«Ылтăн чăмакки» -Ешкилтре!

25 Çĕртме, 2015

Сулхăнра хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе ывăн­нă çирĕмри пике пÿрте кĕчĕ те хырăмĕ выçнине пĕлтерчĕ. Ларса канма пĕлеймен амăшĕ пĕтĕм ĕçне пăрахса ăна вал­ли апат хатĕрлерĕ.

- Мĕншĕн çиместĕн? Тутлă мар-им? - кăсăкланчĕ урай çăвакан амăшĕ хĕрĕ енне пăхса.

- Ăна-кăна пĕлейместĕп-ха. Эсĕ мана кашăк па­марăн вĕт, умра çăкăр та çук! - кăмăлсăрланса сассине хăпартрĕ Настя.

Мĕн ыйтнине тивĕçтерчĕ амăшĕ. Унтан хĕрне ыталаса илчĕ: «Манăн ылтăнăм, кăвакарчăнăм, сарă лĕпĕшĕм! Çиех, çи» - тесе питçăмартинчен чуптуса илчĕ.

Çакнашкал чуна ыраттаракан ÿкерчĕке курнă хыççăн Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнчи Вла­димир Трофимовичпа Антонина Яковлевна Иг­натьевсен çемйинче пулма тÿр килчĕ. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем чупса çÿресе ĕçленине курсан: «Акă ăçта вĕсем ылтăн чăмаккисем!» - терĕм са­сăпах.

- Ачу-пăчупа мухтаниччен чул муклашкипе мух­танма хушнă-ха та ватăсем... Ара, ĕç çынна илем çеç кÿрет вĕт! Ĕçлемесĕр кайăк та апат çиеймест! - терĕ кил хуçи Владимир Трофимович.

Игнатьевсен ывăлĕпе хĕрĕ, Вовăпа Олеся, ху­лара пурăнаççĕ пулин те, кашни эрнере тăван тă­рăха ашшĕ-амăшне пулăшма васкаççĕ. Кĕçĕнни, вун иккĕри Алита та, ыттисене кура лара-тăра пĕлмест. Унăн тума пĕлмен ĕçĕ те çук.

- Шкула эпĕ пиллĕкре кайнă. Апла пулин те йы­вăрлăха кĕрсе ÿкмерĕм. Вĕренÿре те «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыратăп. Класри ачасем пурте вунтă­ватă çулта, эпĕ вара вуниккĕре çеç, - йăл! кулать хĕрача.

Алита нумай пулмасть пĕччен тăхăр кун кĕтÿре пулнă.

- Ун чухне пурте уйра ĕçлерĕç. Лупас çине са­кăр машина утă кĕртнĕ. Сахал мар вĕт ку? Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пур чухне пирĕн килте ахаль алă усса ларакан çук. Эпĕ ĕнесемпе пăрусене, вă­кăрсемпе сыснасене, сурăхсемпе чăх-чĕпе, хур- кăвакала пурне те юрататăп. Кушаксене те пыл­чăклă вăхăтра тяпписене çуса пÿрте илсе кĕретĕп. Тăватă мăр-мăртан пĕри, Томас, аттене çав тери юратать. Уншăн вăл ирхи «будильник». Автансем шарлаттарса авăтма тытăнсанах атте патне пыр­са мăрлатса ачашланать. Ара, атте ăна тепĕр чух хăйма çитерет вĕт! Тăват-пилĕк кун каялла чăх çухалчĕ, пĕчĕк чĕпписем халь амăшне шыраса чупаççĕ. Мана валли кулянмалли тупăнсах тăрать, - тет Алита.

...Ултă çул каялла Шуркасси шкулне команди­ровкăна кайсан вĕрентекенсем пĕрремĕш класра вĕренекен Алитăпа паллаштарнăччĕ.

- Халĕ сирĕн пата хăнана пыратăп-ха, - тесе шахвăртрăм та, хĕрача ман çине кăн пăхрĕ.

- Пырас çук, пирĕн килте никам та çук. Çимелли те ним те çук, - терĕ кĕскен.

Ку хутĕнче вара Алита йăл кулса та хапăл кĕтсе илчĕ пире.

- Ун чухне сирĕнпе тĕлпулнине астумастăп. Пĕчĕк чухне айвантарах пулнă ĕнтĕ, мĕн тăвăн, - тесе чупса çÿресех сĕтел хатĕрлерĕ вун иккĕри хĕрача.

Каçхине кĕтÿ ансан витре йăтса амăшĕпе ĕне сума васкарĕ, чăх-чĕппине, хур-кăвакала хăвала­са картише кĕртрĕ, ешĕл курăк çине кăкарнă пă­рушĕсене илсе килчĕ. Чăн-чăн ĕçчен чăваш ачи... Хĕрÿ вăхăтра хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе ларма мар, кăшт канма та вăхăт тупаймасть Игнатьевсен кĕçĕн тĕпренчĕкĕ. Е тата амăшĕ апат пĕçерессе кĕтмест, хăех газ плити умĕнче кăлăк чăххи пек чупкаласа юратнă çыннисене тутлă апатпа савăн­тарас тесе тăрăшать. Акă ăçта вăл «ылтăн чăмак­ки!»

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.