватă мăнук аслашшĕ.

Ÿркенмен çыншăн яланах ĕç пур. Шупашкарти 1312-мĕш автоколоннăра çамрăк çынна техника шанса панă. Пĕрремĕш кунранах вăл тăрăшулăхпа палăрнă. Кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче Чăваш Енри тĕрлĕ кĕтесре сĕм çĕрлеччен тырпул, çĕрулми турттарнă. Юлашки çулсенче "Агрохмель" хуçалăха пулăшнă. Çавăн пекех Тутарстанра, Владимирпа Ульяновск облаçĕсенче çул тунă çĕрте ĕçленĕ. Амăшĕ вĕрентнĕ пек никама та сăмахпа кÿрентермен, усал сунман. Коллективра Владислав Андреевича яланах хисепленĕ.

Паллах, пурнăç çулĕ тумхахсăр иртмен. Юнашар тăванĕсем, юлташĕсем пулни, çут çанталăка юратни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Владислав Андреевич халĕ те сывă пурнăçпа туслă: хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла шывра ишет, çуран чупать.

"Салтакран килсен атте Мускавран хуткупăс çырăнса илчĕ, çавăнтанпа ăна алăран яман, кĕвви-çемми чуна çĕклет. Çĕнĕ юрă илтсенех астуса юлатăп, пÿрнесем хăйсемех кĕвĕ кăлараççĕ", — хавхаланса калаçрĕ ĕçпе пиçĕхнĕ арçын.

"Хыçа юлнă çулсемшĕн пач пăшăрханмастăп. Атте-анне панă ăшша, тасалăха, юратăва ачасенче курасса шанатăп", — терĕ нумаях пулмасть хăй çут тĕнчене килнĕ куна паллă тунă Владислав Коновалов.

Надежда НАЛИМОВА-ЧУДАКОВА.

Вăрнар районĕ,

Кушар-Юнтапа ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.