Ÿкĕнмен, ÿркенмен

Выльăх самăртакан геолог

Малтанах чăваш ачи космонавт пулма ĕмĕтленнĕ. Кайран шухăшне улăштарнă. Шкул хыççăн Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне çул тытнă. Вĕренсе тухсан геолог пулса тăнă. Практика вăхăтĕнче тĕрлĕ çулçÿревре пуçтарнă чул катăкĕсем халĕ те ятарлă кутамккара упранаççĕ. Пĕррехинче ачисен куçĕ тĕлне лекнĕ те ашшĕ кашнин çинчен хаваспах каласа кăтартнă.

Мускаври чи сумлă аслă вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ çамрăк хулара юлас темен, яла таврăннă. Пĕр вăхăт шкулта тăрăшнă хыççăн çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Йĕпреç районĕнчи Туçари Владимир Вячеславович Мусьтакова тепри карьерăшăн çунманшăн ятлĕччĕ пулĕ, анчах кил хуçи çак пурнăç патне çитсе тухнăшăн пач та ÿкĕнменнине палăртать мăшăрĕ.

Лариса Алексеевна та упăшки пекех çĕре çывăх. Çÿпçипе хупăлчи тейĕн. Чĕмпĕр облаçĕнче çуралнăскере 4-5 çултан ашшĕпе амăшĕ хăйсен тăван ялне илсе килнĕ. Малашне çемье кунта тĕпленнĕ. Шкул пĕтерсенех хĕр çамрăк специалистпа çемье çавăрнă. Мăшăрлансан малалла вĕренесси çинчен шухăшлатăн пулсан та тĕллеве пурнăçлама кăткăсрах çав. Ачасем çуралаççĕ, вĕсене пăхмалла, çурт-йĕр çĕнетмелле тата ытти те. Çавах та килти хушма хуçалăха тĕппипех пуçа чикиччен /юлашки икĕ çул вăл фермер хуçалăхĕн ертÿçи\ хĕрарăм сутуçăра тăрăшнă.

Ача чухне космоса вĕçме хатĕрленнĕ кил хуçи çĕр патне таврăнсан чи малтан çĕрулми ÿстернĕ. Анчах çемьене тупăш кÿменрен /вăл вăхăтра кил хуçалăхĕнче техника та сахал пулнă\ выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетме тытăннă. Темиçе ĕне усранă, вăкăр самăртнă. Ăна çынсенчен те туяннă. Пĕтĕмпе выльăх шучĕ 12 пуçа çитнĕ. Ăна тата ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ вите тума пуçланă. Çавăнпа услам укçи хальлĕхе йăлт тенĕн строительствăна хывăнать.

Паянхи кун Мусьтаковсен сăвакан виçĕ ĕне, ыттисем – вăкăрсем. Ял çыннисем тынисене вĕсемпе пĕтĕлентерме тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кăтарту çырлахтарать. Авă пĕрисен искусствăллă майпа пĕтĕлентерсен те ĕç ăнман. Мусьтаковсен вăкăрĕсем ăратлă мар, анчах вĕсемпе хутшăннă ĕнесенчен яланах ырă-сывă пăру çуралать. Тепри çак ĕçрен бизнес тунă пулĕччĕ, Владимир Вячеславовичпа Лариса Алексеевна вара укçашăн çунмаççĕ.

 

Спортпа туслă çемье

Выльăха çемйипе пăхаççĕ. Утçире çирĕм çулти аслă ывăлĕпе вун çиччĕри хĕрĕ пулăшаççĕ. Кĕçĕнни виççĕ те тултарайман-ха. Çемье вучахне типтерлĕ тытса пыракан хĕрарăм асăннă тăрăх – спорт мероприятийĕсене яланхиллех хутшăнас тĕллевпех çуратнă мар-и пĕчĕккине. Ара, Мусьтаковсен ячĕ ку тĕлĕшпе çĕршыв шайĕнчех палăрнă. Районта, республикăра спорт çемйисем хушшинче мала тухса Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисене пĕрре мар хутшăннă. Тĕслĕхрен, виçĕм çул Красноярскран çĕнтерÿпе таврăннă. Маларах Омскра виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ тата ытти те. Пĕтĕмĕшле наградăсен шучĕ те çук темелле. Аслă Мусьтаковсен кăна – 100 ытла, ачисен те чылай. Йĕрке тăрăх – ача 15 çул тултарсан спорт çемйисен ăмăртăвне хутшăнаймăн. Хĕрĕ çав ÿсĕме çитнĕренпе икĕ çул ĕнтĕ. Анчах пăшăрханмалла мар – кĕçĕнни çитĕнсе пырать. Вăл та ашшĕпе амăшне наградăсемпе савăнтарĕ.

Сăпайлă та ĕçчен ачасем пăхса ÿстернĕ Мусьтаковсем. Ыттисем пек кунĕпе компьютер умĕнче ларма хăнăхман, ăна е кăна туянса пар тесе тилмĕрмен. Ывăлĕ инкеке лексе утайми пулсан чи малтанах салтака каяйманни çинчен пăшăрханса калани халĕ те амăшĕн куçĕ умĕнче. Шăла çыртса, вăйне пухса каччă çĕнĕрен утма вĕреннĕ.

Мусьтаковсем каçсерен урама чупма тухаççĕ. Хĕлле йĕлтĕр сыраççĕ, ăмăртусенче çĕнтереççĕ. Владимир Вячеславович пиччĕшĕпе нумаях пулмасть "Буран" йышши мототехника туяннă. Ятарласа хĕлле йĕлтĕрпе чупмашкăн юра хытарса çул уçма.

Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма чаплă йышши йĕлтĕр /вăл çулран çул çĕнелсе пырать\, ăна сĕрмелли маç, ботинка, перчетке, тум туянмалла. Тăкакĕ пайтах. Акă, Омска каймашкăн килти икĕ вăкăра сутма тивнĕ. Красноярска та выльăх укçипе çула тухнă.

Ытларах чухне Мусьтаковсем выльăха тутарсене парса яраççĕ. Пусма шел теççĕ. Ача пек пăхса ÿстернĕскере çĕçĕ айне тума алă çаврăнмасть.

Кĕтÿрен пĕр пуç чаксан та пăшăрханаççĕ çемьере. Паха япалана çухатнăн, тăванран уйрăлнăн туйăнать. Кун пек чух чуна тунсăх пусать.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.