Ылтăн кĕрÿсем
Верук аппапа Мĕтри пичче виçĕ хĕр çуратса ÿстерчĕç. Асли качча кайнă, кÿршĕ ялта тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Кермен пек çурт хăпартнăскерсене ялта ăмсанакан та сахал мар. Ĕçченскерсем хăйсен кил-тĕрĕшĕнче, пахчинче пуçтарса ĕлкĕрнисĕр пуçне амăшĕпе ашшĕне пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Куншăн та Верук аппана кĕвĕçекен çук мар. Ахальтен мар: "Кĕрĕвÿ ылтăн çав санăн", - теççĕ ялти çамрăксемпе ватăсем.
Чăн та, кĕрÿшĕ Петĕр çав тери лайăх унăн. Пулăшать, апат тиркемест. Ĕçкĕпе те ытлашши иртĕхмест, тепĕр чухне уявсенче çеç сыпкалать. Çавăнпах Алена та лайăх пурăнать. Тепĕр чухне çеç хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупаймасть. Юрать-ха пĕрле пурăнмаççĕ, уйрăлса тухнă. Унсăрăн йывăртарах килнĕ пулĕччĕ.
Маринăпа Лена вара хулара тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те ĕçлеççĕ. Вĕсем те аппăшĕ пекех аслă пĕлÿллĕ. Вăтамми - юрист, кĕçĕнни пысăк лавккара тĕп менеджерта тăрăшать.
Верук аппапа Мĕтри пичче хăйсем те çав тери маттур. Ачисем те хăйсенех пăхнă. Кашниех тăрăшуллă та пултаруллă. Марина уйрăмах харсăр темелле-тĕр. Вăр-вар та пуçаруллă. Нумаях пулмасть хваттер туянчĕ. Йăмăкне те хăйĕн патне пурăнма чĕнчĕ.
Чиперех кун кунлаççĕ темелле. Хваттерте юсав ĕçĕсене вĕçлерĕç, çĕнĕ сĕтел-пукан туянчĕç. Анчах юсамалли тупăнсах тăрать. Арçын алли çитменни те туйăнатчĕ. Пĕр каччă пурччĕ-ха тахçан вăтаммин. Анчах унăн алли ĕç патне пымастчĕ. "Кун пек упăшка кирлĕ мар", - терĕ Марине. Çавăнтан Алюшпа текех калаçмарĕ.
Хĕрсене пулăшас текен йĕкĕтсем тупăнмарĕç. Çавăнпах телевизорăн çакăнса тăракан кабельне те нумайччен пуçтарса хураймарĕç аппăшĕпе йăмăкĕ. Мĕн тумаллине те пĕлеççĕ пек, анчах тытма хăюлăх çитеймест. Тепĕр тесен, киле арçын килессе те кĕтрĕç-тĕр. Ĕç майне пĕлнине тĕрĕслемелли меслет те ку.
Нумаях пулмасть вара вĕсен килĕнчи арçын ĕçне тăвассишĕн хăйне евĕр ăмăрту та йĕркеленчĕ. Кунта килекен кашни йĕкĕтех маттур пулма тăрăшать халĕ, мĕн пултарнине кăтартма ăнтăлать. Верук аппаран "чи лайăх кĕрÿ" ята тивĕçесшĕн мар-и?
Ĕçĕ вара çапла пулса иртрĕ. Малтанах Лена Петьăпа паллашрĕ. Пирвайхи вăхăтра урамра çеç уçăлса çÿрерĕç-ха вĕсем. Кинона кайрĕç, кафере хăналанчĕç. Калаçсан-калаçсан хĕр ăна чей ĕçме хăйĕн патне чĕнекен пулчĕ. Хĕрсен хваттерĕнче арçын алли çитменнине çавăн чухне асăрхарĕ те Петя. Тÿрех розеткăна сÿтсе пăхрĕ. Ĕçĕ татах та пурччĕ-ха, анчах алă айĕнче кирлĕ хатĕрсем пулмарĕç.
Ун хыççăнах хĕрсен хваттерне Славик пырса тухрĕ. Ку ĕнтĕ Марине кăмăлне çавăрас текенскер пулчĕ. Вăл та ваннăйра кран улăштармаллине курчĕ. Анчах хăнана пынă чухне кирлĕ хатĕре туянма манчĕ. Куншăн аванмарланса каçару та ыйтрĕ-ха вăл.
Хăй тума палăртнă ĕçе унран туртса илме хатĕрленекен пуррине пĕлсен Петĕр сисчĕвленчĕ, Ленук патне тепрехинче пуçтарăнсан кирлĕ пĕтĕм хатĕре пухрĕ. Çавăнпах Марине тепĕр хутчен савнипе тĕл пулма пуçтарăнсан вĕсен килĕнче шыв йĕркеллех юхатчĕ ĕнтĕ. Çакна Славике каласан вăл тарăханçи те пулчĕ. "Пулас хунямана пурте юрасшăн", - терĕ.
Çапла калаçса татăлмасăрах йĕкĕтсен хушшинче хăйне евĕр ăмăрту пуçланчĕ. Вĕсен пĕр-пĕринчен лайăрах пулас килчĕ. Иккĕшĕ те ылтăн кĕрÿ пулма ăнтăлчĕç. Куншăн хĕрсем савăнчĕç çеç.
Анна ИВАНОВА.
Комментари хушас