«Ылтăн кĕркунне» йыхравлать

9 Юпа, 2015

Октябрĕн 8-11-мĕшĕсенче Мускаври Пĕтĕм тĕнчери курав центрĕнче Раççейри агропромышленноç комплексĕн «Ылтăн кĕркунне - 2015» куравĕ иртет. Унта 64 регионран тата 24 ют çĕршывран 2500 предприяти хутшăнать. 63 пин тăваткал метрта АПК отрасльне сăнлакан экспозици вырнаçĕ. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе, мамăклă чĕрчунпа, кайăк-кĕшĕкпе, 100 ытла ялхуçалăх техникипе тата оборудованипе паллашма пулĕ куравра.

«Ылтăн кĕркунне» - аграрин тĕп форумĕ. Унта Раççейри агропромăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ кăна мар, АПК-на ертсе пырассипе, ют çĕршывсемпе çыхăнăва йĕркелессипе курăмлă утăмсем тăваççĕ. Курава РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, РФ Правительство Председателĕн заместителĕ Аркадий Дворкович тата РФ ялхуçалăх министрĕ Александр Ткачев уçаççĕ. АПК-ан пултаруллă ĕçченĕсене патшалăх наградисем парса хавхалантарĕç. Паллă мероприятие Чăваш Енри сумлă хуçалăхсем, предприятисем, уйрăм хуçалăхсем хутшăнаççĕ. «Акконд», Вăрнарти аш-какай предприятийĕ, Етĕрнери сĕт-çу завочĕ тата ыттисем те çулсерен куравран медальсемпе таврăннă. Çак хисепе вĕсен кăçал та тивĕçес шанăç пур.